Вăл вăхăтра хаçат тусĕсенчен редакцие ал çырусем почта урлă килетчĕç. Ункай пулнă чух хăйсем кĕртсе хăваратчĕç е факспа яратчĕç. Çав материалсене пурне те компьютерпа пичетлеме тÿр килетчĕ. Кашни çыннăн хăйне евĕр почерк, ал çырусем тĕрлисем пулнă: шăрçа пек хитрисем те, ăнланса пĕтмелле маррисем те.
Вĕсем хушшинче ĕлĕкхи пичет машинкипе çапнă сарăрах хут çинчи материалсем уйрăмах куçа лекетчĕç. Пичет сас паллисемпе çырнă йĕркесем çинче шăрçа пек тикĕс алăпа çырнă тÿрлетÿсем те пурччĕ. Ăста çырнă авторăн тексчĕсене тĕп редактор тÿрлетÿсем те кĕртместчĕ. Ытларах профессионаллă якатнă сăвăсем, тĕрлĕ авторсен пичетленсе тухнă çĕнĕ кĕнекисем, ĕç çыннисем çинчен çырнă материалсем килетчĕç. Шаблонлă мар, хăйне евĕр материалсенче яланах шухăшĕ, тĕшши пурччĕ. Автор сăмахпа перо ăсти, профессионал пулни кашни статьяра палăратчĕ. Кашни çыннăн лайăх енĕсене, вăл каланă хуравĕсене çыратчĕ. Хăш чух шÿтлĕ йĕркесем те пулатчĕç. Ăçтан пĕлетчĕ-ши вăл пĕрре тĕл пулнă çынран ун чухлĕ кăсăк информаци ыйтса пĕлме?
Ĕçленĕ май хам сисмесĕрех пичетленĕ чух малтан тикĕс мар çырнă ал çырусене ĕçе кĕртме тытăнтăм. Пичет машинкипе çапса пичетленисене вара кайран васкамасăр, çырнипе, шухăшĕпе киленсе наборлаттăм. Çак текстсене Авăркас районĕнчи Юламан ялĕнче пурăнакан Александр Савельев-САС çыравçă ярса паратчĕ. Вăл ун чух «Урал сасси» хаçатăн штатри корреспонденчĕ пулса ĕçлетчĕ, Авăркас районĕнче пулса иртнĕ хыпарсем çинчен материалсем ярса тăратчĕ.
Пурăна киле манăн чăн-чăн писатель-поэтпа тем пекех тĕл пулса паллашас килчĕ. 2019 çулта «Урал сасси» хаçатăн вăтăр çулхи юбилейĕнче ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ. Александр Сергеевич «çавра сĕтел» ларăвне килсе çитрĕ. Мероприяти пуçланиччен хаçатăн яваплă секретарĕ Надежда Родионова Александр Савельев-САСпа паллаштарчĕ. Те савăннипе, те хумханнипе, куçран куççульсем юхса анчĕç. Чăннипе каласан, мероприятинчи чи пĕлтерĕшлĕ пулăм маншăн çакă пулчĕ.
Ачасем валли çырнă «Сурпанлă сурăх» кĕнекине ывăл валли туянас кăмăла пĕлтертĕм. Анчах та вăл вĕсене библиотекăсене, çынсене валеçсе пĕтернине систерчĕ: «Тăванăм, эпĕ нихăçан та хамăн кĕнекесене çынсене укçалла сутман, валеçнĕ çеç», – терĕ, аллинчи «Салтак сăввисем» ятлă кĕнекине парнелерĕ. Мероприяти умĕн ун патне нумай çын пырса калаçрĕ. Александр Сергеевич пурне те хăйĕн кĕнекисене валеçрĕ. Ларса тăма, хускалма йывăртарах пулсан та çыравçă пурин умне тăрса сăмах каларĕ, юбилей ячĕпе саламларĕ.
Тек çак сумлă çынпа хире-хирĕç тăрса тĕл пулма тÿр килмерĕ. Анчах та ялан унăн кĕнекисене алла илнĕ е ун çинчен вуланă чух шăпа мана сăмах ăстипе, чăн-чăн поэтпа тĕл пулма пÿрнишĕн ăшшăн аса илетĕп. Июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче А.Савельев-САС вилнĕренпе 2 çул çитрĕ. Çак статья ăна асăнса лартнă çурта вырăнне пултăр.
Александр Сергеевич Савельев-САС Авăркас районĕнчи Юламан ялĕнче 1932 çулхи сентябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче çуралнă, хăйĕн вăрăм ĕмĕрне çавăнтах ирттернĕ. Вырăнти каçхи вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Çтерлĕри педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Виçĕ çул ытла хĕсметре тăнă. «Ленинский путь», «Знамя коммунизма» хаçат редакцийĕсенче куçаруçă, редакторăн çумĕ пулса ĕçленĕ. Çавăн пекех Юламан ялĕнчи шкулта директор çумĕ, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ пулса тăрăшнă. Вăл РФ халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, 1994 çултанпа Раççей тата Чăваш Ен Писательсен союзĕн пайташĕ, М.Трубина, Г.Ибрагимов тата Ф.Карим ячĕллĕ премисен лауреачĕ, 20 кĕнеке авторĕ. Çыравçă 20 çул ытла «Шуратăл» литература пĕрлешĕвне ертсе пынă, пушкăрт çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарнă.
Инга АЛЕКСЕЕВА аса илнĕ.