Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Асăну
4 Августӑн 2021, 11:06

Юлташăмăра асра тытса

Август уйăхĕн 4-мĕшĕнче чăваш халăхĕн пултаруллă ывăлĕ, пирĕн çывăх юлташăмăр Валерий Александрович Сидоров çут тĕнчерен уйрăлса кайнăранпа çулталăк çитрĕ. Вăл пирĕн çумра çук пулин те унăн ырă ĕçĕсем ĕмĕрех асра юлĕç.

Юлташăмăра асра тытса
Юлташăмăра асра тытса

Валерий Александрович Пелепей тăрăхĕнчи Ярмулай ялĕнче 1954 çулта хресчен çемйинче çуралнă. Вĕсен çемйи туслă та ĕçчен‚ нумай ачаллă пулнă. Сидоровсен йăхĕ математика енчен пултаруллă пулнипе уйрăлса тăнă.
Валерий Сидоров тăван ялта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн 1969-1973 çулсенче Пелепейри педагогика училищинче вĕреннĕ. Унта пĕлÿ илнĕ вăхăтра каччă спортпа туслă пулнă‚ йĕлтĕрпе чупнă. Унсăр пуçне вăл тăватă çул хушши вĕрсе каламалли инструментсен оркесторне çÿренĕ.
Ĕçлĕ пурнăçне Ярмулай ялĕнчи сакăр класлă шкулта учитель пулса ĕçленинчен тытăннă. Унта çамрăк специалист направленипе килнĕ. Анчах чăваш каччине вăрах ĕçлеме май килмен. Мĕншĕн тесен салтак ячĕ тухнă. 1973 çулхи ноябрь уйăхĕнче Валерий Сидоров хăйĕн çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлама пограничниксен çарĕн ретне тăнă. Салтакран чăваш каччи старшина званийĕпе таврăннă. Çар хатĕрленĕвне лайăх пĕлнĕшĕн ăна пограничниксен отрячĕн командованийĕ киле кайса килме отпуск та панă‚ çар паллисемпе‚ наградисемпе‚ уйрăмлăх паллисемпе те - «СССР КГБ пограничниксен çарĕн отличникĕ» - чысланă.
1977 çулта Валерий Сидоров‚ çар службинчен лайăх характеристикăпа таврăннăскер‚ рабфак урлă Пушкăрт патшалăх университечĕн математика факультетне вĕренме кĕнĕ. Ĕнерхи салтак кăнтăрлăхи уйрăмра пĕлÿ пухнă. Çакна та палăртса хăвармалла: асăннă характеристикăпа ăна шалти ĕçсен органĕнче ĕçлеме чĕннĕ‚ вăл пĕр иккĕленÿсĕр юридици факультетĕнче те ăс пухма пултарнă. Çапах та Валерий Александрович хăйĕн юратнă специальноçне тата предметне‚ аслă математикăпа интегралсене‚ суйланă. Тăрăшуллă чăваш арĕ математика факультетне лайăх паллăсемпе пĕтерсе алла диплом илнĕ. Умра ăна наука кĕтнĕ. Хальхинче те Валерий Сидоров практика ĕçĕ-хĕлне суйласа илнĕ. Вăл математика учителĕ пулса тăнă.
Валерий Александрович Ĕпхÿ районĕнчи Дмитриевка вăтам шкулĕнче директор лавне туртнă тапхăр перестройка вăхăчĕпе тÿр килнĕ. В.А. Сидоров педагогсен коллективĕпе пĕрле ачасен ашшĕ-амăшĕсене сывлăхлă пурнăç йĕркине илсе пыма хăнăхтарнă. Çĕнĕлле‚ чунран парăнса вĕренекенсем ашшĕ-амăшĕсемпе пухусем ирттернĕ. Математика предметне илсе пынă май ачасен пĕлĕвне пысăк тимлĕх уйăрнă. Унăн вĕренекенĕсем пĕрре мар олимпиада çĕнтерÿçисем пулса тăнă. Шăпах çав вăхăтра мĕнпур шкул та‚ ытти предметсене илсе пыракан преподавательсем те тĕрлĕ инноваци технологийĕсемпе анлăн усă курма тытăннă. Шкул çумĕнчи садпа пахча çулсерен парнеллĕ вырăнсем йышăннă. Унта ачасене çĕр ĕçне юратма‚ çĕре пĕчĕкренех хаклама вĕрентнĕ. Унсăр пуçне хресчен ĕçне‚ ашшĕ-амăшĕсен авалтан килекен профессине хисеплеме хăнăхтарнă. Вĕрентни вара хăйĕн тухăçне панă.
Общество хастарне ял Канаш депутатне суйланă. Каярах чăваш арĕ район администраци пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Чылай вăхăт Ĕпхÿ район Канашĕн секретарĕ пулса ĕçленĕ. Секретарьте ларнă май В.Сидоров Канашăн пахалăхлă ĕçне йĕркелесе пыма пулăшнă. Унсăр пуçне Валерий Александрович ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ пулса пысăк ĕç туса ирттернĕ. Вăл çине тăнипе тăван чĕлхесене вĕрентессипе çыхăннă çивĕч ыйтусене ăнăçлă татса панă. Çав шутра Пушкăртстан Республикинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан чăваш шкулĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентессине те. В.А. Сидоров пуçарăвĕпе чăваш юррисен фестивалĕсене ирттернĕ (çав шутра «Шăпчăк сасси» конкурс та)‚ кашни чăваш ялĕнче фольклор ушкăнĕсемпе ансамблĕсем йĕркеленнĕ.
Ырă кăмăллă‚ канăçсăр та пысăк чĕреллĕ ентешĕмĕрпе ĕмĕрлĕхех сывпуллашнă кун Патшалăх Пухăвĕн депутачĕ Раиль Асадуллин çакăн пек ырă сăмахсем каларĕ: «Валерий Александрович‚ эсир чи ырă çын‚ муниципаллă службăн профессионалĕ тата çемье тĕслĕхĕ пек асра юлăр».
Валерий Александрович - интернационалист‚ патриот‚ чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ. Ырă чĕреллĕ те таса чунлă çыннăмăрăн ырă ячĕ‚ çутă сăнарĕ пирĕн чĕрере‚ асăмăрта ĕмĕрлĕхех тăрса юлĕ.
Борис ГОРДЕЕВ‚ ПР чăвашсен Канашĕ çумĕнчи ветерансен ĕçĕн тата çамрăксен политикин комиссийĕн председателĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: