Пур хыпар та
"Азамат-2019" фестиваль
10 Кӑрлач 2020, 13:34

Чăвашсем патне ытти халăх çыннисем те килеççĕ

Пушкăртстан Республикин патшалăх наци политики халăхсен хушшинчи татулăха çирĕплетесси‚ вĕсене аталанма пĕр пек условисем туса парасси‚ обществăлла хутшăнусен аталанăвĕ ÿсĕмлĕрех пултăр тесе тĕрлĕ культурăсем хутшăнса ĕçлесси çинче никĕсленнĕ.

Çакăн евĕр ĕçсем йĕркеленĕ чухне паха кăтартусене çамрăк ăрупа ĕçленĕ май курма пулать. Республика шайĕнче иртекен Пушкăртстанри халăхсен «Азамат» юрă-ташă фестивалĕ тĕрлĕ нацисене пĕрлештерекен мероприяти шутланать. Пушкăртстанри Халăхсен туслăх çурчĕн 2019 çулхи ĕç планне пурнăçласа Ĕпхÿри 156№ шкулăн акт залĕнче VII республика шайĕнчи «Азамат-2019» çамрăксен юрă-ташă фестивалĕ иртрĕ. Фестивале Ĕпхÿ хула округĕн администрацийĕ‚ Пушкăртстанри Халăхсен туслăх çурчĕ‚ Ĕпхÿ хулинчи чăваш наципе культура автономийĕ‚ Калинин районĕнчи чăваш вырсарни шкулĕ йĕркелерĕç. Мероприятире чаплă хăнасем шутĕнче ПР Халăхсен туслăх çурчĕн директорĕ И.З. Султанмуратов‚ ПР Ĕпхÿри вĕрентÿ управленийĕн наци пайĕн методисчĕ Г.Р. Шарафутдинова‚ ПР Фитотерапевтсен ассоциацин вице-президенчĕ‚ паллă курăкçă М.В. Гордеев‚ Пелепейри ЧНКА председателĕ В.М. Яковлев‚ Пушкăртстанри Таджиксен центрĕн председателĕ Б.Т. Джалолов‚ Туркменсен центрĕн президенчĕ С.Х. Шанглиев‚ «Кохав» еврейсен культура центрĕн председателĕ А.В. Лаптев пулчĕç. Фестивале пушкăртпа тутар‚ вырăспа чăваш‚ марипе украин‚ латышпа еврей‚ нимĕçпе армян‚ таджикпа португали çыннисем‚ пурĕ 195 çамрăк, хутшăнчĕç. Çав шутра 15 пултарулăх ушкăнĕ те. Хăнасене кашни халăх хăйĕн наци апат-çимĕçĕпе кĕтсе илчĕ: вырăссем çăкăр-тăвапа‚ пушкăртсем кăмăспа‚ чăвашсем сăрапа‚ тутарсем чак-чакпа. Мероприяти ертÿçисем Калинин районĕнчи чăваш вырсарни шкулĕн вĕрентекенĕсем Геннадий Вуколовпа Марина Васильева пулчĕç. Куракансем марипе чăваш халăх ĕçлев ÿнерĕн (прикладное искусство) куравĕпе паллашма пултарчĕç. Çавăн пекех куракансен залне‚ вестибюле тĕрлĕ халăх культурин йĕркипе илемлетнĕччĕ. Интернационаллă уява хутшăнакансем хăйсен наци костюмĕсене кăтартрĕç.
Юрă-ташă номерĕсенчен Ĕпхÿ хулинчи пушкăрт вырсарни шкулĕн («Дуслык» ансамблĕн «Пирĕн уяв» («Наш праздник»)) пушкăрт ташши‚ Лиана Фаттахован «Шурă кăвакарчăн» чăваш юрри‚ Рената Калимуллина португали чĕлхипе шăрантарнă «Тинĕс юрри» («Песня моря»)‚ Арина Прокофьева вырăсла юрланă «Тăван тăрăх» («Край родной») юрри куракансен кăмăлне ытларах кайрĕç. Вĕсене жюри членĕсем - художествăллă гимнастика спорт мастерĕн кандидачĕ‚ хальхи вăхăтри халăх ташшисен «Ăнăçу çулĕ» («Путь к успеху») ушкăн ертÿçи Марина Смолякова‚ Ĕпхÿри «Злагода-Согласие» Украин вырсарни шкулĕн вокалпа хушма пĕлÿ паракан Зиля Здор‚ Армян вырсарни шкулĕн вокалпа вĕрентекен Мери Азизян педагог‚ 156№ шкул вĕрентекенĕ Гюзель Назарова тата Мари вырсарни шкулĕн ташăпа хушма пĕлÿ паракан Наталья Валишина хакларĕç. Жюри членĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем çапла пулчĕç.
«Ушкăнпа ташласси» номинаци, аслă ушкăн.
1-мĕш вырăн - «Шушаннер» ташă ушкăнĕ (Ĕпхÿри армян вырсарни шкулĕ);
2-мĕш вырăн - «Алтынай» ташă ушкăнĕ (Архангел районĕнчи культура çурчĕ);
3-мĕш вырăн - «Атбалсс» латыш ташă ансамблĕ (Архангел районĕ‚ Максим Горький ялĕ).
Кĕçĕн ушкăн.
1-мĕш вырăн - «Байрам» ташă ушкăнĕ (Ĕпхÿри 65№ тутар гимназийĕ);
2-мĕш вырăн - «Дуслык» ансамбль (Ĕпхÿри пушкăрт вырсарни шкулĕ);
3-мĕш вырăн - «Барвiнок» ансамбль (Ĕпхÿри Т.Г. Шевченко ячĕллĕ украин вырсарни шкулĕ);
«Пĕччен юрласси» номинаци, аслă ушкăн.
1-мĕш вырăн - Лиана Фаттахова (Ĕпхÿри чăваш вырсарни шкулĕ);
2-мĕш вырăн - Юлия Буракова (Ĕпхÿри «Злагода-Согласие» украин вырсарни шкулĕ);
3-мĕш вырăн - Амир Умаров (Ĕпхÿри Таджиксен центрĕн «Талинити» çамрăксемпе студентсен пĕрлешĕвĕ).
Кĕçĕн ушкăн.
1-мĕш вырăн – Арина Прокофьева (Ĕпхÿри чăваш вырсарни шкулĕ);
2-мĕш вырăн – Азалия Хусаинова (Ĕпхÿри «Новатор» пушкăрт вырсарни шкулĕ);
3-мĕш вырăн – Диана Абдулганиева (Ĕпхÿри «Виктория» пултарулăха аталантаракан центр).
«Пĕччен ташласси» номинаци, аслă ушкăн.
1-мĕш вырăн – Айгуль Кулдубаева (Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕн студенчĕ);
2-мĕш вырăн – Фанзиля Сибагатуллина (Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕн студенчĕ).
Кĕçĕн ушкăн.
1-мĕш вырăн – Аделия Фаузетдинова (Ĕпхÿри «Юлдаш» пултарулăх çурчĕ).
«Ушкăнпа юрласси» номинаци, аслă ушкăн.
1-мĕш вырăн - «Атбалсс» латыш ансамблĕ (Архангел районĕ‚ Максим Горький ялĕ);
2-мĕш вырăн - Çтерлĕри «Навруз» тутар эстрада ансамблĕ;
3-мĕш вырăн – «Нылыукай» вокал ансамблĕ (Пелепейĕнчи пушкăрт интернат-гимнази).
Кĕçĕн ушкăн.
1-мĕш вырăн – «Уяв» чăваш фольклор ансамблĕ (Пелепейĕнчи чăваш гимнази);
2-мĕш вырăн - «Дуслык» ансамбль (Пелепейĕнчи «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕ);
3-мĕш вырăн – «Ляйсан» вокал ансамблĕ (Ĕпхÿри «Дебют» техника пултарулăхĕн центрĕ).
«Инструменталлă искусство» номинаци.
1-мĕш вырăн – «Arcus» авалхи кĕвĕ ансамблĕ (Ĕпхÿри нимĕç вырсарни шкулĕ);
2-мĕш вырăн – «Дарман» кураистсен ансамблĕ (Пелепейĕнчи пушкăрт интернат-гимнази);
3-мĕш вырăн – «Уяв» чăваш фольклор ансамблĕ (Пелепей чăваш гимназийĕ).
Номинацисем тăрăх вырăнсем йышăннисене Пушкăртстанри Халăхсен туслăх çурчĕн дипломĕсемпе тата чаплă парнесемпе чысларĕç. Фестивале хутшăннă‚ анчах та вырăнсем йышăнманнисене те парнесемпе тивĕçтерчĕç. Туслăх уявĕ «Мухтав Раççейĕ» («Слава России») ташăпа тата пурте пĕрле «Широка страна моя родная» юрра юрланипе вĕçленчĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ‚
ПР чăваш культура пĕрлĕхĕн председателĕ.
Читайте нас в