Вăл 1924 çулхи март уйăхĕн 3-мĕшĕнче асăннă ялтах çуралнă. Шел, питĕ те шел, çак сăмахсене иртнĕ вăхăтра калама тивет. Çывăх çыннăмăр вăрăм та тулли пурнăç пурăнса ирттерчĕ. Вăл тĕрлĕ япалапа кăсăкланатчĕ, çынсемпе яланах пĕр чĕлхе тупма пултаратчĕ. Яла пирĕн пата унăн çамрăк чухнехи юлташĕсем тăтăшах килсе çÿретчĕç. Ăшă калаçусемпе аса илÿсем сĕтел хушшинче чылай вăхăта тăсăлатчĕç.
Аттен çамрăклăхĕ çĕршыври йывăр çулсемпе тÿр килнĕ. 1942 çулхи апрель уйăхĕнче ăна Хĕрлĕ Çара чĕнсе илнĕ. Çапла пирĕн çывăх çыннăмăр Южноуральский пулемет училищин курсанчĕ пулса тăнă. 1943 çулхи февраль уйăхĕнче ăна фронта янă. Вăл Степной фронтри, Белгород хули çывăхĕнчи хаяр çапăçусене хутшăннă, Харьков хулине ирĕке кăларнă. 1943 çулхи август уйăхĕн 27-мĕшĕнче йывăр аманнă, апла пулин те сипленнĕ хыççăн фронта кайнă. Аслă Çĕнтерĕве Германи территорийĕнче Гамбург направленинче кĕтсе илнĕ. Сержант званине тивĕçнĕ салтак Тăван çĕршыв вăрçин орденне (1 степень), «Хастарлăхшăн» икĕ медале, «Кенигсберг хулине илнĕшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене илме тивĕçнĕ.
1947 çулхине аттене демобилизациленĕ. 1968 çулхине çывăх çыннăмăр Çтерлĕри патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухрĕ, 15 çул хушши вырăнти сакăр класлă шкулта директор çумĕ пулса ĕçлерĕ. Унтан район хаçачĕн редакцийĕнче литература ĕçченĕнче, пай ертÿçинче тăрăшрĕ. Юлашки 23 çул хушши редактор çумĕ пулса вăй хучĕ. 1971 çултан пуçласа СССР Журналистсен союзĕн членĕ шутланать.
Атте юратнă мăшăрĕпе Александра Максимовнапа çичĕ ачана пурнăç парнеленĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Манукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсене те воспитани пама пулăшатчĕ. Вăл çирĕп ыйтакан çынччĕ, кашнин умне тивĕçлĕ пĕлÿ илме тĕллев лартатчĕ. Мăнукĕсемпе мăнаçланатчĕ. Паянхи кун çичĕ ачи те пенси çулне çитнĕ. Аннемĕр пирĕн çумра, кăçал вăл 95 çулхи юбилейне паллă турĕ.
Мăшăрĕ, ачисем, мăнукĕсем тата кĕçĕн мăнукĕсем.