Пур хыпар та
Асаилÿ
1 Нарӑсӑн 2023, 12:00

Ват кукаçин асаилĕвĕнчен

Пĕр виçĕ çул каярах «Урал сасси» хаçатăн икĕ номерĕнче Иван Тарасов журналистăн Империализм тата Граждан вăрçисенче çапăçнă ентешсем çинчен çырнă статйисене вуланăччĕ. Вăл çырнине çирĕплетсе манăн та каламалли тупăнчĕ. Иртнĕ ĕмĕрте пирĕн çĕршыв салтакĕсем мĕнле кăна хĕнлĕхсем тÿссе ирттермен-ши! Çав шутра тыткăнри нушасене те. Манăн кукаçи Никита Алексеевич Добрин Австрипе венгри вăрçинче тыткăна лексе нимĕç патĕнче ĕçленине калатчĕ. Лайăх ĕçленине курса хуçи ăна хăйĕн кĕрÿшĕ тăвас тенĕ, анчах пирĕн кукаçи арăмĕпе хĕрĕ тата ывăлĕ патне таврăннă. Хуçи патĕнчен вăл «Зингер» çĕвĕ машинипе килсе çитнĕ.Иртнĕ çул çав вăхăтри вăрçă нушине тÿссе ирттернĕ тепĕр ентешĕн, Пелепей районĕнчи Этĕл ялĕнче çуралса ÿснĕ, çемье çавăрнă, çавăнтах çĕре кĕнĕ Порфири Ивановăн хитре почеркпа çырнă 32 страницăллă дневник-аса илĕвĕ алла лекрĕ. Ăна Порфирин Клавди хĕрĕн мăнукĕ, халĕ Çурçĕрте ĕçлекен Андрей Александрович Трофимов, сыхласа хăварнă. Çырусене унпа иккĕн куççульсене шăла-шăла вуларăмăр. Ку пулăм халĕ те çивĕч-çке: çавăн пекех, çав таврарах вăрçă пырать, тыткăна лекекенсем те пур… Вулакансене çак çырусемпе (вĕсене улăштарман) паллаштарса малашне нихăçан та вăрçă ан пултăр тесе пĕтĕм вăйпа кĕрешмелле тесшĕн эпĕ.

Ват кукаçин асаилĕвĕнчен
Ват кукаçин асаилĕвĕнчен

«1919 çул, ноябрь уйăхĕн 20-мĕш кунĕ. Çырап хам курнă нушасене. Эпĕ халь пĕр ялта пуян патĕнче 4-мĕш уйăх ĕçлеп. Пурăнма питĕ хĕн, ма тесен пурте ют, хамăрăн тăвансем çук. Питĕ киле каяс килет, çунат пулсан вĕçсе кайăттăм, çунат çук. Манăн шухăш кашни кун килтисем çинчен.
Эсир мана асăнмастăр пуль-ха, тăвансем, питĕ вăрах вăхăт иртрĕ çав – 6-мĕш çул пулать, калама кăна ансат, пурăнма питĕ хĕн. Эпир ĕçлетпĕр кашни кун куççульпе. Ирхине тăрсан та вăрçа ылханатăп: çак нимĕç ĕçĕсене ĕçлесе пĕтереймĕн тесе. Хăçан киле каясси палли те çук. Киле таврăнса хамăрăн тăвансене курса пулĕ-ши ĕнтĕ, çук-ши? Турă хушнă-ши? Эй, тăвансем, ма Турă пире çакăн пек тертленме хушнă-ши. Ку вăрçă пирĕншĕн кăна пулчĕ пуль ĕнтĕ.
Малалла хам тыткăна лекни çинчен çыратăп. 1915 çулхи августăн 9-мĕшĕнче каçпа 6 сехетре пĕр пĕчĕк хула патĕнче пире клещене илчĕç. Нимĕçсем ирхинерен пуçласа каçчен пĕр чарăнмасăр пирĕн çине тупăсем ывăтрĕç. Пирĕн окоп та çук, поляксен масарĕ çинче выртрăмăр. Масарне чул хÿмепе çавăрнă. Эпир пĕр патрон юлмиччен чул хÿме çинчен петĕмĕр. Патронсем пĕтсен штыкпа хире-хирĕç кайрăмăр. Пире çуррине вĕлерсе пĕтерчĕç, чул хÿме ишĕлсе пĕтрĕ, тупă ывăтнипе йывăç тураттисем те юлмарĕç. Тыткăна лексен хулана хăваласа кайрĕç, тăват çĕре яхăн çынран çуррине пĕр чиркĕве, ыттисене поляк чиркÿне хуса кĕртрĕç. Ниçта тăма та вырăн çук, çав тери тăвăр пулчĕ. Ирхине сурăх пек хăваласа кайрĕç, пирĕн çиме те çăкăр çук, выçă, иккĕмĕш кун çимен, 30 çухрăм утрăмăр. Каç пулсан виçĕ çынна пĕр çăкăр пачĕç. Тепĕр кунне татах 30 çухрăм кайрăмăр. Çапла 6 кун хушши 30-шар çухрăм утрăмăр.
Варшавăна çитсе пĕр каç выртсан тепĕр кунне пире вакуна лартрĕç, 60-шар çын хупрĕç. Ниçта тăма та вырăн çук, тула та кăлармаççĕ, 3 куна яхăн вакун ăшĕнче шăрса, сысса пытăмăр. Çын çине çын выртса. Пире Лангегуалца хулине илсе çитерчĕç. Лагере, сивĕ барака кĕртрĕç, ниçта выртма та çук, сивĕ, витĕнмелли те памарĕç. Унтан тепĕр барака куçарчĕç, кунта та вăрах пурăнса пулмарĕ, француз фронтне хуса илсе кайрĕç. Унта та питĕ хĕн пулчĕ, кашни кун ĕçе хăвалаççĕ – çиме сахал, ĕçлеме вăй çук, çăвăнма та памаççĕ, çитменнине пыйтă та ерчĕ. Çывăрма памаççĕ, кĕпе-йĕм çинче хурт пек йăшăлтатса çÿреççĕ, сăтăрса пĕтерес çук. Унта 5 уйăх ĕçлерĕмĕр.
Кăшт вăхăтран тепĕр вырăна илсе кайрĕç. Унта вакуна чул тиерĕмĕр. Кашни кун тăваттăн икĕ вакун тиемелле. Унта та 5 уйăх ĕçлерĕмĕр. Кунта эпĕ чире петĕм, 10 кун ĕçе каймарăм. Вара мана лазарета куçарчĕç. Лазаретра 3 уйăх выртрăм, пурăнма лайăх пулчĕ. Сипленнĕ хыççăн, Касселе, лагере, куçарчĕç. Кассельте пĕр уйăх пултăм. Ун хыççăн вăрмана вут касма ячĕç. Унта 15 çын хĕлĕпе ĕçлерĕмĕр. Каярах мана хресчен ĕçне тума хушрĕç».
«1919 çул, ноябрĕн 21-мĕшĕ. Эй, тăвансем, татах çырап хам чĕре тÿсейменнипе. Эпĕ сиртен çыру та сахал илтĕм, посылка пачах та илмерĕм, укçа çеç 5 тенкĕ илтĕм, сире çавăншăн питĕ пысăк тав. Эпĕ хамăн чунрине çыратăп. Эсир мана мантăр та пуль – вăрах вăхăт иртрĕ. 6-мĕш çул пулать сире курманни, килтен çыру илменни те икĕ çул пулать. Килти хыпарсене те ним те пĕлмеп. Ну, тăвансем, эсир мĕнле пурăнатăр, пурте сывă-и? Атте вилнĕ тесе çырнăччĕ, тĕрĕс-и çакă? Эпĕ вăл çырăва илсен питĕ хуйхăртăм. Çыруне кофе ĕçнĕ чух илтĕм – часовой кÿрсе пачĕ.
Хĕлле эпир вăрманта ĕçлеттĕмĕр, ĕçе кашни кун хамăр выртакан ялтан 8 çухрăма каяттăмăр. Январь уйăхĕнче питĕ сивĕ пулчĕ, юр та çурĕ. Унта 5 уйăх ĕçлерĕмĕр. Çуркунне пире вольнăй ĕçе ячĕç, питĕ лайăх пулчĕ. Эпĕ Валкесь ялĕнчи Июнген патĕнче 9 уйăх ĕçлерĕм. Кĕркунне пулсан, ыран Çĕнĕ çул тенĕ чух эпĕ утă антаракан çĕртен ÿкрĕм те хул шăммине хуçрăм, 10 кун пĕр ĕçсĕр выртрăм. Мана хуçа ярасшăн марччĕ, эпĕ хам ухмахланса лагере кайрăм. Пĕр кунтан лазарета ячĕç, унта пĕр уйăх выртса тухрăм, 8 кунтан урăх çĕре ĕçе ячĕç. Татах вольнăй ĕçе лекрĕм. Унта та мана лайăх пулчĕ, анчах часавай пурччĕ. Пĕр çĕрте выртса тăтăмăр 8 çын: 4 француз та 4 вырăс. Эпĕ ĕçленĕ хуçа питĕ пуянччĕ. Унта 11 уйăх ĕçлерĕм, вара мир пулчĕ те нумайăшĕ килĕсене кайрĕç. Эпир ĕçре пулса тăрса юлтăмăр. Ĕçрен лагере таврăнтăмăр та киле каяссине чарчĕç. Январь уйăхĕнче 24-мĕш числора пĕр эшелон ячĕç, анчах унта та лексе пулмарĕ. Кашни кун кĕтрĕмĕр киле каяссине. Сакăр уйăх пултăмăр лагерьте.
Август уйăхĕнче каллех ĕçе кайрăм. Акă хасăр хуçа патĕнче 4 уйăх ĕçлетĕп. Ку хуçа та пуян пулчĕ, 4 лаша, ĕçĕ те нумай – ĕçлесе пĕтерес çук. Мана пурăнма лайăх пулчĕ. Ма тесен манăн ĕç паллă: ĕнесене пăхасси. Никам та мана пырса тĕрĕслекен çук. Кашни кун 2 марка укçа тÿлетчĕ, апат та лайăх çитеретчĕ, выртмалли те лайăхчĕ. Пĕр хама выртмалли вырăн – тÿшек те минтер, айĕнче улăм.
Эй, тăвансем, татах çырап, Турă хушĕ-ши сире курма, çук-ши. Пĕрре курасси те питĕ хаклă. Юратнă аннене, асаннене, савнă юлташа Акулинăна, чунтан юратнă Георгия, Петра, Клавдия хĕрĕме, Еленăна, Аниççене Вассана тата Гивионина йăмăкăмсене, тăван пиччене Ахваниçе манран пысăкран пысăк салам сире, ывăлăртан. Вăл питĕ наян пулчĕ, сире итлемерĕ пĕртте. Эсир мана хăвăр ывăлăр пек курмарăр. Юратнă Акулина та, эс мана пăрахрăн пуль. Эй, тăвансем, эсир мана ан пăрахăр. Эпĕ сире питĕ шеллетĕп. Эпĕ сирĕн ывăлăр, сире кашни кун асăнатăп. Эй, анне, эсĕ манăн чи юратни, эп сан аслă ывăлу. Эс мана мантăн та пуль, питĕ вăрах вăхăт иртрĕ. Юратнă Акулина юлташăм. Эсĕ ĕлĕк мĕнле пурăннине мĕн шухăшлатăн пуль, халь мансăр мĕнле пурăнан, лайăхрах-и? Халь сана тăнăç пуль, ма тесен пĕр вăхăтра каларăн санăн кĕпÿсене çуса пурăнатăп тесе каларăн. Çавăнпа та калап эп сана. Эпĕ сире хасăр кирлĕ мар-тăр тесе шухăшлап. Эсир маншăн хуйхăрмастăр пуль. Ку кайни лайăх, килмин юрĕччĕ тетĕр пуль. Кам кĕтет-ши мана килте, ман ачасем кĕтеççĕ-ши мана? Кĕтессе шанатăп. Эй, тăвансем, ан пăрахăр мана. Хăçан та пулсан кирлĕ пулĕ тăванăр. Пурăннăччĕ питĕ лайăх, пуян. Пурте пурччĕ - ĕçмелли те, çимелли те Турра шĕкĕрччĕ. Хасăр мĕнле пурăннине пĕлмеп: 6-мĕш çул килтен тухса кайни. Çыру та çук хасăр. Хуртсем мĕнле-ши, сывă-ши? Тата выльăхсем мĕнле, тырăсем мĕнле пулчĕç, ку çулсенче хаман та вăрçă пырать, теççĕ. Российăра унта сирĕн кам вăрçать, Польша-и?»
«1919 çул, 26-мĕш ноябрь. Тата çырап хам нушасене. Фронтра ĕçленĕ чух мана питĕ хĕн килчĕ, укçа та пулмарĕ, посылка та килмерĕ, çыру яма та хал пулмарĕ. Ĕçлерĕмĕр кашни кун выçă, выртса тăракан барак та сивĕ – пиртен çеç тукаланă, çил вĕрсе тăрать. Çывăрма та хал пулмарĕ. Пире выльăх вырăнне хучĕç, йытă пек хĕнерĕç, пĕр вăхăт пыйтă та çирĕ хурт пек, кĕпе те çума памарĕç. Пире ирхине 6-ра тăрататчĕç те тÿрех ĕçе хăвалатчĕç. Кофе те ĕçе кайнă чух çул çинче паратчĕç, çăкăра та аллăнта тытса пыран ĕçсе-çисе çул çинче. Юлташна çухатсан çăкăрсăр юлан. Ирхине тĕттĕм, ним те курăнмасть. 4 çынна пĕр çăкăр параççĕ. Шутласа ĕçе хăвалаççĕ, кашни кун ĕçлеттереççĕ, вырсарни кун та, çумăр çусан та - пурпĕр ĕçлеттереççĕ. Ĕçе кайнă чух кашни кун 3-4 çын ÿксе вилсе юлаççĕ. Пире ĕçрен таврăнсан та канма памаççĕ - çын пытармалла çĕрле, элле пире нуша пуль…
Эй, тăвансем, эпĕ кун пек курассăн туйманччĕ. Çапах Турă хушнă иккен курса калаçма.
Эпĕ тата çырап хам ĕçленĕ çĕрсене. Пирвай ĕçленĕ адрес: Муслара патшта, деревня Валксы, Июстин Тракерт. Иккĕмĕш адрес: Хамберск, дер. Алшутцавашн, Юганас Науман. Виççĕмĕш: город Кутенхен, деревня Сатынхавусан, Муллер Люй. Эпĕ хасăр Турра шĕкĕр, тăхăнма тумтир пур, сутăн илме укçа та пур хам çумра 300 марка. Пурăнмалла кăна, только ют çĕрте тăвансем çук. Ăçта кайсан та нимĕç. Хасăр эпĕ нимĕçсемпе калаçма та пултарап, вăрçма та нимĕçсене…»
«1919 çул, ноябрь уйăхĕн 28-мĕшĕ. Çырап тата. Эпир пурăнатпăр лагерьте. Çулла апат самай лайăх çитереççĕ. Комитет кашни эрнере чей, сахăр тата кĕпе-йĕм уйăрать, унтан ботинка пачĕç икĕ çынна. Эпĕ юлташа валли те илтĕм 5 марка парса çавăншăн. Апата сысна какайĕпе пĕçеретчĕç, кашни кун 600 грамм çăкăр паратчĕç, только нимĕçсем мар, американецсем. Вĕсем 90 çынна яхăн пурăнчĕç. Тумтир тата хулана кайма пропуск нимĕçсем паратчĕç, анчах кашни кун мар. Лагерь йĕри-тавра часовой тăрать. Пропусксăр ниçта та каяймастăн.
Эй, тăвансем, 5 çул пире ирĕк пулмарĕ, кашни кун çын аллинче. Хăçан Турă хушĕ-ши пире ирĕке тухмашкăн. Эпир курнă нушасене ырă çыннăн йытти те курман пуль. Ма пире çуратнă-ши нуша курма? Ку вăрçă кăна пулмарĕ ĕнтĕ, çын пĕтерме кăна. Пирĕн нушасем нумай пуль-ха. Таврăнсан та кутăн хăваласа ярĕç, ма таврăнтăн тесе. Манăн сире йăлăнмалла пулать пуль. Çук, тăвансем, эпĕ сире йăлăнас çук. Ма тесен эпĕ хасăр сиртен уйрăлнă. Эй, тăвансем, ан ÿпкелĕр мана. Эпĕ хам ирĕкпе килтен тухса кайман, хаваспах килте пурăнма хатĕр. Тата çырап, таврăнсан ĕлĕкхи пекех пурăнăпăр, эпĕ алама пулнă пулсан та. Анне, йăмăксем, шăллăм тата юратнă юлташ Акулина, юратнă çемьесем: Георги, Петр, Клавди, эсир мана манман-и, астăватăр-и аçăра? Эсĕ, Петр, астумастăн пуль аçуна, питĕ пĕчĕк юлтăн манран. Çыраттăм çыру, эсир илтĕр-и, çук-и? Эпĕ сиртен питĕ сахал илтĕм, эсир маннă пуль мана, юри ямарăр пуль.
Сывӑ-и, манӑн юлташсем, Кăратмасри Егор Яковлев, Матвей Алексеев. Эсир ан манӑр мана. Германире эпир мӗнле асап тӳснине, выҫлӑхпа сивӗ пулнине. Эй, мӗскӗн тыткӑна лекнисем, 5-мӗш ҫул асапланатпӑр, пирӗн ҫемьесенчен пĕр ҫыру та ҫук, чӗрӗ-и. Кунта, Германире, нимӗн те пӗлместпӗр. Тата ыйтатӑп сиртен, ҫырусем ҫырӑр. Сывӑ пулӑр, юлташсем. Порфирий Иванов».

Михаил СИДОРОВ, таврапĕлÿçĕ. Пелепей районĕ.

Редакцирен. Порфирий Ивановăн тăван тăрăхĕ, çывăх çыннисем çинчен шухăшламан саманчĕ те пулман. Турă вăл кĕл тунине илтнĕ. Çак йĕркесене çырнă хыççăн кăшт вăхăтран ăна та тыткăнран хăтарнă. 1926 çулта Ивановсен çемйинче тепĕр хĕр, Аксиния çуралнă (сăн ÿкерчĕкре шăпах ăна куратăр). Аксиния Порфирьевна Архипова – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

Ват кукаçин асаилĕвĕнчен
Ват кукаçин асаилĕвĕнчен
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: