Пур хыпар та
Аслă ăру мулĕ
26 Июнӗн 2019, 16:45

Тăхăр вуннăри кинемей пулла çÿрет

Чăваш Енри Муркаш районӗнче пурӑнакан 90 ҫулти Елена Изракова кинемей килте ахаль лармасть. Унӑн килӗ музей евӗрех. Ватӑлма вӑхӑт ҫук унӑн – ал ӗҫӗпе аппаланать.

Ҫамрӑк чухне вăл çул-йĕр çинчи аварие лекнӗ. Ун чухне Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫи пынӑ. Рюкзак ҫакнӑ темиҫе хӗр ача кузовлӑ машина ҫине ларса çула тухнă. Ҫав вӑхӑтра тепӗр машина иртсе пынӑ, сасартăк Еленӑн рюкзакне ҫаклатнӑ та сĕтӗрсе кайнӑ. Хӗр машина айне лекнӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл пульницӑра виҫӗ уйӑх выртнӑ. Тухтӑр ӑна качча тухма сӗнмен, ача ҫуратма ирӗк паман. Ҫапах та пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхнă Елена икӗ хӗр ҫуратнӑ.
Хальхи вăхăтра Елена Изракова пулла ҫӳреме юратать. Кунне 50 пулӑ тытни уншӑн норма шутланать. Хӑш чух ҫӗрлечченех, ачисем хунар илсе ӑна шырама пыричченех, вӑлта тытса ларать.
Чăваш хĕрарăмĕ хăй вăхăтĕнче лайӑх каменщик, штукатур пулнă. Хӑйӗн ҫуртне те вӑл хӑех хăпартнӑ. Халӗ хастар кинемей 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленет.
Чăваш халăх сайтĕнчен.
Редакцирен: тухтăрсем пĕлтернĕ тăрăх, вăлтапа пулă тытни нерв системине çирĕплетет. Çак чăнлăха тĕпе хурса пирĕн хаçат тусĕ, 87 çулхи Александр Савельев-САС çыравçă та, кунсерен пулла çÿрет, кашнинчех пĕр çатмалăх пулă тытнине пĕлтерет.