Пур хыпар та
Асаилÿ
2 Октябрӗн 2019, 13:30

Ĕмĕтленни – паянхи пурнăçра

Çак статьяна çырма «Урал сасси» хаçатра Георгий Александрович Варейкина 80 çулхи юбилейпа саламни куç умне лекни хистерĕ.

1950 çул. Эпĕ Пелепей хулинчи педучилищĕре‚ чăваш уйрăмĕнче‚ ăс пухатăп.Тепĕр çултан ачасене вĕрентме пуçламалла. Виççĕмĕш курсра практикăсем пуçланчĕç. Отрядсенчи пионервожатăйсем пулса хулари шкулсене те çÿрерĕмĕр.Тĕп практика Малая Белебейка ялĕнчи кĕçĕн классенчи чăваш ачисемпе иртрĕ. Вĕсемпе уроксем кăна мар‚ воспитани сехечĕсем те йĕркелеттĕмĕрччĕ. Унта вара кашни студентăн черетпе‚ ыттисем вĕреннĕ чухне‚ каймаллаччĕ. Вăл педагогика предмечĕн практики пулнă. Преподавателĕ - Ожиганов.
Çапла мана та черет çитрĕ. Вĕрентекен пĕр журнал пачĕ (ятне астумастăп). Мана уйрăмах малашлăхри пурнăçра пире мĕнле çăмăллăхсем кĕтни çинчен çырнă статья кăмăла кайрĕ: вăйлă машинăсем‚ тракторсем‚ комбайнсем‚ электричествăпа ĕçлекен хатĕрсем тата ыт.те.
Хам вуланине ачасене каласа патăм. Тимлĕ итлерĕç вĕсем хăйсен малашлăхĕ епле пуласси çинчен. Тепĕр кун училищĕре уроксем пуçланиччен ман пата пĕрле вĕренекен студентка‚ Малая Белебейка хĕрĕ‚ Тамара Варейкина (халĕ Мартынова) пычĕ те:
- Ĕнер ман шăллăм, Георгий, шкултан çав тери савăнса чупса килчĕ. «Анне‚ пĕлетĕн-и‚ малашне‚ темиçе çултан пирĕн пурнăç мĕнле улшăнать? Эсĕ пахчана кĕреçепе чавмастăн‚ утта çавапа çулмастăн‚ кĕпесене алăпа çумастăн - пурне те машина тăвать. Вăт çапла. Пире çакăн çинчен практикантка Галя каласа пачĕ тет».
Хаçатăн çак номерне вулас пулсан, Тамара Александровнăпа Георгий Александрович, тен, çакна та аса илĕç. Эпĕ каласа панă статьяра мини-трактор‚ мини-косилка‚ телевизор‚ тумтир çумалли машина‚ электроплита‚ компьютер‚ мобильлĕ телефон сăмахсем пулман.
Хам ирттернĕ урока ĕмĕр тăршшĕпе пуçра çÿретрĕм. Çын пурнăçĕнче çăмăллăхсем пулса пынине куçпа кура пуçларăм. Этем яланах ĕмĕтпе пурăнать. Ун чухне вăрçă чарăнни 5 çул анчах çитнĕччĕ. Халь пирĕн пурнăç çăмăл – пурне те машина тăвать.
Пурнăç çулĕ малалла çил пек вĕçет. Тепĕр 80 çултан пире мĕн кĕтет-ши?
Галина АЛЕКСЕЕВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Пелепей хули.
Читайте нас: