Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Асăну
3 Нарӑсӑн 2021, 12:48

Вăл мĕнпур ĕçе те тарăн шухăшласа та юратса, тĕплĕн тăватчĕ

Ĕнер кăна вăл пирĕнпе юнашарччĕ. Тĕл пулса пĕр-пĕрне сывлăх суннă май кулленхи пурнăç çинчен сăмах хускататтăмăр, тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яваттăмăр. Çав шутра ĕçпе çыхăнни те, тус-юлташсемпе çемьесене пырса тивекенни те пулнă. Паян вара, февраль уйăхĕн 4-мĕшĕнче, çывăх çыннăмăр пиртен уйрăлса кайнăранпа çур çул çитрĕ. Çакна ĕненес те килмест. Вăхăт ытла та хăвăрт шăвать-çке.

Сăмах кунта Пелепей тăрăхĕнчи Ярмулай ялĕнче çуралса ÿснĕ, Ĕпхÿ район администрацинче 20 çул ытла ĕçленĕ, 2008-2014 çулсенче Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн председателĕ пулнă Валерий Александрович Сидоров пирки пырать. Эпир унпа иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çывăхрах паллашрăмăр. Вăл ун чухне Ĕпхÿ районĕнчи Дмитриевка ялĕнче шкул директорĕнче ĕçлетчĕ, эпĕ вара Ĕпхÿри çар авиацийĕпе вертолет училищинче командирăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. Сăмах май каласан, Валерий Александрович та, эпĕ те пĕр вăхăталла Пелепейри педагогика училищинче пĕлÿ илнĕ, анчах та вăл аслăрах курсра вĕреннĕ.
2000 çулта Ĕпхÿ район администрацине ĕçлеме куçсан эпир ĕçтешсем пулса тăтăмăр - иксĕмĕр те чиновника тухрăмăр. Вăл кунта пĕр çул маларах килсе вырнаçнă. Çак самантран пуçласа ĕçтеш-туссем пулса тăтăмăр.
Валерий Александрович шанса панă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлатчĕ, иккĕмĕш тăван районшăн чунне пама хатĕрччĕ, унăн ырă йăли-йĕркисене упраса хăварса ăна аталантарма тăрăшатчĕ. Ĕпхÿ район Канашĕн секретарĕ пулнă май вăл татса памалли ыйтусем чылай пулнă. Çав шутра - вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче граждăнла пуçарусене аталантарассипе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртесси, право акчĕсене хатĕрлесси, суйлавсем йĕркелесе тивĕçлĕ шайра ирттересси, халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕ туса пырасси тата ытти те. Çаксем пурте куçа курăнман, анчах та питĕ яваплă та тарăн шухăшласа тумалли ĕçсем шутланаççĕ. Яланах халăх хушшинче пулнă май ăна Ĕпхÿ районĕнче пĕлмен çын та çукчĕ пуль.
Пушкăртстан чăвашĕсем те Валерий Александровичăн пултарулăхне, тарăн тавракурăмĕпе анлă шухăшлавне, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнине пысăка хурса хак паратчĕç. Вăл ултă çул ытла республикăри чăвашсен Канашне ертсе пынă вăхăтра Пушкăртстанра хамăр халăхăн чĕлхине, культурипе йăли-йĕркине аталантарас, историне упраса хăварас тесе вуншар мероприяти, тĕрлĕ форумсем иртнĕ. Чылай чухне канăçсăр чĕреллĕ чăваш хăйĕн тĕп ĕçне иккĕмĕш вырăна хăварса ентешсемпе çыхăннă ыйтусене татса пама васкатчĕ. Вăл пушă вăхăт е кану кунĕ мĕнне те пĕлмен-тĕр. Яланах пуçĕпе ĕçреччĕ. Çакна вырăнти халăх çеç мар, кÿршĕллĕ регионсенче те курнă, туйнă, хакланă. Çавăнпах пирĕн юлташа хисепленĕ, унăн шухăшĕсене шута илнĕ.
Ĕçри кун йĕрки темле хĕсĕк пулсан та Валерий Александрович çемье çинчен те манман. Сывă чухне юратнă мăшăрĕпе икĕ ачине савăнтарма, кулленхи пурнăçа телейлĕ те çителĕклĕ тума васканă. Вĕсем Люция Нуретдиновнăпа ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ, тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паянхи кун, паллах, вĕсем те пирĕн пекех асăну кĕрекине ларĕç, çурта çуннă май санăн çутă сăну умĕнче пуç тайĕç.
Хисеплĕ, Валерий Александрович, эсĕ пирĕн хушăра çуккине пĕрре те ĕненес килмест. Эсĕ юлташсемпе пĕр шухăшлă çынсем хушшинче ырă кăмăллăх, пултарулăх тĕслĕхĕччĕ. Пирĕн асра çавăн пек юлăн та. Лăпкă çывăр, хаклă тусăмăр. Йывăр тăпру çăмăл пултăр.
Çывăх юлташĕсен ятĕнчен Алексей ЕФРЕМОВ запасри подполковник.
Ĕпхÿ хули.
Читайте нас: