Урал сасси
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Аслă ăру
30 Сентябрӗн , 15:45

Нина Петрова, Авăркас районĕ.

– Активлӑ пурнӑҫ ҫыннӑн кӑмӑл-туйӑмӗнчен килет пуль. Сывлӑх пулсан, сиенлӗ йӑласене парӑнмасӑр пурнӑҫа юратса, вӑхӑтпа тан утсан, ҫемьере килӗшӳпе юрату хуҫалансан чунра яланах ӑш пиллӗ кӑмӑл-туйӑм пулать. Ҫакӑ вара пурнӑҫра чи кирли.

Нина Петрова, Авăркас районĕ.
Нина Петрова, Авăркас районĕ.

Ҫулӗсем манӑн сакӑр вуннӑ енне чупаҫҫӗ пулсан та чунăм пӗртте ватӑласшӑн мар. Ватӑлма вӑхӑт та ҫук. Мӑнуксене пӑхмалла, скандинави мелĕпе утма тухмалла, эрнере икӗ хутчен ансамбльте чӑваш юррисене юрлама Культура керменĕ енне икӗ ҫухрӑм утмалла.
«Мерчен» ансамбле 14 ҫул хушши савӑнса ҫÿретӗп. Чӑваш юррисене юрлама юрататӑп. Концертсене, конкурссене хутшӑнса кӑмӑла уҫатӑп.
Ансамбль мана Шупашкар, Ульяновск, Нурлат, Самара хулисене, хамӑр республика хулисемпе районӗсене илсе ҫитерчӗ. Нумай ҫынпа паллаштарчӗ, туслаштарчӗ.
Юрлакан этем чӑн та
Ватӑлмасть ҫул иртнӗҫем.
Телейлӗ ҫут тӗнчере,
Чӗри ун вун ҫиччӗре.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: