1963 çул, сентябрь. Эпĕ Авăркас районĕнчи Нукасак шкулне пĕрремĕш класа вĕренме кайрăм. Хамăн пĕрремĕш вĕрентекенĕме питĕ килĕштернипе шкул пурнăçĕн пĕрремĕш кунĕнченех учитель пулма шутларăм. Унăн сасси те, хăйне тытма пĕлни те, тумĕ те манăн ача чĕрин хĕлĕхне пырса тиврĕç. Хам юратнă вĕрентекене кашни кун курма пултарнипе эпĕ питĕ телейлĕччĕ.
1971 çул, сентябрь. Ача чухнехи ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ: эпĕ – Салават педучилищин студентки. Манăн пулас професси – пуçламăш классен вĕрентекенĕ. Салиса Каримова, Нажиб Ярышев паллă педагогсем патĕнче пĕлÿ илетĕп. Çакă мар-и чăн-чăн телей. Çак вĕрентекенсем мана пурнăçра хамăн çула шыраса тупма пулăшрĕç. Вĕсем патĕнче вĕренме тÿр килнĕшĕн Турра тав тăватăп.
1975 çул, сентябрь. Паян эпĕ пуçласа хамăн шкула хăнана, комсомол пухăвне мар, ачасене вĕрентме килтĕм. Мана шанса панă пĕрремĕш класра 37 вĕренекен: 20 арçын ача та 17 хĕр ача. Зоя ятлă хĕр ачасем çеç çиччĕн. Саша ятлă арçын ачасем – тăваттăн. Çак ачасене ырă кăмăллă пулма, ĕçе юратма вĕрентсе ÿстерсен питĕ кăмăллă пулăттăм.
1978 çул, сентябрь. Паян эпĕ шкул алăкĕ урлă аслă классен вĕрентекенĕ пулса каçрăм. Мана чăваш чĕлхипе литература урокĕсене тата çиччĕмĕш классен ертÿçи пулма шанса пачĕç. Аслă классене валли «Данко» кружок йĕркелерĕм. Уроксенче романссем юрлаттăмăрччĕ, сăвăсем вулаттăмăрччĕ. Баянпа Ирина Сергеева (пулас профессор, сăвăçă тата композитор) калатчĕ. Тĕлпулусенче сăмахпа каласа пама çук ырă лару-тăру хуçаланатчĕ. Телее тĕрлĕ саматсенчен «тĕртсе» тунă тейĕн.
1982 çул, сентябрь. Çтерлĕри педагогика институтне пĕтернине çирĕплетекен диплома алла илтĕм. Иртнĕ вĕренÿ çулĕ питĕ лайăх вĕçленчĕ: манăн класри сакăр класс пĕтернĕ 14 ачаран çиччĕшĕ техникума вĕренме кĕчĕç. Ирина Сергеевапа Вагиз Газизуллин Ĕпхÿ хулинчи аслă шкулсене вĕренме кĕме ĕмĕтленеççĕ, вĕсем тăван шкултах юлчĕç. Апла пулсан мероприятисем ирттерме пулăшакансем пулаççĕ-ха. Ĕненекен телейлĕ, ăна çут тĕнчере хăтлă.
1985 çул, февраль. Акă, Çĕнĕ çул та çитрĕ. Сехет йĕпписем 12 çапнă чух кăçал Турă çырни тупăнтăрах тесе ĕмĕтлентĕм. Ара, эпĕ 29 çулта вĕт. Нукасак ялĕпе юнашар вырнаçнă Треппел ялĕнчи шкулта музыка урокĕсене Юрий Григорьев çамрăк вĕрентекен ертсе пыратчĕ. Сăмах май каласан, вăл та пирĕн районти Меселпуç ялĕнчен. Эпир унпа паллашрăмăр, çыхăну тытма пуçларăмăр. Икĕ эрнерен вăл мана качча тухма ыйтрĕ. Çапла Григорьевсен çемйи çуралчĕ. Эпир Треппел ялĕнче пурăнма пуçларăмăр. Юрий Николаевич шкулта «Юность» юрăпа инструмент ансамблĕ йĕркелерĕ. Унта ачасем электрогитарăпа, çапмалли инструментсемпе калама вĕренетчĕç. Эпĕ ашшĕ-амăшсене валли «Ашшĕ-амăшсене пĕлÿ парасси» лекторисем ирттереттĕмччĕ. Çав ялтах пĕрин хыççăн тепри пирĕн кĕтнĕ ачасем – Андрей ывăлăмăрпа Татьяна хĕрĕмĕр – çуралчĕç. Юрату паракан телее нимĕнпе те танлаштарма май çук.
1993 çул, октябрь. Шăпа хушнипе Андрей ывăлăмăр пĕрремĕш класа кайнă çул Çтерлĕ хулине пурăнма куçрăмăр. Çапла хула çыннисем пулса тăтăмăр. Ял ачисене пĕлÿ паратпăр (чунпа эпир яланах ял çыннисем).
Косяковка шкулĕн коллективĕ пысăк мар. Кунта тулли мар вăтам пĕлÿ параççĕ. Асăннă çурт ялта тĕнче тĕнĕлĕ шутланать: кунта шкул та, вырăнти клуб та вырнаçнă.
Тĕлĕкре тинĕс, хумсем тĕлленчĕç. Çакă шавлă пурнăçа пĕлтерет теççĕ. Эпĕ тинĕс хĕрринче тăратăп, унти уçă сывлăшпа сывлатăп пек. Манран телейли никам та çуккине туятăп. Ку – пурнăçа кĕрекен тĕлĕк пулчĕ.
Эпĕ Косяковка ялĕнчи пурне те пĕлессишĕн ăнтăлакан пĕрремĕш класс ачисене курма яланах хавасчĕ. Вĕсен кашнин çитĕнĕвĕ маншăн чăн-чăн телейччĕ. Халĕ манăн арçын ачасем салтакра пулса килчĕç. Хĕр ачасем сăпайлă та ăслă хĕрсем пулса çитĕнчĕç. Вĕсен ашшĕ-амăшĕсем халĕ те ман пата шкула килеççĕ: канаш ыйтма е ахалех те. Çакă мар-и чи пысăк телей.
2006 çул, январь. Паян манăн юбилей. Ĕçтешсем, çывăх çынсемпе тăвансем, юратнă вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем – пурте саламлаççĕ. Кашни çын телее хăйне майлă ăнланать. Камшăн вăл çителĕклĕ те тăнăçлă пурнăç. Ыттисем телее мухтавра, виççĕмĕшсем тĕлĕнмелле юратура кураççĕ...
Эпĕ хамăн вĕренекенсенчен нумайăшĕ Тăван çĕршывăн йĕркеллĕ, ĕçчен гражданĕсем пулса çитĕннĕшĕн чунтан савăнатăп. Уйрăмах тăван ялĕнче тăрса юлса çурт лартнисемпе, çемье çавăрса ача-пăча çитĕнтерекеннисемпе мăнаçланатăп. Мĕн чухлĕ ачана хамăн чун ăшшине, тимлĕхе парнелемен-ши? Çакă та вăл телей.
2010 çул, январь. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ пĕрмай пĕр тĕрлĕ тĕлĕк курăнать. Мана çавăрса илнĕ пĕтĕм тĕнче питĕ çутă. Эпĕ хамăн çывăх çынсен, Матвей мăнукăн, ĕçтешсен, вĕренекенсен, хама ырă тунă ĕçтешсен пичĕсене лайăх уйăрса илетĕп. Пурте йăл кулаççĕ, ăшă сăмахсем калаççĕ.
…Пĕр тĕлĕке виçĕ хутчен курсассăн вăл пурнăçа кĕрет теççĕ. Апла пулсан малашлăхра нумай-нумай телей кĕтет. Ăна хамăрта, хутшăнусенче, çут çанталăкра, пурнăçри вак-тĕвек савăнăçсенче шырамалла. Çакна пиртен кашниех тума пултарать. Апла пулсан çут тĕнчере чи телейли – этем. Ку чăнах та çапла.
Шел пулин те, 2021 çулхи октябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче тĕлĕнмелле ырă çын, вĕрентекен, мăшăр, атте, асатте, кукаçи Юрий Николаевич Григорьев йывăр чире пула пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.
Елена ГРИГОРЬЕВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, РФ вĕрентÿ ĕç отличникĕ.
Çтерлĕ хули.