Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Аслă ăру
7 Июнӗн 2023, 11:05

Усăллăри Дарья Патраева 95 çулхи юбилейне паллă тунă

Çтерлĕ районĕнчи Усăллă ялĕнче пурăнакан Дарья Григорьевна Патраеван килĕнче çак кун иртенпех халăх йышлă пулчĕ. Сăлтавĕ те пур – кил хуçи хĕрарăмĕ 95 çул тултарчĕ.

Усăллăри Дарья Патраева  95 çулхи юбилейне паллă тунă
Усăллăри Дарья Патраева 95 çулхи юбилейне паллă тунă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне, колхозра çур ĕмĕр ĕçленĕ тыл ĕçченне саламлама тăванĕсемпе çывăх çыннисем, кÿршисем килчĕç. Çавăн пекех юбиляр патне чечексемпе тата парнесемпе районти ветерансен канашĕн председателĕ Владимир Зазулин, ветерансен вырăнти пĕрлĕхĕн ертÿçи Владимир Данилов тата Усăллă ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Юрис Вахитов килсе çитрĕç. Çак кун кинеми ячĕпе мĕн чухлĕ ăшă сăмах каламарĕç пулĕ. Ăна çăмăл мар шăпишĕн, паттăрлăхĕшĕн, çирĕплĕхĕшĕн, пурнăçри йывăрлăхĕсене çĕнтерме пултарнишĕн ăшшăн тав турĕç.
Дарья Григорьевна хăрушă вăрçă çулĕсемпе тÿр килнĕ хăйĕн тертлĕ те нушаллă ачалăхне, çамрăклăхне аса илчĕ. Анчах ÿпкелешмерĕ, кулянмарĕ: «Телейлĕ пурăнăр, тÿрĕ кăмăлпа ĕçлĕр, аслă ăрусем вăй-хал тăкса тунă пурлăха упрăр», – терĕ çеç.
Паянхи кун юбиляр çывăх çыннисен тимлĕхĕпе киленсе пурăнать. Мăшăрĕпе вĕсем тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Дарья Григорьевнăна тăватă мăнукĕпе мăнукĕн пĕр ачи савăнтараççĕ. Çемье пĕрле пуçтарăнсан кил-çуртра хаваслă шăв-шав янăраса тăрать.
Юбилей телейпе савăнăç, вăрăм кун-çул илсе килтĕр.
Надежда РОДИОНОВА.
Çтерлĕ районĕ, Усăллă ялĕ.

Усăллăри Дарья Патраева  95 çулхи юбилейне паллă тунă
Усăллăри Дарья Патраева  95 çулхи юбилейне паллă тунă
Усăллăри Дарья Патраева 95 çулхи юбилейне паллă тунă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: