Пур хыпар та
Асаилÿ
29 Ноябрӗн 2022, 13:30

Телейлĕ çăлтăр айĕнче

Вулакансене Елена Ухсайăн тепĕр асаилĕвĕпе паллаштаратпăр. Ăна та «Слово об отце» кĕнекинчен илнĕ.

Телейлĕ çăлтăр айĕнче
Телейлĕ çăлтăр айĕнче

Пирĕн ачалăх телейлĕ çăлтăр айĕнче иртнĕ тесе пĕр иккĕленмесĕр калама пултаратăп. Ачалăх вăхăчĕпе çыхăннă хаклă вырăнсем – эпир пурăннă кивĕ çурт тата картиш, анлăрах илес пулсассăн – хулан кивĕ пайĕ. Халĕ çак вырăнсене палламалла мар улăштарса пĕтернĕ, хăшне-пĕрне Шупашкар тинĕсĕн тĕпĕ тума сÿтнĕ пулсан та вĕсем ытарайми илемлĕ утравсем пек яланах пирĕн асра.
Темшĕн хам питĕ пĕчĕк чухнехи пĕр самант лайăх асра юлнă. Чÿрече янаххи çинче чĕркуççисемпе янаха тĕренсе ларатăп. Ачалла мар тунсăхпа чÿречерен пăхатăп. Тулта тĕттĕмленет. Пÿлĕмре тĕкĕр умĕнче анне тăрать. Вăл хăй çине пур енчен те тиркевлĕн пăхать. Çырă тĕслĕ кăтрарах çÿçне тирпейленĕ хыççăн куçлăх умĕнче артист евĕр çаврăнса илет. Пурçăн кĕпи арки тăрăх илемлĕн юхать! Анчах çак савăк ÿкерчĕк мана пĕрре те савăнтармасть. Макăрса ярас пек ларатăп. Шухăшласа çеç пăх, анне кашни кун театрта репетицисенче çухалать. Унта ун пьесисене лартаççĕ. Акă вăл татах каять. Манăн кулянăвăн вĕçĕ-хĕрри çук, анчах анне мана мĕнле лăплантармаллине пĕлет.
– Пуçна ан ус ĕнтĕ. Эпĕ вăрах пулмастăп. Сана валли пироженăй илсе килетĕп, – тет вăл.
– Апла пулсан «корзиночки», – тетĕп эпĕ.
– Юрĕ, «корзиночки» пултăр апла, – килĕшет анне манпа.
Эпĕ лăпланатăп. Анчах вăраха мар. Каç пуличчен те мана чÿрече янаххи çинчен антарма май çук. Унта ларнă май тĕттĕм картишнелле пăхатăп. Манăн чĕре чарăнсах ларать тейĕн: аннене вăрă-хурахсем вĕлерес пулсан! Çак туйăм мана ачалăх тăршшĕпех канăç паман. Темшĕн атте-аннесĕр тăрса юласран çав тери хăраттăм.
Анне театртан пушă каçсенче пирĕн пата час-часах хăнасем пуçтарăнатчĕç е унăн тус-тантăшĕсем килсе ларатчĕç. Анне Стихван Шавлин мăшăрĕпе Ольга Ивановнăпа питĕ туслăччĕ. Шавлисем хирĕçле çуртăн пиллĕкмĕш хутĕнче пурăнатчĕç. Каçхине, уçăлса çÿренĕ чухне хваттерĕнче çутă пуррине курсан вĕсем патне асăрхаттармасăрах пĕрре мар кĕрсе тухнă. Пире ку çуртра яланах хапăл туса йышăнатчĕç. Ольга Ивановна пирĕн патăмăрта та час-часах хăнара пулнă. Ах, ахăлтатма юратачĕ вăл! Анне те, вăл та яланах пĕр пекех хавас кăмăллăччĕ.
Куç умне çак ÿкерчĕк те паянхи пек тухса тăрать: пирĕн гостинăйĕнче электричество çути çап-çутă çунать. Аннепе Ольга Ивановна сĕтел хушшинче лараççĕ, иккĕшĕ те капăр тумланнă, каçса кайсах темрен кулаççĕ. Вĕсем кулнинчен килте çутă, хаваслă. Сарлака чÿречене яр! уçса хунă, унăн хушшинчен хура та кăтра пĕлĕтĕн пайăрки курăнать.
Кăнтăрласенче пире няня пăхатчĕ. Паллах, вăхăта ытларах хамăр тĕллĕн ирттереттĕмĕр. Маларах пирĕн патра Зоя, унтан Маруся Шитлаева няня пулса пурăнчĕç. Маруся каярах çамрăксен театрĕн артистки пулса тăчĕ. Паллах, вăл пире сахал пăхатчĕ, анчах питĕ хаваслăччĕ.
Эпир ирĕкре ÿснĕ. Анне юрласа: «уйра шăтса тухнă улмуççисем пек ÿсетĕр», – тетчĕ. «Уй», чăнах та, питĕ анлăччĕ пирĕн. Эпир мĕн чун хушнă, çавна тăваттăмăр. Сăмахран, пирĕн киленĕçсенчен пĕри шкаф çинчен пружинăллă кровать çине сикессиччĕ. Хăрушлăх çинчен шутламасăр урапа та, пуç урлă та сикеттĕмĕр. Кравать çине сикни çеç сахалччĕ, вăйă йĕрки тăрăх урайне те персе ÿкмеллеччĕ. Чи вăйлă трюк çавăччĕ.
Е тата пÿлĕмсем тăрăх велосипедпа ярăнаттăмăрччĕ. Ку велосипед пире ахаль лекменччĕ. Мĕн пĕчĕкрен хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăракан аппа пуçламăш классенче вĕреннĕ чухне шкултан е «пиллĕк» паллă, е «иккĕ» илсе таврăннă. Воспитани парас тĕллевпе анне аппана эрне тăршшĕ «пиллĕксем» çеç илсе килсен велосипед туянса пама шантарнă. Аппа кашни кунах пиллĕксемпе савăнтаратчĕ. Аттепе анне велосипед туянса панăччĕ çеç, «иккĕ» çаклатса та килчĕ. Анчах нимĕн те тăваймастан. Велосипеда туяннă.
Анне пирĕн акробатла хăнăхусенчен хăрамастчĕ, анчах урамра çÿрекен машинăсенчен чунĕ сиксе тухатчĕ. Çавăнпа вăл пире пÿртре ярăнма ирĕк пачĕ. Эпир сĕтел йĕри-тавра çаврăнса çÿреттĕмĕр.
Аттене илес пулсассăн, вăл пирĕн гимнастикăран пач та хăрамастчĕ, хăй пире хавхалантаратчĕ. Атте – пирĕн пĕрремĕш спорт тренерĕччĕ. Вăл сехечĕ-сехечĕпе пирĕнпе физкультура тăватчĕ: пуç урлă чикеленме, шпагат ларма, алăсем, пуç çине тăма хушатчĕ. Урасем çирĕп те илемлĕ пулччăр тесен массаж кирлĕ тетчĕ.
Каç. Лельăпа иксĕмĕр вырăн çинче. Атте таврăнчĕ. Шлепкине айккинелле чалăштарса лартнă, пальто тÿмисене вĕçертсе янă, кăмăлĕ хаваслă.
– Массаж, массаж! – тет вăл алăк умĕнченех.
Пĕр хĕрхенÿсĕр пирĕн урасене ăшă мамăк одеял айĕнчен туртса кăларать, пурте курмалла аллисем çине сурнă пек тăвать, унтан урасене пĕçерсе тăракан пуличчен сăтăрать. Эпир аппапа çак кулленхи асаплану пуçланичченех çухăрма тытăнаттăмăр (мĕн-мĕн, çухăрма юрататтăмăр эпир, сăлтавĕ çеç пултăр). Аттен аллисем питĕ çирĕпчĕ, тимĕртен тунă теме те пулать. Ас тăватăп пĕрре анне алă сыппине кăтартса:
– Акă, каллех аçу алăран тытрĕ. Мĕнле пÿрнесем пуль унăн. Лекнĕ-лекменех кăвакарса тухать, – терĕ.
Каламалла, аппапа иксĕмĕр урамра та сăпайлăхпа уйрăлса тăмастăмăрччĕ. Пĕр вăхăтра Леля шкултан кустăрма пек çаврăна-çаврăна килетчĕ. Портфельне айккине пăрахать те картиш тăрăх алăпа-урапа, алăпа-урапа вĕçтерет. Аппан çивĕчĕсем вăрăмччĕ. Ун пек акробатика хыççăн вăл киле сапаланса пĕтнĕ çÿçсемпе таврăнатчĕ.
Анне аллисене çапса илетчĕ: «Ах, Леля, Леля, сана шуйттансем лăскарĕç-им»? – тетчĕ.
Надежда РОДИОНОВА
вырăсларан куçарнă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: