Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
АСĂРХАНУЛЛĂ ПУЛĂР
26 Апрелӗн 2023, 09:00

Пушкăртстанра сăвăссем вăраннă. Кăпшанкăран мĕнле асăрханмалла?

Çуркунне час килнипе сăвăссем ыйхăран вăраннă. Ытти çулхинчен самай маларах. Апрель уйăхĕн пĕрремĕш кунĕсенче сăвăс çыртнине пула тухтăрсенчен 500 ытла çын пулăшу ыйтнă. Çав шутра ачасем те пур. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан ÿчĕсене сăвăс тăрăннисен шучĕ сакăр хут ÿснĕ.

Пушкăртстанра сăвăссем вăраннă.  Кăпшанкăран мĕнле асăрханмалла?
Пушкăртстанра сăвăссем вăраннă. Кăпшанкăран мĕнле асăрханмалла?

Хăш вăрмансенче уçăлса çÿреме хăрушă?
Çулсерен медицина ĕçченĕсенчен сăвăс çыртнипе 10-20 пин çын пулăшу ыйтать. Чи хăрушши вара сăвăссем чир ертме пултараççĕ. Çав шутра – сăвăс энцефаличĕ тата боррелиоз (Лайм чирĕ). Статистика кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн сăвăс çыртнă 100 çынран вуннăшĕ энцефалитпа чирлет. Чир тĕп нерв системине сиен кÿрет. Эрешмен евĕрлĕ пĕчĕк çеç кăпшанка пула çын ĕмĕрлĕхех сусăр юлма, е пачах та вилме пултарать.
Иртнĕ çулхине тухтăрсем Пушкăртстанра сăвăс энцефаличĕпе чирленĕ 28 тĕслĕхе шута илнĕ. Çакă унччен маларахри çулпа танлаштарсан 12 тĕслĕх нумайрах. Чирлекенсен хушшинче 17 çулчченхи çичĕ ача пулнă. Чирлеслĕх республикăн 10 районĕнче палăрнă, ытларах Белорецк тăрăхĕнче. Унта энцефалитпа 12 çын чирленĕ. Кигипе Салават тата Дуван районĕсенче икĕ тĕслĕхе регистрациленĕ, Балтачпа Караидель тăрăхĕсенче – пĕршер.
Энцефалитран мĕнле асăрханмалла?
Чиртен хÿтĕленмелли пĕртен-пĕр шанчăклă мел – прививка. Ăна виçĕ хутчен тăваççĕ. Пĕрремĕш прививкăна хĕлле е çуркунне çитсенех тусан аван пулать. Çакă сăвăссем вăраннă тĕле иммунитета çирĕплетме май парать. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш прививка хушшинче 5-7 уйăх иртмелле. Виççĕмĕшне вара çулталăк иртсен (пĕрремĕш прививкăран шутламалла) тутартармалла. Унтан кашни виçĕ çултан ревакцинаци иртмелле. Енчен те йăлана кĕнĕ вакцинацирен тăрса юлтăр пулсан, анчах тăтăшах çут çанталăкра пулма тÿр килсен васкавлă вакцинаци иртме май пур. Прививкăна çуркунне тата çулла тăваççĕ. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш хушшинче 1-2 уйăх иртмелле.
Çакна асра тытмалла: прививка 100% гаранти памасть, эсир пачах та чирлеместĕр тенине пĕлтермест. Ăна туни энцефалит чирне çăмăлрах ирттерме пулăшать. Сăвăс ытти чирсем те ертме пултарать. Сăмахран, боррелиоз. Унран вара вакцина çук.
Енчен те ÿте сăвăс тăрăнчĕ пулсан мĕн тумалла?
Сăвăс çыртсан ăна хăвăр çинчен татса илмелле мар. Вăхăта сая ямасăр хăвăрпа пĕчĕк савăт илсе çывăхри травмпункта çитмелле. Унта специалистсем пĕчĕк кăпшанкăран çирĕплетнĕ правилăсемпе килĕшÿллĕн хăтăлма пулăшĕç. Енчен те тухтăр патне лекме май çук пулсан ăна хăвăр тĕллĕн кăлармалла пулĕ.
Сăвăса нихăçан та ÿсен-тăран çăвĕпе ан сĕрĕр. Çу унăн сывлăшне пÿлсе хурĕ, кăпшанкă хăй тĕллĕн тухĕ тени пачах та тĕрĕс мар. Çилĕллĕ сăвăс ÿте вăйлăрах тăрăнĕ çеç. Пинцет илĕр, алла кăпшанкă пуçĕ патне çывăхарах тÿрĕ тытăр, сăмсине амантмасăр çавăрса кăларăр. Тĕп тĕллев – унăн сăмсине амантма‚ лапчăтма юраманни. Вăл ÿт ăшĕнче юлсан чир шала кайма пултарать. Унсăр пуçне сăвăс чирлипе чирлĕ маррине тĕрĕслеме сывă кăпшанкă кирлĕ.
Енчен те сăвăсра энцефалит вирусĕ тупрĕç пулсан, инкек куракана иммуноглобулин тумалла, боррелиоз чухне – тухтăр антибиотиксем çырса парĕ.
Чирĕн тĕп паллисем мĕнле?
Енчен те сăваса хăвăр çинчен татса илтĕр, тухтăр патне каймарăр пулсан организма сăнăр. Сăвăс энцефаличĕ 25 кун хушши палăрмасса пултарать. Ытларах чухне чирĕн паллисем çыртнă хыççăн пĕрремĕш е иккĕмĕш эрнинче сисĕнеççĕ. Шăнтать, пуç хытă ыратать, ÿт температури 38-39 градус таран хăпарать, кăмăл пăтранать, хăстарать пулсан – тухтăр патне васкăр. Хăвăр тĕллĕн сипленни вилĕм патне илсе çитерме пултарнине асра тытăр.
Сăвăс ÿт-пÿ çине ан лартăр тесен мĕн тумалла?
1. Вăрăм çанăллă, тÿммеллĕ е молниллĕ кĕпе, кофта тăхăнмалла. Шăлавар пĕççине атă çинчен кăларса ямалли çинчен те манса каймалла мар. Пуçа тутăр çыхмалла е калпак тăхăнмалла.
2. Вăрманта пулнă май тумтир е ÿт çине сăвăс ларман-и тесе тăтăшах тĕрĕслемелле.
3. Вăрăм курăк, тĕмсем хушшине кĕмелле мар. Мĕншĕн тесен сăвăс çавăн пек çĕрте пурăнать.
4. Киле таврăнсан тумтире 60 градуслă вĕри шывпа çумалла.
5. Душ кĕрĕр. Ÿте сăвăс тăрăнман-и тесе тĕрĕслемелле.
6. Пÿрте хăвăрпа пĕрле тин çеç пуçтарнă ÿсен-тăрансене, çиелти тумтире тата ытти япаласене илсе кĕмелле мар.
7. Йытăпа уçăлса кĕнĕ хыççăн ăна та сăвăс пуррипе çуккине тĕрĕслемелле.

ÇАВ ВĂХĂТРА...
Пушкăртстанра шăши сив чирĕ алхасма пултарать
Республикăра шăши сив чирĕпе (мышиная лихорадка) çыхăннă лару-тăру çивĕч пулнине палăртса хăвармалла. Уйрăмах Ĕпхÿпе Благовещенск, Ермеккейпе Мишкин районĕсенче пурăнакансем тимлĕ пулмалла. Çак вырăнсенче чирлекенсен шучĕ, регионти вăтам кăтартупа танлаштарсан, икĕ хут нумайрах. Иртнĕ çулхине Пушкăртстанра шăши сив чирĕпе виçĕ пин çын чирленине шута илнĕ, вĕсенчен 40% – ачасем.
Çынна шăшисем чир ертме пултараççĕ. Çавăнпа кил картишне йĕркере тытмалла, кăшлакан чĕр чунсемпе кĕрешмелле, уйрăм гигиена правилисене пăхăнмалла: паллă мар çăлкуçсенчен ăсса илнĕ шыва вĕретмесĕр ĕçме, шăшисем кăшланă апат çимĕçпе усă курма, çăвара курăк тата улăм пĕрчи илме юрамасть, апат çиес умĕн алла çумалла.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: