Пур хыпар та
Аслă ăру
19 Декабрӗн 2023, 11:31

Чăваш чĕлхине çур ĕмĕре яхăн вĕрентнĕ вĕрентекен

2023 ҫула Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн Указӗпе килĕшÿллĕн Педагогпа наставник çулталӑкӗ тесе палăртнă. Ҫавӑнпа хамӑн ӗҫе Çтерлӗпуҫ районӗнчи Тетӗрпуҫ ялӗнче 40 ҫул ытла ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентес тата воспитани парас енӗпе ӗҫленĕ педагога халаллама шутларӑм.

Чăваш чĕлхине çур ĕмĕре яхăн вĕрентнĕ вĕрентекен
Чăваш чĕлхине çур ĕмĕре яхăн вĕрентнĕ вĕрентекен

Ольга Николаевна Ермакова 1934 ҫулта Чǎваш Енри Елчĕк районне кĕрекен Шăмалак ялĕнче ҫуралнă, ачалăхĕ çак тăрăхрах иртнĕ. Пирӗн яла 1954 ҫулта килнӗ. Вăл хӑйӗн ӗмӗрĕнче тӗрӗслӗхпе пурăнма, туслӑха упрама, тӑван чӗлхене юратма, чыслама, ачасене чǎваш чĕлхипе çепĕç калаҫма вӗрентнине паянхи кун та час-часах аслă ăру калаҫнине илтме тÿр килет.
Эпӗ шкула вӗренме ҫӳренӗ чух Ольга Николаевна тивӗҫлӗ канура пулнӑ пирки унпа тӗл пулман. Çак сумлă ҫынпа паллашас кӑмӑлпа Ҫырма кассинчи кермен евӗр ҫурт еннелле утрӑм.
Алӑкранах мана йӑл кулса «Айтук, ачам», – тесе кӗтсе илчӗ ватӑ пулин те чӑнк ҫеҫ тӳрӗ, ура ҫинче ҫирӗп тӑракан кинемей. Эпĕ хам епле шухӑшпа килнине систертӗм. Ольга Николаевна январь уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 90 ҫул тултарать пулин те ҫутӑ ӑс-тӑнне ҫухатманнине часах тавҫӑрса илтӗм. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен мана каласа пама кӑмӑлтан килӗшрӗ.
Калаҫӑва пуҫласанах пӗркеленсе пӗтнӗ питне тути хӗррине туртӑнтарса пилӗк ҫулта чухнех тӑлӑха тӑрса юлнине салхуллӑн систерчӗ. Ҫемйинче вӑл пилӗк ачаран тӑваттӑмӗш пулнине пĕлтерчĕ. Ашшӗ вӑрҫӑра пулнӑ вӑхӑтра вĕсем питӗ хӗн, асаплӑ пурнăҫпа пурӑннӑ. Ӳке амӑшĕ хӗрхенсех тӑман, патак та ҫитерме шеллемен, анчах Ольга Николаевна хӑйне ҫаптарсах тӑман, ытлашши парӑнман, амӑшӗн ҫилли иртиччен тарса хӑтӑлнӑ.
– Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче асаплӑ пурнӑҫра ӳснӗ пулсан, сирĕн шкула ҫӳреме те ункай пулман тӑр? – тесе ыйтрӑм эпӗ.
– Ҫук. Шкула ҫӳреттӗмӗр, – тесе пӗлтерчӗ Ольга Николаевна. – Анчах педучилище вĕренме ҫӳреме ансат марччӗ: тӳррĕн утсан 15 ҫухрӑм, ҫаврӑнса кайсан 40 ҫухрӑм утма тиветчӗ. Ӗлӗк хальхи пек машинӑсем кӗрлесе чупмастчӗҫ. Лашасем те сайра хутра ҫеҫ леккелетчӗҫ, анчах ҫӑкӗ йывӑр пулмасса вӗсем те лартмасӑрах иртсе каятчӗҫ.
– Хӑвӑрӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗн ятне асра тытатӑр-и?
– Мӗнле ас тумастӑн ӗнтӗ, яланах асра. Унӑн ячӗ – Валентина Петровна Диярова. Эпӗ вӗреннӗ Шăмалак ялĕнчи шкулта ҫав тери лайӑх, ырӑ кӑмӑллӑ вӗрентекенсем ӗҫлетчӗҫ. Вӗсене кура манӑн та ӳссен ачасене вӗрентекен пулса ӗҫлес килетчӗ.
– Эсир вара шкул пĕтерсенех педагогика училищине вӗренме кайрӑр-и?
– Тӗрӗс, ҫичӗ класс пӗтерсенех, вӗрентекен пулас ĕмĕтпе, пӗр юлташпа, сӗм тӑлӑх хӗрпе, Патӑрьел педучилищине экзамен тытса вӗренме кӗтӗмӗр. Анчах яла пӗр уйӑхранах каялла таврӑнса ҫитрӗмӗр. Вырӑсла калаҫма пӗлмен пирки питӗ йывӑр пулчӗ.
Ялта ӗҫсӗр выртса пулмасть, фермăна ӗҫлеме кайма тӳр килчӗ. Колхоз ӗҫӗ ҫӑмӑл мар. Тепӗр ҫул вара каллех ҫав училищĕне вӗренме кайрӑм. Шкул вӗреннӗ чух ҫеҫ мар, училищĕрен канмалли кунсенче килсе ҫӳренӗ чухне те пӗр ӗҫрен те юлман ĕнтĕ: тырӑ вырма, пуҫтарма яланах васканӑ.
– Вĕренсе пĕтерсен хăш шкула ĕҫлеме вырнаҫрӑр?
– Эпĕ вĕренĕве часах вĕçлеймерĕм. Тӑхӑнмалли те йӳнлӗ ҫукчӗ. Сивӗ хӗл никама та хĕрхенмест-ҫке, вӑйӗ ҫитнӗ таран лӑскать, силлет, чуна пырса тивет. Çавӑнпа чирӗ те юнашарах ҫӳрет. Виҫҫӗмӗш курсра вӗреннӗ чух кӗтмен ҫӗртен инкек килсе тухрĕ – хӑлха сӗм илтми пулчĕ. Ҫын мӗн калаҫнине илтмесен питӗ йывӑр. Вӗренӗве пӑрахса Мускаври мучисемпе тухтӑрсем тӑрӑх нумай ҫӳрерӗмĕр. Çулталӑкран ҫеҫ хӑлха уҫӑлчĕ. Училище директорĕ ҫав ҫул мана вĕренсе пĕтерме ирĕк памарĕ. Вара тепĕр ҫул ҫеҫ, Çĕрпÿ (Цивильск) хулинче тӑваттӑмĕш курса вĕренсе пĕтертĕм.
– Епле-ха эсир Чӑваш Енрен пирĕн яла килсе тухнӑ?
– Ĕлĕк вĕренсе пĕтерсен, ҫамрӑк специалистсене направленипе ĕҫлеме вырнаҫтаратчĕҫ. Çапла мана шӑпа Пушкӑрт Республикин Вĕрентÿ министерствине илсе ҫитерчĕ. Малтан Иглин районне янǎччĕ, анчах ҫулĕ пулман пирки килĕшмерĕм. Вара Çтерлĕпуҫ районĕнчи пĕртен-пĕр чǎваш ялĕнче чǎваш чĕлхи вĕрентекен ҫук тесе пĕлтерчĕҫ те кǎмǎлпах килĕшрĕм.
– Ют ҫĕрте пирĕн яла эсир мĕнле шыраса тупрǎр-ха?
– Çула ункай ҫав тери ырǎ кǎмăллǎ ҫынсем тĕл пулчĕҫ, вĕсем пулӑшрĕҫ. Çтерлĕ хулине ҫитсен каҫ выртма пĕр общежитине вырнаҫрӑм та ирхине каллех ҫула тухрӑм. Октябрь уйӑхĕн 18-мĕшĕнче ҫеҫ килсе ҫитрĕм, мана РОНОран Николай Васильевич Петров директор шкул лашипе пырса илчĕ.
– Хӑвӑрăн ĕмĕрĕре пирĕн ялта пурӑнса ирттернишĕн ÿкĕнместĕр-и?
– Çав тери савӑнатӑп çеç, пĕрре те ӳкĕнместĕп. Эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатӑп. Юратнӑ ĕҫре хĕрĕх ҫул ытла тăрăшрăм. Чун савнипе ҫемье ҫавӑрса пилĕк ача ҫуратса ӳстерсе «ҫунат» пиллерĕмĕр. Тетĕрпуҫ ачисене темиҫе ӳсĕм вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăлартăм. Хам вĕрентнĕ ачасем кӑмӑлтан ыр сунса килсе тухсан мĕнле савӑнать чĕре! Ача-пӑчапа ашшӗ-амӑшӗ тав тунинчен хакли мӗн пулма пултартӑр тата пирĕн ĕҫре?
Калаçăва вĕçленĕ май, эпĕ Ольга Николаевнăна тав туса савӑк кӑмăлпа урама тухрӑм. Çула май, мана та шǎпа тĕрĕс пурнǎҫ ҫулĕ суйласа илме пулǎштǎр тесе шухăшларăм.
Ольга Николаевна хǎй тǎрăшулăхĕпе, пултарулǎхĕпе йывăрлăхсене çĕнтерсе тава тивӗҫлӗ чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен пулса тăнă, тĕрлĕ ăрури çынсен хисепĕпе чысне тивĕçнĕ. Çавнашкал чǎваш хастарĕсене чĕрере упрар!
Константин ПЕТРОВ калаçнă.
Çтерлĕпуç районĕ, Тетĕрпуç ялĕ.

Чăваш чĕлхине çур ĕмĕре яхăн вĕрентнĕ вĕрентекен
Чăваш чĕлхине çур ĕмĕре яхăн вĕрентнĕ вĕрентекен
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: