Пур хыпар та
Асаилÿ
21 Июнӗн 2023, 11:00

«Эпĕ хам пурнăçа çынсене халалланă»

Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫине моторсен вӑрҫи тенĕ пулин те, утлӑ ҫар унта пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Ҫак илемлӗ те пархатарлӑ янаварсемсӗр ҫӗнтерӗве куç умне кăларса тăратма та йывӑр! Вӗсене орденсемпе званисем паман, анчах та лашасем пурпĕрех паттӑрла ӗҫсем тунӑ.

«Эпĕ хам пурнăçа çынсене халалланă»
«Эпĕ хам пурнăçа çынсене халалланă»

Мияки районӗнчи Ильчигул ялӗнче пурӑнакансем вăрçăра пулнă лашасен паттӑрлӑхне тивӗҫлипе хаклаҫҫӗ. Çакна ялта июнь уйăхĕн 11-мӗшӗнче Керчь ятлӑ пушкӑрт ӑйӑрне халалласа палăк уçни те çирĕплетет. Унăн авторӗ - пушкӑртсен паллӑ скульпторӗ Ильдус Закиров.
Палӑка уҫнӑ церемоние Мияки район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ришат Актуганов, районти предприятисемпе учрежденисен ертӳҫисем, ял ҫыннисем тата хисеплӗ хӑнасем хутшӑнчĕç. Мероприяти программинче концерт, спорт ӑмӑртӑвӗсем, патриотла лапамсем тата тĕрлĕ куравсем пулчĕç. Çавӑн пекех кăмăл тăвакансем Мунир Кунафинăн «Керчь. Çар лашин историйĕ» пьеса тăрăх лартнă спектакль курса киленчĕç. Ăна Çтерлĕ хулинчи Илшат Юмагулов ячӗллӗ драма театрӗн артисчӗсем кăтартса пачĕç.
Вăрçă витĕр тухса тăван кĕтесне таврăннă лашан историйĕ ҫар драмин сюжетне аса илтерет. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӑйлӑ та чӑтӑмлӑ хура ӑйӑр 112-мӗш Пушкӑрт кавалери дивизийӗн салтакĕсен шанчӑклӑ тусӗ пулса тӑнӑ. Тӑватӑ ҫул хушшинче Керчь икӗ хутчен йывăр аманнӑ пулин те Уралтан Берлина çитнĕ.
Пушкăрт кавалери дивизийĕн ветеранӗсем аса илнӗ тӑрӑх, Керчь ытти лашасенчен тӗлӗнмелле чӑтӑмлӑхпа палӑрса тӑнӑ: вĕсем выҫӑпа халтан кайсан та çак ăйăр патвар пулнӑ. Кăра кӑмӑллӑскер пӗр хуҫана ҫеҫ йышӑннӑ. Керчь хӑйӗн тусӗсенчен уйрăлса тăни вăрçă хирĕнче çеç палăрман - лаша сахӑрпа хӑналанӑ хыҫҫӑн тин апат ҫиме пуçланă.
1947 ҫулта Семен Буденный маршал Керчĕн паттӑрла ҫулӗ ҫинчен пӗлсен, ӑйӑра сӗлӗ парса тӑван Ильчигул ялне ӑсатма хушу панă. Ҫапла вара Керчь 112-мӗш кавалери дивизийĕн вӑрҫӑран таврӑннӑ пӗртен-пӗр лаши пулса тăнă.
Лашана Ильчигул ялӗнчен 30 ҫухрӑмра вырнаçнă Раевка чугун ҫул станцине тавар вагонӗпе илсе килнĕ. «Тӑван ялне кайнă чух ăна урапа ҫумне кӑкарнӑ пулнă. Темиҫе çухрăм маларах вӑл тӑван кĕтесĕн шӑршине сиснĕ те чӗвен тӑнă. Йӗвенӗсене татса хӑй ҫамрӑк чухне фронта илсе кайнӑ вырăна хыттӑн кӗҫенсе чупнă. Яла çитсен вӑл ниепле те чарӑнса тӑма пултараймарӗ. «Эпӗ таврӑнтӑм!» тенĕн ял йĕри-тавра чупса çÿрерĕ», - каласа панă çакна курнă ҫынсем.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Керчь колхозра нумай ҫул ӗҫленӗ. Вӑл 23 ҫул пурӑннӑ. Вырӑнти ҫынсемшӗн Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пӗтӗм халӑхăн паттӑрлӑх символӗ пулса тӑчĕ.
«Мана асра тытӗҫ, мӗншӗн тесен эпӗ хамăн пурнăçа ҫынсене халалланӑ», – çырнă Керчь палăкĕ çине. Ильчигул çыннисен тахҫанхи ӗмӗчӗ тинех пурнăçа кĕчĕ.
Татьяна ИВАНОВА.
Мияки районĕ, Ильчигул ялĕ.

«Эпĕ хам пурнăçа çынсене халалланă»
«Эпĕ хам пурнăçа çынсене халалланă»
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: