Людмила Николаевна Павлова Кармаскалă тăрăхĕнчи Тинĕскÿл шкулĕнчи ачасене чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентет. Çитĕнекен ăрăва тăван чĕлхепе тăван кĕтесе‚ хамăр халăхăн йăли-йĕркине юратма, хисеплеме хăнăхтарать. Вĕрентÿ ĕçĕнче тĕрлĕ мелсемпе, инновацилле технологисемпе усă курать. Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче шăпăрлансене урок-çулçÿреве илсе каять‚ урок-юмах тата урок-конференцисем ирттерет. Ачасен шухăшлавне тата тавракурăмне аталантарас тĕллевпе проект ĕçĕсем çыртарать, паянхи самана ыйтакан вĕрентÿ хатĕрĕсемпе усă курать.
Шкулта вăл ертсе пынипе чăваш поэчĕсемпе писателĕсен сăввисене илемлĕ вулакансен конкурсĕ иртет. Людмила Николаевнăн вĕренекенĕсем «Туслăх кĕперĕ» район фестивальне тата шкул праçникĕсемпе конкурсĕсене‚ семинарсемпе конференцисене тăтăшах хутшăнаççĕ. Пултаруллă вĕрентекен «Азамат» фольклор кружокне ертсе пырать. Асăннă коллектив Пушкăртстанри халăхсен юррипе ташшисен «Азамат» республикăри çамрăксен фестивалĕнче «вокал» номинацин çĕнтерÿçи те пулнă.
Пур енчен те пултаруллă Людмила Николаевна район тата республика шайĕнчи Хисеп хучĕсемпе дипломĕсене пĕрре мар тивĕçнĕ. Унăн вĕренекенĕсем вара республикăри олимпиадăсенче темиçе хутчен те çĕнтернĕ. Иртнĕ çул 11 класра вĕренекен Стелла Михайлова Пĕтĕм тĕнчери чăваш чĕлхипе литература олимпиадин призерĕ пулнă. Вĕренекенсем Л.Н.Павлова пулăшнипе творчество ĕçĕсем те пурнăçлаççĕ: сăвăсемпе сочиненисем‚ проект ĕçĕсем çыраççĕ‚ ребуссемпе кроссвордсем хатĕрлеççĕ. Вĕсен ĕçĕсем район тата республика хаçачĕсенче пичетленеççĕ.
Людмила Николаевна - чăн-чăн професси çынни. Вăл ачасен чĕринче вĕренес туртăма чĕртсе яма пĕлет‚ вĕренекенсене шкул пурнăçне хастар хутшăнма хăнăхтарать.
Людмила Николаевнăн пурнăç принципĕ «Кашни ачана хисеплемелле‚ вĕсемпе тимлĕ тата ырă кăмăлпа çыхăну тытма пĕлмелле».
Тинĕскÿл вăтам шкулĕн директорĕ.