Пирĕн атте питĕ ĕçчен çынччĕ. Вăл нихăçан та пĕр вырăнта ларман. Урамран кĕрсе апат çиетчĕ те татах тухса каятчĕ. Вăл ĕç сарайĕнче ялан мĕн те пулсан кăштăр-кăштăр ăсталатчĕ: çаваран çĕçĕ, мунчара шыв ăсма курка тăватчĕ, пуртă авăрĕсене савăл лартатчĕ, çавине те, пурттине те хăйратчĕ. Аллинчен тем те килетчĕ. Атте патне пулăшу ыйтса кÿршĕре пурăнакан пĕччен хĕрарăмсем те час-часах килетчĕç. Пĕрин сепараторне пăхса, теприн çавине туптаса паратчĕ. Çывăх çыннăмăр ал ĕçĕнчен хăраман. Мĕн тусан та пултаратчĕ. Техникăна та ăнланатчĕ, çамрăксем мотоциклĕсем вансан та атте патне килетчĕç. Ним çукран ăна «халăх слесарĕ» ята паман пуль. Çакна кирек камран ыйтсан та çирĕплетĕ. Вăл нихăçан та ĕçсе, хирĕçсе, сассине хăпартса çÿремен. Аттепе анне хăйсене тирпейлĕ тытма пĕлнĕ, пире те çавнах вĕрентнĕ. Анне кил-çурта тĕрĕс-тĕкел илсе пынă, атте ăна пулăшнă. Питĕ туслăччĕ вĕсем.
Асрах-ха эпир вĕренме кĕрсен атте ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсене, пире общежитие е хваттере вырнаçтарма çÿренисем. Çичĕ ачине те вĕрентсе ура çине тăратма çăмăл пулман.
Çак йĕркесене çырса эпир, Мефодий Федоровичăн Пелепей хулинче пурăнакан Галя тата Тоня хĕрĕсем, аттен çутă сăнарне самантлăха та пулсан чĕртсе тăратасшăн пултăмăр. Макаровка ялĕнче пурăнакансем те Мефодий Герасимова аса илĕç. Атте пирĕншĕн яланах чĕрĕ, унăн сасси хăлхара, сăнарĕ куç умĕнче, юратăвĕ чĕрере.
Галина тата Тоня хĕрĕсем.
Чекмагуш районĕ, Макаровка ялĕ.