Эпӗ вӗсене ҫынна кӑтартмастӑп. Ҫумӑнти юлташун сывлӑхне упрас пулать, унăн чунне кичемлӗх кӗртсен, хӑвӑн та кӑмӑл чакать. Кукамай вӗрентнӗ пек ялан ҫынсемшӗн хӗвел ӑшши пулас килет. Çапла хам та ӑшӑнатӑп, кӑмӑлӑм ҫӳле хӑпарать, телей ҫунатлантарать. Телей туйӑмне тытса тӑма вӗренетӗп. Ҫанталӑкпа киленетӗп, сӑвӑсем ҫавӑнтах килсе тухаҫҫӗ. Хам йӗри-тавра ырӑлӑх ҫеҫ аталантӑр тетӗп. Ҫак тӗллевсем пурнӑҫланса пырсан ҫумри ҫын телейӗпе эпӗ те телейлӗ. Тӗнчене юрататӑп, ирхине пурнӑҫӑм аван тесе вӑранатӑп. Манӑн шалти ҫамрӑклӑх вӑй-халне пурнӑҫа юратса пурӑнни пулӑшать пулӗ тетӗп. Манран телейли кам пур тата?! Ачасем пурте ӑслӑ, пурнӑҫӗсем йӗркеллӗ. Пурлӑхӗ те Турӑ панӑ пек ҫителӗклӗ. Мӑнуксем, кӗҫӗн мӑнуксем – пурте савӑнтараҫҫӗ. Йывӑрлӑхсемсӗр те пулмасть. Анчах эпӗ хӗвел ҫине пӑхатӑп та: «Паян тӳпе ҫинче хура пӗлӗтсем, ыран вара ҫанталӑк ырӑ пулӗ» – тесе шанса пурăнатӑп. Ҫавӑ мана пурӑнма вӑй парать. Тӑвансем, туссем пулни, мӗнле йывӑр кунсем килсен те, хавхалантарать, пулӑшать. Хамӑн та вӗсен умӗнче, парӑмлӑ пулас марччӗ. Чун ырлӑхӗ пурне те ҫитет!