Пур хыпар та
Аслă ăру
1 Октябрӗн , 12:35

Надежда Степанова, Ĕпхÿ хули.

– Эпĕ çĕнĕ çынсемпе паллашса туссен йышне ÿстерме кăмăллатăп. Унсăр пуçне çул çÿревсене кайма, ялан хусканура пулма юрататăп.

Надежда Степанова, Ĕпхÿ хули.
Надежда Степанова, Ĕпхÿ хули.

Çавăн пекех спортпа та туслă пулма тăрăшатăп: зарядка тăватăп, скандинави мелĕпе утатăп, йĕлтĕрпе чупатăп. Хăй вăхăтĕнче коньки çине те тăраттăм, анчах халĕ шăмă сыпписем ыратаççĕ. Паллах, кашни çын çамрăклăха тăсма тăрăшать. Ман шутпа, çамрăклăха упрама лайăх кăмăл пулăшать. Кăмăл ырă та савăк пултăр тесен тулли те кăсăк пурнăçпа пурăнмалла. Сăмахран, мана Чăваш Ене кайса килни иксĕлми вăй-хăват парса тăрать. Нумай пулмасть эпĕ «Ясно» этнокомплексра пултăм. Ку вăл – чăваш юмахĕ. Халĕ те чунри хавхалану туйăмĕ сÿнмен. Тата мана чăваш тĕрри чуна ҫӗклентерет, хавхалантарать, кăмăла уçать, куçа илĕртет, чĕрене тыткăнлать. Эпĕ сурпансемпе чĕр çиттисене тĕрлеме юрататăп, хушпусемпе тухьясем тăватăп. Çаксем пурте манăн пурнăçа интереслĕрех те анлăрах тăваççĕ. Çапла эпĕ пурнăçа юрататăп.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: