Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Аслă ăру
8 Августӑн 2023, 14:32

«Эпĕ хама тепĕр хут çуралнă тата сăпкари ача пек туятăп»

Çак кунсенче район тата ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, тăванĕсемпе çывăх çыннисем пĕтĕм чун-чĕререн Ситекпуç ялĕнче пурăнакан çĕр тата районти агропромышленность комплексĕн ĕçченне Владимир Николаевич Абрамова 85 çулхи юбилейпа саламларĕç.

«Эпĕ хама тепĕр хут çуралнă тата сăпкари ача пек туятăп»
«Эпĕ хама тепĕр хут çуралнă тата сăпкари ача пек туятăп»

Пишпÿлек районĕн Хисеплĕ гражданинĕн тата ПР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ячĕ халăхра. Сумлă ватă вăрах вăхăт Киров ячĕллĕ СПКра вăй хунă. Паян та вăл, çамрăк чухнехи пекех, стройра. Унăн сăнарĕ хăйне евĕрлĕ халăх халапĕпе тÿр килет: Турă тĕнчере виçĕ чи ĕçчен япала тунă – кăткă, пыл хурчĕ тата чăваш. Владимир Николаевич – шăпах çакăн пек ĕçчен çынсенчен пĕри. Район пуçлăхĕпе ял хуçалăх управленийĕ тата Киров ячĕллĕ СПК ертÿçи мĕнпур ыйтусем енĕпе калаçса килĕшнĕ хыççăн район шайĕнче семинар-канашлу ирттерме палăртнă. Вăлах асăннă хуçалăхри 2023 çулти вырма ĕçне пуçарса янă та. Çавăн пекех семинар-канашлăва ял хуçалăх кооперативĕн тĕп агрономĕн В.Абрамовăн çавра юбилейне халалланă. Çакăн пек чыса кашниех тивĕçеймест.
Мероприятие хутшăнакансем официаллă пай хыççăн юбиляра саламласа нумай ырă сăмах каларĕç, унăн ĕçченлĕхĕнчен тата профессие парăннинчен тĕлĕнсе савăнчĕç.
Район ертÿçин тивĕçне вăрах вăхăт пурнăçланă Наиль Гатауллин хисеплĕ Владимир Николаевича саламланă май, ял хуçалăх предприятинче ĕçсем мĕнле пынипе ялан интересленнине, малта пыракан хуçалăхра пулнă вăхăтра Владимир Абрамов патне, склад пÿлмисене, кĕрсе тÿхнине каласа пачĕ. Вĕсенче вара яланах тирпей хуçаланнă, пÿлмесем вăрлăхпа та, тырăпа та лăк тулли пулнă. Пенси çулĕсем çитиччен Наиль Габдуллович кашнинчех ăна тата тепĕр пилĕк çул ĕçлеме, çакăн хыççăн çеç тивĕçлĕ канăва кайма суннă. Кашни пилĕк çултан çак пулăм пулса иртнĕ. Хальхинче те, тăвăллăн алă çупнă вăхăтра, Наиль Гатауллин юбиляра тата пилĕк çула чăтса ирттерме тÿсĕмлĕхпе сывлăх сунчĕ.
– Районти мĕнпур аграрисен ятĕнчен 85 çулхи юбилей ячĕпе хĕрÿ салам йышăнсам. Эпир сирĕн пĕлтерĕшĕр пирĕншĕн пысăк пулнине тепĕр хут ĕненетпĕр. Эсир мĕнле должность йышăнсан та сире ĕçе парăнни уйăрса тăрать. Хисеплĕ Владимир Николаевич, сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу, нумай-нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеме, çамрăк ăрăва нумайрах опыт парса хăварма сунатпăр. Телейлĕ тата хисепре пурăнăр, сирĕн хытăнкă алă тупанĕсене тата шуралнă çÿç пĕрчисене пысăк хисеп, – çак сăмахсене каласа район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан ял хуçалăх управленийĕн ертÿçи Артур Галеев юбиляра парне пачĕ.
Раççейĕн тава тивĕçлĕ фермерĕ, хресченпе фермер хуçалăхĕн ертÿçи Сергей Михайлов пухăннисен ятĕнчен юбиляр ячĕпе нумай ырă сăмах каларĕ. Районти чăвашсен Канашне ертсе пыракан Сергей Квинтильянович чăваш диаспорин культура тата спорт мероприятийĕсен меценачĕ тата спонсорĕ шутланать. Вăл чăваш халăхĕн йăлисене пăхăнса Владимир Николаевича ăшă фланель кĕпе парнелерĕ.
Киров ячĕллĕ СПК ертÿçи Александр Тихонов хуçалăх ĕçченĕсен ятĕнчен юбиляра çуралнă кунпа саламларĕ, парне парнелерĕ.
Владимир Николаевич сăмах каланă май чаплă мероприятие йĕркелекенсене тав турĕ. Юбиляр хăйĕн ĕç биографийĕпе паллаштарчĕ, сывлăх панă таран ĕçе çÿреме шантарчĕ. Пухăннисем пурте ура çине тăрса çĕр ĕçченне алă çупса тав турĕç.
Юбилей малалла район центрĕнче тăсăлчĕ. Владимир Абрамова «Мир вкуса» хăтлă кафере тăванĕсемпе çывăх çыннисем чыс турĕç. Владимир Николаевич юратнă мăшăрĕпе Агрепина Ивановнăпа ултă ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел, мăшăрĕ 12 çул каялла çут тĕнчерен уйрăлнă. Çак ыратăва арçын кулленхи ĕçре сипленĕ те. Кукаçей-асатте ятсене тивĕçнĕ ĕçчен те хастар чăваш арне 9 мăнукĕпе 13 кĕçĕн мăнукĕ саламларĕç. Мускавра пурăнакан мăнукĕсем заказпа тутарнă кресло-ярăнкăч илсе килнĕ. Ăна юбилярăн ячĕпе хушамачĕн малтанхи сас паллийĕсене эрешлесе тунă ÿкерчĕк илем кÿрет.
– Эпĕ хама тепĕр хут çуралнă тата сăпкара выртнă ача пек туятăп, – терĕ Владимир Николаевич креслăна ларнă май.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ, Ситекпуç ялĕ.

«Эпĕ хама тепĕр хут çуралнă тата сăпкари ача пек туятăп»
«Эпĕ хама тепĕр хут çуралнă тата сăпкари ача пек туятăп»
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: