Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Асăну
1 Апрелӗн 2020, 11:34

Владимир Иосифович Петров

2020 çулхи март уйăхĕн 28-мĕшĕнче инсульт чирĕ хыççăн пирĕн çывăх юлташăн, Тăван çĕршыв патриочĕн Владимир Иосифович Петровăн вăхăтсăр чĕри тапма чарăнчĕ.

Вăл 1948 çулхи март уйăхĕн 15-мĕшĕнче Авăркас районне кĕрекен Николаевка ялĕнче çуралнă. Хăйĕн пурнăçне Владимир Иосифович вут-çулăмпа кĕрешес ĕçе халалланă, капитан званине тивĕçнĕ. Вăл ПР Хĕç-пăшаллă вăйсен, Шалти ĕçсен министерствин тата тĕрлĕ çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă икĕ хут Совет Союзĕн геройĕ А.Г.Николаев генерал-майор ячĕллĕ ветерансен организацин Çтерлĕ хулинчи уйрăмĕн пĕрремĕш председателĕ пулнă. Хĕсметре тăнăшăн ăна патшалăх наградисемпе чысланă: «Раççей ШĔМне – 200 çул» медале, Раççей ШĔМĕн ветеранĕ тата хисеплĕ донорĕ ятсене тивĕçнĕ тата ытти те.
Унăн çемйипе, çывăх çыннисемпе пĕрле эпир те хурланатпăр. Лăпкă çывăр хаклă юлташăмăр, йывăр тăпру çăмăл пултăр.Сана асра тытса, хурланса пуç таятпăр.
Пушкăртстанри Хĕç-пăшаллă вăйсен, Шалти ĕçсен министерствин тата тĕрлĕ çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă А.Г.Николаев ячĕллĕ ветерансен союзĕн
Çтĕрлĕри уйрăмĕн хастарĕсем.
Читайте нас: