Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Аслă ăру
4 Июлӗн , 14:35

Кĕмĕл ÿсĕмри туристсем Красноусольск ялне çитсе килнĕ

Пишпÿлек районĕн кĕмĕл ÿсĕмри çул çÿревçисем «Пушкăртстанри вăрăм ĕмĕрлĕх. Туризм» программа витĕмĕпе черетлĕ çул çÿревре пулнă.

Кĕмĕл ÿсĕмри туристсем Красноусольск ялне çитсе килнĕ
Кĕмĕл ÿсĕмри туристсем Красноусольск ялне çитсе килнĕ

Ку хутĕнче маршрут Красноусольск ялне выртнă. Çула май вĕсем страус фермине те кĕрсе тухнă.  Туристсем çул çÿрев вăхăтĕнче çут çанталăк илемĕпе киленнĕ, тĕлĕнмелле страуссемпе паллашнă, Красноусольск санаторийĕ çывăхĕнчи сайра тĕл пулакан çăл куçсем патне çитсе курнă.

Курорт ялĕнче Табыньри Турă Амăшĕн çĕр хăвăлĕнче пулнă май унти сиплĕ шывпа çăвăннă, чи хастаррисем Усолка шывĕн тăварлă çăл куçне те чăмнă.

 - Красноусольск территорийĕнче пире гид кĕтсе илчĕ. Вăл çак паллă вырăн çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Эпир Табыньри мăнастире çитсе килтĕмĕр. Туристсем сывалас, çамрăкланас тесе çăлкуçĕнчи шывпа куçĕсене, пичĕсене çурĕç. Киле таврăннă май страус фермине кĕрсе тухрăмăр. Унта чĕр чунсене курма та, апат çитерме те пултартăмăр, -  каласа парать проекта хутшăннă Наталья Владимировна Молчанова.

Кĕмĕл ÿсĕмри туристсем Красноусольск ялне çитсе килнĕ
Кĕмĕл ÿсĕмри туристсем Красноусольск ялне çитсе килнĕ
Кĕмĕл ÿсĕмри туристсем Красноусольск ялне çитсе килнĕ
Кĕмĕл ÿсĕмри туристсем Красноусольск ялне çитсе килнĕ
Кĕмĕл ÿсĕмри туристсем Красноусольск ялне çитсе килнĕ
Кĕмĕл ÿсĕмри туристсем Красноусольск ялне çитсе килнĕ
Кĕмĕл ÿсĕмри туристсем Красноусольск ялне çитсе килнĕ
Кĕмĕл ÿсĕмри туристсем Красноусольск ялне çитсе килнĕ
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: