Сăмаха шухăшласа калаçакан çынччĕ вăл. Шÿчĕ те унăн виçеллĕ те ункайлăччĕ. Çырнă чухне йĕркесенчи сăмах тĕшшине тарăн ăнланса та вырăнлă шăрçалатчĕ сăввисене. Алçырусен пуххи пысăк пулсан та Михаил Дмитриевич хăй пурăннă чухне Шупашкарта 2006 çулта пĕр кĕнеке («Шурă хурăн, ма йĕретĕн?») пичетлесе кăларма ĕлкерчĕ. Малашлăх планĕсем татах та пулнă, анчах Турă çырнинчен иртейместĕн.
Поэт, ĕмĕр тарăшшĕпех хура ĕçре тар тăкса пурăннăскер, пĕлĕтсем çинче вĕçсе çÿреместчĕ, вулакана суя та пылак философипе те илĕртместчĕ. Унăн сăввисенче хура çăкăрпа тар шăрши иксĕлми тапса тăратчĕ. Çавăнпах техĕмлĕ те те ĕнтĕ Мĕтри Мишшин хайлавĕсем.
Паянхи асăну кунне халалласа Михаил Дмитриевичăн пĕртăванĕн (Екатерина йăмăкĕн) ачи, Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕнче пурăнакан Владимир Васильев видио сюжет хатĕрленĕ. Эпир вулакансене унпа паллашма сĕнетпĕр. Видиори юрра Альбина Сарри юрăç шăрантарать, юрă сăмахĕсене Мĕтри Мишши çырнă. Сăмах май, чылай чухне ăна халăхăн тесе пĕлтереççĕ, анчах та çакă чăнлăхпа тÿр килмест.
Вулакансене пĕлме: Михаил Дмитриевич Михайлов (Мĕтри Мишши) 1935 çулхи ноябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Ермеккей районĕнчи Кăратмас (Семено Макарово) ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Вĕсем çичĕ пĕртăван, икĕ ывăл та пилĕк хĕр, çитĕннĕ. Ялти шкула пĕтернĕ хыççăн каччă 1954 çулта Эрĕнпур облаçĕнчи Абдулинăри чукун çул училищине вĕренме кĕнĕ, ăна ăнăçлă вĕçленĕ. 1970-мĕш çулсенче планпа экономика институтне вĕренме кĕнĕ, анчах та çемьери лару-тăрусене пула вĕренсе пĕтереймен.
Мĕтрĕ Мишши 1959 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен Приютово поселокĕнче нефть кăларнă çĕрте стропальщиксен бригадирĕ пулса ĕçленĕ. Пенси çулĕсенче те юратнă ĕçне вăрах пăрахман.
Тăванĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, сăвă çырасси вара уншăн мĕн ачаран пуçланнă киленÿ шутланать. Пĕрремĕш сăвви 1957 çулта Пишпÿлекри «Колхозри ĕç» район хаçатĕнче пиченленсе тухнă. Ун хыççăн хайлавĕсем «Çутă çул», «Çĕршыв çулĕ», «Урал сасси» хаçатсенче, «Ялав», «Тăван Атăл», «Капкăн» журналсенче кун çути курнă. 1988 çултанпа «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн (организацине йĕркеленĕренпе) хастар та тухăçлă ĕçлекен пайташĕ пулнă.
Сăмах ăстине тăван ялĕнче, Кăратмасра, пытарнă. Лăпкă çывăр, аслă тусăмăр. Йывăр тăпру çăмăл пултăр.
Юрий СНЕГОПАД.