Асатте çинчен питĕ вăрах та нумай çырма пулать. Мĕншĕн тесен‚ вăл мана пурнăç тĕрĕслĕхне ăнлантаракан чи пĕрремĕш учитель пулнă. Асатте ĕçĕсемпе вĕрентсе каланисем ман ăс-тăна çирĕп кĕрсе ларнă‚ вĕсене нихăçан та‚ нимпе те асран кăларса пулмĕ.
Хресчен‚ чунтан парăннă сунарçă‚ алă ăсти‚ хăйне евĕр музыкант тата çирĕп ыйтакан ватă çын - çакăн пек астăватăп хамăн асаттене, Георгий (Егор) Федорович Федорова.
Манран маларах анне умлă-хыçлă виçĕ хĕр çуратнă. Çавна пула асаттепе анне хушшинчи çыхăнусем начар пулнă. Эпĕ çуралсан аслисем хушшинчи çыхăну çеç мар‚ çемьери ача пăхса ÿстерес принцип та улшăннă. Аппасемпе ытти мăнукĕсене пăхнă хушăра асатте мана пачах урăхла пăхса ÿстернĕ. Вăл эпĕ йăха малалла тăсаканĕ пулăп тесе шутланă пулмалла. Ватасран сыхланса тата манра кăсăклантару туйăмĕ чĕртсе ярас тесе сĕтел-пукан тăвакан инструменчĕсемпе слесарь хатĕр-хĕтĕрĕсене тата музыка инструменчĕсемпе сунар хатĕр-хĕтĕрĕсене алла тытма мана ирĕк памастчĕç.
Паллах‚ илĕртекен çимĕç ялан пылак курăнать. Çавăнпа асатте курман чухне эпĕ унăн инструменчĕсемпе усă курма тăрăшаттăм. Асатте эпĕ хăтланнисене сиснĕ‚ анчах ĕçе хăнăхтăр тесе пĕлмен-ши пулнă. Арçын ачана хуçалăхри хресчен ĕçĕсене вăрçмасăр тата калаçса татăлмасăр епле вĕрентĕн. Кунта вара май пур таран асаттен хресчен перекетлĕхĕпе ăнкарулăхĕ пысăк вырăн йышăннă. Ал ĕç инструменчĕсем сахал пулсан та, вĕсемпе хуçалăхри пур ĕçсене те пурнăçланă. Каярахпа, хуçалăхри ĕçсене тума хăнăхса çитсен, выльăх-чĕрлĕх пăхасси‚ вутă çурасси‚ пахча çимĕç çитĕнтересси манăн тата аппасемпе шăллăмсен тивĕçĕ пулса тăнă.
Асатте сыпăкпа вулама тата алă пусма пĕлнĕ. Унăн вĕренÿ тапхăрĕ 9 кун шкула çÿренипе вĕçленнĕ. Çавăнпа вăл эпир аслă пĕлÿ илччĕр тесе ĕмĕтленнĕ. Пире вăл кĕнеке вулама вĕрентеймен. Çапах та вĕренни хальхи пурнăçра питĕ кирлине ăнланнă. Пĕрремĕш класра виçĕ кун шкула çÿресе ăна пăрахнă хыççăн, асатте мана тепĕр хут шкула ячĕ. Кил хуçалăхĕнчи ĕçсене тунă чух вăл мана ялан хăйпе ĕçлеме юнашар тăратнă‚ çемьере арçын тумалли хресчен ĕçĕсене хăнăхтарнă.
Хурăн пÿленкинчен илнĕ пылак çимĕçе пуçласа эпĕ асатте аллинчен çисе курнă. Пĕрре, çуркунне, асатте хурăн каски илсе таврăнчĕ. Хĕвел çути çинче вырттарнă хыççăн вăл йывăç хуппине шуратма тытăнчĕ. Пÿленке улшăнчĕ‚ ун çийĕ йăлтăртата пуçларĕ. Часах асатте вĕçлĕ çĕçĕ илчĕ те якалнă вырăнне хырса тасатма тытăнчĕ. Пылак мамăк евĕр япала пухăнчĕ. Асатте мана унпа хăналарĕ. Эпĕ‚ пылак тутине маннă ача‚ нÿрлĕ те тутлă хысмана çисе пăхнипе çав тери савăннăччĕ. Асатте мăнукĕ çут çанталăкăн тата тепĕр вăртăнлăхне шута илнине савăнса пăхса тăчĕ.
Çу кунĕсенче асатте хăмăр тĕслĕ шлепке тăхăнса çÿретчĕ. Пĕр кунхине вăрмантан таврăнчĕ те картиш варринче çара пуçăн тăрать. Шлепкине аллине тытнă. Хăйĕн патне мана тата аппасене чĕнсе илсен‚ эпир ун шлепкинче хальччен курман‚ пĕлмен хĕрлĕ çырласене курах кайрăмăр‚ вĕсенчен пылак шăрши тухса тăратчĕ. Пĕр харăсах эпир çырласене çисе ятăмăр. Асатте вăрманта пулнă чух хурăнпа пĕрлĕхĕн çырлисен уçланкине килсе тухнă иккен. Пире савăнăç кÿме çырласене татса таврăннă.
Асаттене эпĕ ытларах чунтан парăннă сунарçă пек аса илетĕп. Унăн сунар трофейĕсем пире вăрçă тата вăрçă хыççăнхи çулсенче вилĕмрен хăтарнă. Асаттен савăнăçĕпе мăнаçлăхĕ шомпăллă пăшалĕччĕ. Ăна 1942 çулта налогпа парăм тÿлеме укçа пултăр тесе сутса янă. Анчах асатте хуйхăрса тăман‚ вăл мулкачсене çекĕлпе тата капкăнпа тытма пуçланă. Çавăнпа пирĕн сĕтел çинчи апатра‚ кашни кун пулмасан та‚ какай пулкаланă. Анне хатĕрленĕ апата эпир пĕтĕмпех çинĕ‚ тиркешсе тăман. Пирĕн сĕтел çинче пахча çимĕçĕсемпе килти выльăх ашĕпе сĕт-çусăр пуçне курăк‚ шăннă тата çĕрнĕ улма‚ аттепе асатте сунарта тытнă аш та пулнă.
Вăрçă çулĕсенче пирĕн таврара кашкăрсем курăна пуçларĕç. Вĕсем выльăхсене тытса çини те пулкалатчĕ. Астăватăп‚ çулла кун çутинчех кĕтÿçрен хăрамасăр кашкăрсем ял укăлчинче пĕр харăсах 17 сурăха туртса çурнăччĕ. Кашкăрсем çынсене тапăннă вăхăт та пулнă. Вĕсенчен ял халăхĕ пысăк сиен курнă. Çавăнпа вырăнти влаçсем çакăн пек пĕлтерÿ панă: хăш колхозăн территорийĕнче кашкăр тытнă‚ çав колхоз сунарçăсене сурăх парса сăйланă пулнă. Кашкăр тирĕ мулкачăннинчен 35 хут хаклăрах тăнă. Çавăн пирки кашкăр тытасси кашни сунарçăн ĕмĕтĕнче пулнă. Асатте те çав ĕмĕтпе пурăннă. Вăл вĕсене çекĕлпе тата капкăнпа‚ наркăмăш парса тытса пăхнă. Анчах‚ кашкăрсем питĕ ăслă пулнă‚ вĕсем пĕр-пĕрне пулăшнă‚ çитменнине кĕтĕвĕпе тапăннă.
Шаран районĕ, Тÿртÿллĕ ялĕ.