-3 °С
Юр
Çеçке калчисене, сăмахран, эустомăсене ноябрь уйăхĕн 18-20-мĕшĕсенчех савăтсене лартатăп, чÿрече çинче çуркуннеччен ÿстеретĕп, кайран пахчана куçарса лартатăп. Каярах петуни, амарант, вербена, годеция тата ытти чечексене лартатăп. Кашни кун вĕсемпе калаçатăп, часрах аталанма хистетĕп, мухтатăп. Мунчара пите, ÿт-пĕве бананпа пылтан маскăсем тума юрататăп. Тĕрлĕ кукăльсем пĕçерме кăмăллатăп. Çулла манăн тренажер залĕ пахчара, хĕлле вара йĕлтĕр çине тăратăп.