Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Аслă ăру
12 Декабрӗн 2023, 10:22

Супер асанне-кукамай Шланлăран

Толбазă салинче иртнĕ эрнере район шайĕнчи «Супер асанне-кукамай – 2023» конкурс иртнĕ.

Супер асанне-кукамай Шланлăран
Супер асанне-кукамай Шланлăран

Унта пурĕ 7 асанне-кукамай хутшăннă: Пишкайăн ялĕнчен – Алевтина Андреева, Адзиторовăран – Фавзия Опанасенко, Султанмуратран – Айгуль Гареева, Шланлăран – Альбина Петрова, Çементен – Насима Янсаева, Степановкăран – Светлана Нугуманова, Александровкăран – Надежда Куфтырева.
Авăркас районĕн «кĕмĕл ÿсĕмри» пикисем куракансене тата жюри пайташĕсене хăйсен таланчĕпе паллаштарнă, кулинари конкурсĕнче вăй виçнĕ, физкультурăпа спортра çирĕп пулнине кăтартса панă. Вĕсен пултарулăхĕпе харсăрлăхне хак панă май вĕсене никам та асанне-кукамай тесе каламĕ. Вăй-хăват та, чунри хавхалану туйăмĕ те, сăн-питри савăнăç кулли те сÿнмен.
Конкурса хутшăнакансене саламлама район администраци пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов килсе çитнĕ. Вăл вĕсен ячĕпе ăшă та кăмăллă сăмахсем каланă.
– Пирĕн асанне-кукамайсем хастар та вăрăм ĕмĕрлĕ пулма нимĕнле ÿсĕм те чăрмав маррине çирĕплетсе параççĕ. Пурнăçра пуçаруллă та обществăшăн усăллă çын пулма нихăçан та кая юлмаççĕ. Вĕсем ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Пурне те хăюлăхшăн, куракансене савăнăç парнеленĕшĕн чун-чĕререн тав тăватăп. Малашне те районăн обществăпа культура пурнăçне хастар хутшăнмалла пултăр. Ырлăх, телей сунатăп, сывлăхлă тата çĕкленÿллĕ пулăр, çитĕнÿсемпе савăнса пурăнăр, – тенĕ район пуçлăхĕ конкурса уçнă май.
Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх «Супер асанне-кукамай – 2023» ята Шланлă ялĕнчен килнĕ Альбина Петрова (сăн ÿкерчĕкре) тивĕçнĕ. Унăн ултă мăнук. Альбина Варламовна хĕрĕх çула яхăн ялти шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçре вăй хунă, мăшăрĕпе, Алексей Николаевичпа, виçĕ ача çитĕнтернĕ. Сăмах май, супер асанне-кукамай çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесен 2019 çулхи апрель уйăхĕн 11-мĕшĕнче «Урал сасси» хаçатра (15№) кун çути курнă «Амăшĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртекен» очеркпа паллашма пулать.
Эпир вара Альбина Варламовнăна вулакансен ятĕнчен, çак сумлă ята тивĕçнĕ май, саламлатпăр, ырлăх-сывлăх та вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Авăркас районĕ.

Супер асанне-кукамай Шланлăран
Супер асанне-кукамай Шланлăран
Супер асанне-кукамай Шланлăран
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: