Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Асăну
14 Ноябрӗн 2023, 12:00

Нина Кондратьевна пуçланă ĕçсем çĕр çинчен çухалмĕç

Ноябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнчи вăтам шкулта педагогика ĕçĕн ветеранне, таврапĕлÿçе, историпе таврапĕлÿ музейĕн йĕркелÿçине, чăваш халăх академикне Нина Кондратьевна Ефимована халалласа асăну хăми уçрĕç.

Нина Кондратьевна пуçланă ĕçсем çĕр çинчен çухалмĕç
Нина Кондратьевна пуçланă ĕçсем çĕр çинчен çухалмĕç

Мероприятие Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçи Оксана Федорова, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн яваплă секретарĕ Геннадий Челпир тата ытти сумлă хăнасем сахал мар хутшăнчĕç.
Нина Кондратьевна ячĕ шланлăсемшĕн сумлă та хисеплĕ ят. Вăл Шланлă ялĕнче çуралса ÿснĕ,1943 çулта вырăнти шкулта 10 класс пĕтернĕ хыççăн тÿрех Мăйлăпукан шкулĕнче вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçлеме тытăннă. 1944 çулта Çтерлĕри учительсен институтне вĕренме кĕнĕ, анчах укçа-тенкĕ хĕсĕкрех пулнипе вĕренĕве хăварма тÿр килнĕ. Çапла çамрăк хĕр Толбазăри вăтам шкулта ĕçлеме пуçланă. 1946 çулта качча тухса Çтерлĕ районне куçнă. 1947-1975 çулсенче Гафури районне кĕрекен Мрак ялĕнчи çичĕ класлă шкулта, Çтерлĕ районĕнчи Ямансас ялĕнче, Çтерлĕ хулинчи 8№ шкулта ĕçленĕ, куçăн мар мелпе Çтерлĕри учительсен институтĕнчи филологи уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. 1980 çулта Шланлă ялне пурăнма куçнă, чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçленĕ. Çав вăхăтрах таврапĕлÿ музейне пуçарса яма материалсемпе экспонатсем пуçтарма пуçланă. 1990 çулта музейĕн паспортне туса свидетельство илнĕ. «Çулталăк шкулĕ – 1996» конкурсра музей «Районти чи лайăх музей» ята тивĕçнĕ. 1998-1999 вĕренÿ çулĕнче Пушкăртстанри шкул музейĕсен смотр конкурсĕнче музей II вырăн йышăнса дипломлă пулнă.
1990 çулта Нина Кондратьевна «Мерчен» фольклор ансамблĕ йĕркеленĕ. 1991 çулхи июнь уйăхĕнче Илиш районĕнчи Базытамак ялĕнче Пушкăртстанри фольклористсемпе этнографсен пĕрремĕш конкурс-фестивальне хутшăнса I вырăн çĕнсе илнĕ, 9 класс вĕренекенĕ Ирина Алексеева вара «Халăх ĕнчисен пики» ята тивĕçнĕ. Ансамбль хăй ĕçленĕ вăхăтра Чăваш Республикинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри чăваш ача-пăча фольклор коллективĕсен «Путене» фестивальне хутшăнса (1994 ç.) Раççейри 37 ушкăн хушшинче I вырăна тухнă. Ĕпхÿ, Çтерлĕ, Ишимбай хулисенчи, Авăркас, Çтерлĕ, Ишимбай, Пишпÿлек, Давлекан районĕсенчи чăваш ялĕсенче тĕрлĕ конкурссенче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.
Çын пурнăçшăн пурăнать, малалла ăнтăлать. Çак тĕнчерен кайсан хăй хыççăн ырă йĕр хăварать, вăл пирĕн чĕресенче ĕмĕрех пурăнать. Нина Кондратьевна пуçланă ĕçсем çĕр çинче пĕр йĕрсĕр çухалман, унăн еткерне Шланлă шкулĕнчи «Шырав» волонтерсен отрячĕ малалла тăсать (ертÿçи – Н.Н. Васильева), шкулта иртнĕ çултанпа «Калинка» хореографи кружокĕ (ертÿçи – Л.Ф. Федорова) ĕçлет. Ырă ĕçсем манăçмаççĕ.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Авăркас районĕ, Шланлă ялĕ.

Нина Кондратьевна пуçланă ĕçсем çĕр çинчен çухалмĕç
Нина Кондратьевна пуçланă ĕçсем çĕр çинчен çухалмĕç
Нина Кондратьевна пуçланă ĕçсем çĕр çинчен çухалмĕç
Нина Кондратьевна пуçланă ĕçсем çĕр çинчен çухалмĕç
Нина Кондратьевна пуçланă ĕçсем çĕр çинчен çухалмĕç
Нина Кондратьевна пуçланă ĕçсем çĕр çинчен çухалмĕç
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: