Çемье кунĕ умĕн Ярмулайĕнчи культура çуртĕнче ăшă та туслă лару-тăрура «Манăн çемье – манăн савăнăç» уяв программи иртрĕ. Нумай çул хушши юратупа килĕшÿре пурăнакан Наталья Анатольевнăпа Вячеслав Федорович Гордеевсен, Галина Власовнăпа Александр Еремеевич Михайловсен çемйисем уявăн хисеплĕ хăнисем пулса тăчĕç. Çамрăк ăру вара вĕсене тимлĕ итлерĕ, аслисене вăйăсенче алă çупса хавхалантарчĕ.
Мероприяти вăхăтĕнче сумлă мăшăрсем телейлĕ çемье пурнăçĕн вăрттăнлăхĕсемпе, хаклăхĕсемпе паллаштарчĕç. Тĕрлĕ конкурссене хутшăнса килĕшÿлĕхе, пĕр-пĕрне юратнине, хисепленине кăтартса пачĕç.
Уяв программи хаваслă та илемлĕ иртрĕ. Вăл интереслĕ çеç мар, пĕлÿ енчен те усăллă пулчĕ: хавхалануллă кăмăл-туйăм туяннипе пĕрлех куракансен чунĕнче çывăх çыннисене тата та ытларах юратупа тимлĕх уйăрас ĕмĕт çуралчĕ. Пирĕн çамрăк куракансен чĕринче те «телей вăл – туслă та шанчăклă, çирĕп çемье» текен шухăш çирĕпленсе ларасса шанатпăр.
Ирина ВАСИЛЬЕВА.
Пелепей районĕ,
Ярмулай ялĕ.