2009 çулхи сентябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче пирĕн хаклă та çывăх тăванăмăрăн, ĕçтешĕмĕрĕн Виталий Петрович Игнатьевăн чĕри ĕмĕрлĕхех тапма чарăнчĕ. Сывă пулнă пулсан вăл 2020 çулхи февраль уйăхĕн 23-мĕшĕнче 70 çул тултармаллаччĕ.
1974 çулта Пушкăрт патшалăх медицина институтĕнчи «Сывату ĕçĕ» специальноçа алла илнĕ хыççăн В.П. Игнатьев ПАССР Сывлăх сыхлав министерствин распределенийĕпе Пермь облаçĕнчи 5№ Губахино хула больницине терапевт врач, ренгенолог, ренгенкабинет ертÿçи пулса ĕçлеме кайнă.
1980 çулхи июль уйăхĕнчен Пелепей хулинчи «Автонормаль» завод медсанчаçĕн поликлиникинче ренгенолог, невролог пулса ĕçленĕ. 1988 çултанпа Пелепейри медицина училищинче нерв чирĕсен предметне вĕрентнĕ, «Автонормаль» поликлиникинче, НГДУ Аксаковнефть организацийĕн Приютовăри медсанчаçĕнче, «Буровик» санатори-профилакторинче, Пелепей хулинчи тĕп больницăра врач невролог, Пелепейри тĕп тата Пелепей район больницисенче рефлексотерапевт (иглоукалывание) пулса ĕçленĕ.
Хăйĕн тĕп ĕçне тунисĕр пуçне Виталий Петрович общество хушăвĕсене те сахал мар пурнăçлатчĕ: физорг, «Автонормаль» завод поликлиникинче пуçламăш профсоюз организацийĕн председателĕ, Пермь облаçĕнчи (халĕ Пермь крайĕ) «Знание» пуçламăш профсоюз организацийĕн председателĕ, 5№ хула больницинчи парти организацийĕн идеологи ыйтăвĕсемпе ĕçлекен секретарь çумĕ, Пелепейри медицина колледжĕн парторганизаци секретарĕ, Пелепей хулипе районĕнчи неврологсен пĕрлĕхĕн председателĕ, Пелепей хулинчи медицина ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн председателĕ.
Виталий Петрович аслă квалификаци категориллĕ неврологи преподавателĕ тата невролог врач пулнă. Хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланăшăн, ĕç кăтартăвĕсем çÿллĕ шайра пулнăшăн, кăмăл-сипет тĕлĕшĕпе ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнне шутланнă В.П. Игнатьева тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе, çав шутра РФ Сывлăх сыхлавĕн Хисеп хучĕпе (2003ç), чысланă. Сывлăх сыхлав ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн «ПР Сывлăх сыхлав отличникĕ» паллăпа та (2006ç) наградăланă.
Пурнăç çулĕпе вăл тÿрĕ те тивĕçлĕ, ыттисене ăмсанмасăр, кÿренмесĕр утатчĕ. В.П. Игнатьев аслă квалификациллĕ, ырă кăмăллă врач, питĕ лайăх çын, шанчăклă юлташ пулнă. Ăна чирлисемпе студентсем те, ĕçтĕшĕсем те хисеплетĕç. Сывлăх хуралĕнче тăнăскер хăй те сывлăхлă пурнăç йĕрки илсе пыратчĕ.
Виталий Петровичăн çутă сăнарĕ çывăх çыннисен, юлташĕсен, ĕçтешĕсен, пациентсемпе студентсен чĕринче, асĕнче ĕмĕрех упранĕ. Ăна пĕлнĕ, палланă çынсене ырă сăмахпа тата ырă ĕçпе асăнма ыйтатпăр.
Çÿлерех асăннă организацисен сотрудникĕсем, çывăх çыннисемпе юлташĕсем