Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Асаилÿ
21 Мартӑн 2023, 10:31

«Ираида Нарс пирĕн пурнăçа тайфун пек вăркăнса кĕретчĕ»

Март уйăхĕн 16-мĕшĕнче паллă ентешĕмĕрĕн, Пишпÿлек районĕнчи Йăлпăлак ялĕнче кун çути курнă Ираида Петрова (Нарс) чăваш çыравçи, драматург, юрăçă çуралнăранпа 110 çул çитнине паллă турăмăр. Ираида Алексеевна Яков Ухсайăн мăшăрĕпе Мария Дмитриевнăпа туслă пулнă. Вăл Ухсайсем патне те час-часах кайса çÿренĕ. Паян сире Я.Ухсайăн кĕçĕн Елена хĕрĕн Ираида Петровапа çыхăннă аса илĕвĕсемпе паллаштаратпăр.

«Ираида Нарс пирĕн пурнăçа тайфун пек вăркăнса кĕретчĕ»
«Ираида Нарс пирĕн пурнăçа тайфун пек вăркăнса кĕретчĕ»

«Аннен нумай пĕлĕшĕсенчен Ираида Петрована лайăх ас тăватăп. Вăхăтран вăхăта вăл пирĕн пурнăçа тайфун пек вăркăнса кĕретчĕ. Унра пурте ахаль çынсем пек марччĕ: калаçас йăли те, сăн-сăпачĕ те. Ираида Алексеевна Мускав çывăхĕнче пурăнатчĕ. Хăйĕн «Телейпе Илем» пьесине Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче лартнă вăхăтра пирĕн патра та пулатчĕ.
Маншăн вăл питĕ илĕртÿллĕ те вăйлă, чăн-чăн «вамп» хĕрарăм пек туйăнатчĕ. Икке уйăрнă хура çÿçĕсене ĕнси çине пуçтарса хуратчĕ. Вăрăм хĕрлĕ чĕрнеллĕ пÿрнисем илемлĕ аллисем çинчи кĕмĕл суллисем халĕ те куç умĕнче. Тута писевĕ те чĕрнисем пекех йăм хĕрлĕччĕ. Вăл хура тĕслĕ япаласем тăхăнса çÿретчĕ. Питĕ хĕрÿскер сцена çинче сăвă вуланă пек калаçатчĕ.
Анне ăна мухтатчĕ. Çамрăк чухне Ираида тĕлĕнмелле илемлĕ пулнă тетчĕ. Пирĕн пата килсе çÿренĕ вăхăтра та сăн-пичĕ пит хитреччĕ-ха унăн. Аннене вăл Маша тесе чĕнетчĕ. Кун пеккине хăнăхманран пире темле пек туйăнатчĕ. Атте аннене яланах Маруся тесе чĕнетчĕ, тăвансем – Маня.
Ираида Петрова хăй спектаклĕнчи сыпăксене кăтартма юрататчĕ.
Ас тăватăп-ха вăл илемĕпе чапа тухнă пăлхар пики тарăхнипе «Илем, тĕп пул!» текен хăрушă сăмахсемпе хăйĕн илемлĕ питне кинжалпа каснине выляса кăтартнине. Çав вырăнта вăл аллисене тÿпе енне çĕклетчĕ те йынăшса пуçне каялла каçăртатчĕ. Аллинчи суллисем чăнкăртатса сас паратчĕç.
Çак вăхăтра авалхи грек трагедийĕсем ун умĕнче пурте сÿнсе ларатчĕç. Эпĕ шак! хытаттăм. Унран та хăрушăраххи пулма пултараймасть пек туйăнатчĕ. Унăн пьеси питĕ ăнăçлă пулнă. Вăл вăрахчен сцена çинчен кайман».
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: