Çут тĕнчерен 36 çул каяллах уйрăлса кайнă пулин те вăл чăваш халăхĕшĕн ĕмĕрех сывă, ăна эпир асра тытатпăр, сăвви-поэмисене юратса вулатпăр, «Юратрăм эп хирсем, сире», «Карлав аври касмашкăн кайрăм» сăввисене вара пĕлмен çын та çук пулĕ. Хăй çуралнă Слакпуç ялĕнче Я.Г. Ухсайăн музейне йĕркеленĕ. Унтан халăх татăлма та пĕлмест темелле. Кĕслету çинчи палăк патне каякан çула та такăрлатсах тăраççĕ, вил тăприйĕ патне çитсе пуç таяççĕ. Шăпах çакăнта ĕнтĕ поэтăн вилĕмсĕрлĕхĕ.
Паян сире поэтăн кĕçĕн хĕрĕ Елена Яковлевна Ухсай, хăйĕн ачалăхĕ, ашшĕпе амăшĕ çинчен аса илнĕ сыпăксемпе паллаштаратпăр. Вĕсем урлă эсир поэт епле çын пулнине куç умне туллин кăларса тăратма пултаратăр.
Пысăк чÿречеллĕ çурт
Кĕр пуçламăшĕ. Лăпкă кăвак каç. Аннепе хамăр пурăнакан икĕ хутлă кивĕ çуртăн картишĕнче тăратпăр. Вăл шăппăн кÿршĕпе калаçать, эпĕ унăн яка та çемçе кĕпе аркине питпе сĕртĕнетĕп, çав тери çывăрас килет. Юлашкинчен вăл мана пĕр тарăхмасăр хăй аллине илчĕ, ман çине çаврăнса пăхмасăрах малтанхи пек шăппăн калаçма пуçларĕ.
Чÿречесенчен çутă ÿкнипе картишĕнче çутă. Анне аллинче вара уйрăмах лăпкă. Эпĕ тĕттĕм пĕлĕт çинчи çăлтăрсем çине пăхатăп. Вĕсем те ман çине ăшшăн тинкереççĕ. Çăлтăрсем те, тĕттĕм пĕлĕт те уçлăхăн вĕçсĕр-хĕрлĕхĕ, сивĕ тĕпсĕрлĕхпе урăх тĕнчесем çинчен ман пуçра йывăр шухăшсем çуратмаççĕ. Çăлтăрсем çывăрма хăрушă ан пултăр тесе çуталнине эпĕ лайăх пĕлетĕп. Такам куç хупаххисене сĕтпе сапрĕ, куçсем çыпăçаççĕ, çĕрлехи пĕлĕт мана, аннене, тĕттĕмре юмахри пек çуталса ларакан пÿрте çăмăл та ăшă одеялпа хупласа илет. Эпĕ аннен аллинче тутлăн çывăрса каятăп.
Вĕçсĕр-хĕрсĕр, телей саманчĕ, ун пекки çын пурнăçĕнче пĕрре çеç пулать теççĕ, хальхинче ман пата та, алла яланах чĕпсем тухакан пĕчĕк те кулăшла хĕр ача патне, çитрĕ.
Шупашкар хулинчи Карл Маркс урамĕнче (халĕ Ефремов купса бульварĕ) вырнаçнă çак çуртра аттепе анне вăрçăчченех, хĕрĕхмĕш çулта, пурăнма пуçланă. Шăпа вĕсене пĕр-пĕринпе тăван халăх культурин сăпкинче, Чĕмпĕр (Ульяновск) хулинче, паллаштарнă. Ун чухне вĕсем иккĕшĕ те чăваш педагогика училищинче вĕрентекенсем пулса ĕçленĕ.
1937 çулта халăх тăшманĕ тесе айăпланă хыççăн аттене пуç янă çынна тивекен мĕнпур хăрушлăхсемпе инкек-синкексене туллин тÿссе ирттерме тÿр килнĕ. Вăл çынна виçесĕр çĕклентернĕ вăхăтри шелсĕр мясорубкăран аран хăтăлса юлса 1939 çулта Ульяновск хулине килнĕ, педагогика ĕçне тытăннă. Училищĕре анне вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, атте – чăваш чĕлхипе литературине.
Анне хăй аттепе тĕл пулни çинчен каласа пама юрататчĕ: «Училищĕре манăн кăтартуллă урок ирттермеллеччĕ. Урокра ятлă-сумлă поэт пуласса малтанах асăрхаттарса хучĕç, тĕплĕнрех хатĕрленме хушрĕç. Эпĕ мĕнле пăлханнине тавçăрса илме пултаратăр-и?!
Сумлă поэт текенскер çамрăк та хитре каччă иккенне курсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Çавна май тата та ытларах çухалса кайрăм. Тĕрĕссине йышăнас пулать – занятие начар ирттертĕм.
Урок хыççăн пурте критиклеме пуçларĕç. Эпĕ аптăраса ÿкрĕм. Чи юлашкинчен Яков çĕкленчĕ. Унтан тытăнчĕ мухтама! Айлă-çийлĕ çавăрттарчĕ. Пĕр кĕтмен-туман çĕртен мана тÿпене çити çĕклерĕ. Çапла паллашрăмăр эпир».
1940 çулта вĕсен Яшенька ятлă ывăлĕ çуралнă. Анчах пирĕн пичче 40 кун та пурăнайман, юнне инфекци кайса вилнĕ. Çуралнă чухне ун ÿтне чир бактерийĕсем лектернĕ пулнă. Вăл вăхăтра пенициллин мĕн иккенне пĕлмен. Ачана нимпе те çăлса хăварайман.
Аннен Александр пиччĕшĕ вилсен аттепе анне унăн тăлăха юлнă Валя хĕрне хăйсем патне илнĕ. Саша куккан арăмĕ час-часах чирленĕ, ăна ачисене пĕччен тăрантарма хĕн пулнă. Вăрçă, выçлăх вăхăчĕ пулнă. Вĕсен тепĕр хĕрне, Лидăна, аннен аппăшĕ, Карач ялĕнче пурăнакан Ольга Дмитриевна хăй патне илнĕ. Ольга Дмитриевна вырăс чĕлхипе литература учителĕ, каярах шкул директорĕ пулса ĕçленĕ.
Вăрçă хыççăн çут тĕнчене Леля аппа (çырăнать Ольга – ред.), ун хыççăн эпĕ килнĕ.
Валя вăрçă хыççăн та пĕр вăхăт пирĕн патра пурăннă. Анчах çиччĕмĕш класа Карач шкулĕнче пĕтернĕ.
«Маня аппапа Яша пичче мана нихăçан та манмастчĕç, – каласа паратчĕ Валя, – час-часах кĕнекесем, учебниксем ярса паратчĕç. Вăрçă хыççăн кĕнекесем çитместчĕç. Яша пичче парнеленĕ зоологи учебникĕ маншăн темрен те хаклăччĕ. Сăмах май каласан, вăл шкулĕпе те пĕртен пĕрреччĕ.
Яша пичче ман пата час-часах çырусем çырса тăратчĕ. Пĕр йăнăш тупсассăн та çырăва каялла ярса паратчĕ. Вĕçĕнче: «Валя, çырăва вуласа тух та йăнăшне тупса каялла ярса пар», – тесе çыратчĕ. Хăш чухне йăнăша тупса каялла ярса пани те пулнă. Йăнăшсене тупса пĕтереймесен Яша пичче çырăва татах та татах яратчĕ. Мĕнле ÿркенмен. Яша пиччене пулах йăнăшсăр çырма вĕрентĕм».
Ăçта та пулсан стройкăна ĕçлеме е вĕренме каясси 50-мĕш çулсенчи вăхăт палли шутланнă, çамрăк чĕресенче чарăна пĕлми вăй-хăват тапнă. Валя питĕ чăрсăрччĕ, çÿлçÿрев сывлăшĕ ăна та илĕртнĕ. Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне вĕренсе пĕтерсен Валя Херсон хулине тухса кайрĕ, унтан тинĕсе çитсе карап çине повар пулса ĕçлеме вырнаçрĕ. «Шкул тата Маня аппа патĕнче кулинари ĕçне вĕренни пурнăçра питĕ кирлĕ пулчĕç», – тетчĕ Валя. Вăл тинĕс тăрăх çÿресе Астрахане кайса тухнă. Качча тухса ача-пăчаллă пулнă, унтах тымар янă.
(Малалли çитес номерте).
Надежда РОДИОНОВА
вырăсларан куçарнă.