Хăш чухне вăранатăп та шухăшласа выртатăп: «Сывă-и эпĕ, ăçта выртатăп?» Стенасем шап-шурă, йĕри-тавра тап-таса. Çăтмахра пуль тетĕп. Сас паратăп. Манăн юратнă кĕçĕн хĕрĕм чупса та çитет. Вăл çапла тасана тата тирпее юратать.
Эпĕ, телевизорпа кинофильмсем пăхнă пек, тĕрлĕ тĕслĕ тĕлĕксем куракан çынсен шутне кĕретĕп. Чи пĕлтерĕшли – вĕсенче яланах çамрăк. Час-часах хама шурă халатпа куратăп. Эпĕ хĕрĕх ытла çул медицина сестри пулса ĕçлерĕм. Пелепейри медицина училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн направленипе вырăссем пурăнакан Алексеевка ялне ĕçлеме ячĕç. Ун хыççăн район больницинчи куç кабинетĕнче пациентсене трахома чирĕнчен сиплерĕм. Лаççырма тата Кандрыкуль ялĕсенче ĕçлеме тиврĕ.
Час-часах иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче нумай çул хушши Пишпÿлеке тырă вырнă вăхăтра Мускав шоферĕсем колоннăпа килни тĕлленет. Хăйсем пурте çÿллĕ, илемлĕччĕ, шÿтлеме юрататчĕç. Рейса тухас умĕн столовăйĕнчи пĕр пÿлĕмре 7.00 сехетре вĕсен юн пусăмĕсене виçеттĕм. Хамăр Тельман ячĕллĕ колхоз водителĕсене ĕçе тухма ирĕк параттăм. Нумайăшĕ юн пусăмĕ пысăк пулсан та ĕçе тухмашкăн ирĕк паракан хут ыйтатчĕç. Эпĕ вара хам сăмах çинче çирĕп тăраттăм: «Эсир аварие лекес пулсан мана айăплаççĕ е тĕрмене лартаççĕ», – теттĕм.
Районти «Сельхозтехникăн» хăйĕн медпункчĕ пурччĕ. Кашни кĕркунне е çуркунне вăл призывниксене сыватмалли пункта çаврăнатчĕ. Эпĕ пулас салтаксене медицина тĕрĕслевĕ ирттереттĕмччĕ. Медицина учетне тăрататтăмччĕ. Çÿллĕшĕсене, мĕн чухлĕ тайнине виçеттĕмччĕ. Пулас салтаксене складри тырă миххисене виçмелли пысăк виçесем çинче виçме тÿр килетчĕ. Призывниксем суйласа илнĕ пек çирĕп хул-çурăмлăччĕ. Вĕсен çине пăхма та кăмăллăччĕ. Пирĕн çар та тĕнчере чи вăйличчĕ.
Ольга ЛЕОНТЬЕВА, медицина сферин ĕç ветеранĕ.
Пишпÿлек ялĕ.