Çулĕсене пăхмасăр вăл хавхаланчăк кăмăллă, савăнăçлă, хăш-пĕр çамрăкран та ирттерет. Василиса кинемине чăваш халăх сăмахлăхĕн арчи теме те юрать. Мĕн чухлĕ юрă-сăвă, такмак пĕлет вăл. Савăнăçлисене те, хурлăхлисене те шăрантарать. Такмаксем тесен вĕсен шучĕ те çук пуль. Вăл пур юрă сăмахĕсене те, кĕввисене те ас тăвать. «Çеçпĕл» ансамблĕн çамрăк хастарĕсем сумлă ватăран час-часах пулăшу ыйтаççĕ. Василиса Петровна куншăн савăнать çеç. Пултарулăх ушкăнĕн хастарĕсем хăйсене малашне те хавахалантарса пыма ăна ăна çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ.