Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Аслă ăру
31 Августӑн 2022, 11:00

Ватлăх кунĕсем телей çеç кÿччĕр

Пурнăç вăл пурнăçах… вăхăчĕпе ватлăх та çитет. Вăл пуриншĕн те пĕр пек килмест. Пĕрисем тивĕçлĕ канăва тухсан чăннипех канаççĕ: санаторисене, кану çурчĕсене каяççĕ, тĕрлĕ экскурсисенче пулаççĕ, вăрмана, пулла çÿрекенсем те сахал мар, физкультурăпа, спортпа ытларах туслашаççĕ, фольклор ушкăнĕсене хутшăнаççĕ, мăнуксене ÿстерме пулăшаççĕ, вĕсемпе савăнаççĕ...

Ватлăх кунĕсем телей çеç кÿччĕр
Ватлăх кунĕсем телей çеç кÿччĕр

Пурнăçпа туллин киленекен ватăсенчен пĕри – Авăркас тăрăхĕнчи Меселпуç ялĕнче пурăнакан Татьяна Николаевнапа Василий Яковлевич Григорьевсем. Кил хуçи арăмĕ кÿршĕри Маньел ялĕнче 1950 çулхи октябрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче çуралнă. Ялти вăтам пĕлÿллĕ шкул сакки хыççăн Ĕпхÿри шкул çулчченхи педагогика училищинче вĕреннĕ, çамрăк хĕр воспитатель профессине алла илнĕ. Маньел хĕрĕ училище пĕтернĕ çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва кайиччен ялти ача садĕнче ĕçленĕ. Пĕр сăмахпа каласан, Татьяна Николаевна темиçе ăрушăн «иккĕмĕш» анне пулнă.
Василий Яковлевич 1947 çулхи август уйăхĕн 2-мĕшĕнче Журавлевка ялĕнче нумай ачаллă çемьере çут тĕнчене килнĕ. Çамрăк каччă шкул пĕтерсен физкультура техникумĕнче ăс пухнă, Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă. Ĕçлĕ пурнăçне Мичурин ячĕллĕ колхозра строитель пулса ĕçленинчен тытăннă. Çавăн пекех вăл Макарово ялĕнчи сакăр класлă шкулта физкультура учителĕ пулса виçĕ çул ĕçленĕ. Василий Яковлевичăн пурнăçĕн ытларах пайĕ Меселпуç ялĕнчи пĕлÿ çурчĕпе çыхăннă. Кунта вăл тăватă теçетке çула яхăн физкультура учителĕ, унтан военрук пулса вăй хунă. В.Я. Григорьев яваплăха туйса, чунне парса ĕçленине кура тĕрлĕ-тĕрлĕ наградăсене, Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Унсăр пуçне чăваш арĕ спорт мастерĕн кандидачĕ те шутланать. 1969 çулта çемье çавăрнă мăшăр виçĕ ачана пурнăç парнеленĕ. Григорьевсен ачисем, икĕ хĕрĕпе ывăлĕ, аслă пĕлÿ илнĕ. Паянхи кун вĕсем пурте çемьеллĕ пурнăçпа пурăнаççĕ, пархатарлă ĕçре вăй хураççĕ. Пĕр хĕрĕ вĕрентекен профессине суйласа илсе ашшĕ-амăшĕн юратнă ĕçне малалла тăсать.
Татьяна Николаевнапа Василий Яковлевич çичĕ теçетке урлă каçнă тесе кам калĕ-ши? Вĕсем çамрăк чухнехи пекех вăр-вар та вашават, сăн-пичĕсемпе илемлĕ, пĕвĕ-сийĕсем яштака… Вĕсенче яш чухнехи шухăлăх халĕ те çухалман. Мăшăр килте пысăк хуçалăх тытнисĕр пуçне, ĕнепе качакасем, сысна çурисемпе 65 пуç хур пăхать, общество ĕçне те хастар хутшăнать. Василий Яковлевич вырăнти ветерансен канашĕн ертÿçин лавне виçĕ теçетке çула яхăн туртса пырать. Татьяна Николаевна вара юрлама-ташлама кăмăлланăран «Шăпчăксем» чăваш ансамбльне çÿрет. Вăл мăшăрне те килте тунсăхласа ларма памасть – хăйпе пĕрле илет. Ансамбль репертуарĕнче чăваш тата вырăс юррисем. Шăпчăксем час-часах çывăхри ялсене çитсе хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Унсăр пуçне район тата республика шайĕсенче иртекен конкурссене хутшăнаççĕ, парнеллĕ вырăнсем йышăнаççĕ.
– Килте ларса йăлăхтарать. Кăшăлвирус эпидемийĕ алхаснă вăхăтра пачах та йывăр килчĕ. Ватăсене тухса çÿреме чарчĕç. Апла пулин те репетицисене вăрттăн-шăрттăн пухăнаттăмăр. Мĕншĕн тесен пĕр-пĕрне курса калаçнинчен лайăххи нимĕн те çук. Ансамбль пайташĕсем – çулланнă çынсем. Апла интересĕсем те пĕр тесе калама пулать. Хĕлле пĕрре пĕрин патĕнче, тепре теприн патĕнче пухăнатпăр, пĕр-пĕрне çуралнă кунпа саламлатпăр. Çу кунĕсенче вара ытларах çут çанталăка тухса çÿреме тăрăшатпăр. Кашни тĕлпулăва сăнласа паракан сăн ÿкерчĕксем тăватпăр, вĕсене типтерлĕн упратпăр. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсен хакĕ те ÿссе пырать. Кунта çынсен пурнăçĕн пĕр саманчĕ çырăнса юлать-çке. Ун пекки урăх нихăçан та пулма пултараймасть. Унсăр пуçне сăн ÿкерчĕк çынна пĕр самантлăха та пулин иртнĕ вăхăта тавăрать, – чунне уçса калаçрĕ Татьяна Николаевна.
Халăхра «Ватлăх – савăнăç та, телей те мар» тенине илтме пулать. Паллах, вăл лăпкă та хурлăхлă пулма пултарать. Темле тăрăшсан та унран тарса пытанаймăн. Анчах пурнăçа юратма та хаклама пĕлсен, çумра çывăх çынсем тата сывлăх пулсан вăл савăнăç çеç илсе килĕ.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Авăркас районĕ, Меселпуç ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: