Урал сасси
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Аслă ăру
1 Октябрӗн , 09:35

Вĕсен çурăмĕ хыçĕнче – вăрçă лăсканă ачалăх...

Октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери Ватăсен кунне паллă турăмăр. Çак уяв пире çулĕпе самаях аслисен пурнăçри пĕлтерĕшĕ пирки шухăшлама май парать.

Вĕсен çурăмĕ хыçĕнче – вăрçă лăсканă ачалăх...
Вĕсен çурăмĕ хыçĕнче – вăрçă лăсканă ачалăх...

Камсем-ха вĕсем ватă çынсем? Хăшĕ пенси çулне çитнисем тейĕ, тепри утмăл çултан иртнисемпе аслăраххисем тесе хуравлĕ. Тĕпрен илсен, лешсем те, кусем те хăйне майлă тĕрĕс пек.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн сĕнĕвĕпе килĕшÿллĕн, 60 çула çитнисем ватă çынсем шутланаççĕ. Тăхăр вунă çул урлă каçнисем – вăрăм ĕмĕрлисем. Вĕсем вăрăм ĕмĕр иртнĕ, çамрăк ăруран ăслăрах та, опытлăрах та. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, аталанать, аслисем ватăлса, хавшаса пыраççĕ. Çавăнпа та вĕсене пулăшу, тĕрев кирлĕ. Хăй вăхăтĕнче аслисем пирте чи лайăх енсене – юрату, ырă кăмăл, вашаватлăх – хывма тăрăшнă. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе вĕрентсе ÿстернĕ, ырă канашсем панă.
Вăрçă ачисем – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине, унпа çыхăннă пулăмсене хăйсем курнă, илтнĕ çынсем. Çапăçăва хутшăнман пулсан та унăн йывăрлăхĕсене сахал мар тÿссе ирттерме тÿр килнĕ вĕсене. Вăрçă тата ачалăх – ниепле те пĕр-пĕринпе çыхăнман ăнлавсем. Çак вăхăтра çуралнисен ачалăхĕ çине вăрçăн асапĕсем ытлашшипех тиеннĕ. Вăрçăччен арçынсем тунă йывăр ĕçсене хĕрарăмсемпе ачасене пурнăçлама тÿр килнĕ. Чăтма çук хĕн пулсан та малалла пурăнма тăрăшнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи умĕн çуралнисен çурăмĕ хыçĕнче пурин те вăрçă лăсканă ачалăх, шкулти вĕçленмен вĕренÿ. Вăрçă ачисене ачаранах ĕçе кÿлĕнме, пурнăçри уйрăм йывăрлăхсене, шăпа пÿрнине тÿссе ирттерме тÿр килнĕ. Апла пулин те хуçăлман вĕсем, çирĕп вăй-халлă, ырă кăмăллă та шанчăклă çынсем пулса çитĕннĕ. Шăпах çак пахалăхсем вĕсене пурăнма, шанчăка çухатмасăр малашлăха шанма, тивĕçлĕ çынсем пулса юлма пулăшаççĕ.
«Пурнăç ветеранĕсенчен» пĕри, Ермеккей районĕнчи Креппит ялĕнче пурăнакан Елизавета Васильевна Добрина иртнĕ çул вĕçĕнче хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Вăл тивĕçлипех ялăн ватă çынни шутланать. Вăрăм ĕмĕрлĕ çын хăй пирки каласа пама юратмасть. Унăн шăпи вăрçă вăхăтĕнчи ытти миллион çыннăннипе пĕр тан. Çавăнпа та аса илÿсем хĕнпе çеç тухаççĕ.
– Пĕр шухăшсăр ачалăх маншăн 1941 çулхи сентябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче вĕçленчĕ, – эпир çине тăрса ыйтнипе кăмăлсăр пуçларĕ калаçăвне Елизавета Васильевна. – Çав кун атте мана пĕрремĕш класа шкула ăсатрĕ. Хăй вара ялти ытти арçынсемпе пĕрле вăрçа тухса кайрĕ. Эпир унпа Суккул шкулĕ умĕнче сывпуллашрăмăр. Пĕчĕк пулнăран юратнă çынпа ĕмĕрлĕхех уйрăлассине, урăх нихăçан та курмассине, вăл фронтран таврăнмассине ăнланман та. Çирĕп кăмăллăскер мана хыттăн ыталаса пуçран ачашларĕ, пите шăлса илсе лăпкă сасăпа:
– Аннĕре итлĕр. Пур ĕçре те пулăшăр. Эсĕ пысăк ĕнтĕ. Эпĕ часах таврăнăп, – терĕ те ытти арçынсем тăракан еннелле утрĕ.
Эпĕ халĕ те унăн аллисен ăшшине, сывпуллашу сăмахĕсене ас тăватăп.
Аслисенчен асаттепе асанне, анне тата эпир, ултă ача, пÿлĕмĕн çуррине кăмака йышăнакан кивĕ пÿртре пурăнаттăмăр. Çăмăллăхсем пирки каламалли те çук. Тумтир çĕтĕк-çатăк анчах. Мĕнле те пулсан сывă юлас тесе пĕчĕккинчен пуçласа пысăкки таран ĕçлетчĕç. Çулла ачасем çум çумлама çÿретчĕç, кĕркунне анасем çинче пучахсем пуçтаратчĕç. Хĕлле – фермăра, мĕн те пулсан илсе килмелле-и, кайса памалла-и? Пĕр сăмахпа каласан, ачасем яланах алă айĕнчеччĕ.
Атте 1942 çулхине фронтра хыпарсăр çухалчĕ. Хыпарсăр çухалнисен шутне кĕнĕрен пире пĕчĕк пособи те памастчĕç. 1944 çулта асатте выçлăхпа вилчĕ. Çапла тĕп тăрантаракансăр тăрса юлтăмăр. Вăл Чапаево ялĕнче кĕтÿçĕ пулса ĕçлетчĕ. Пиччепе иксĕмĕр ун вырăнне ĕçлеме пуçларăмăр. Вĕренĕве пăрахма тÿр килчĕ. Çулталăкран Кăратмас ялĕнче кĕтÿ кĕтме тара кĕтĕмĕр. Çапла майпа вилĕмрен хăтăлса юлтăмăр. Пĕр татăк çăкăршăн ĕçлеттĕмĕр, – аса илет Елизавета Васильевна иртнĕ пурнăçа. Çак сăмахсем хыççăн вăл хаш сывласа илчĕ те вăрахчен шăпланчĕ.
Елизавета Васильевна кĕçĕн Мария хĕрĕпе пурăнать (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре). Николай мăшăрĕпе икĕ ывăлпа икĕ хĕре пурнăç парнелесе ура çине тăратнă. Вĕсем – унăн мăнаçлăхĕ. Ачалăхпа тÿр килнĕ йывăр вăрçă çулĕсем, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен колхозра йывăр ĕçсенче ĕçлени сывлăхне хавшатман мар. Çавăнпа та пулăшакансемсĕр кил хуçалăха тытса пыраймасть вăл. Çулĕсем те сахал мар.
Креппит ялĕнчи вăрăм ĕмĕрлĕ çыннăн шăпи Суккул ял Канашĕнчи ытти ватăсен шăпипе пĕр пекех. Князевка ялĕнчи Кагирова Такмиля аппа 17 çултах Калинин ячĕллĕ колхоза доярка пулса вырнаçнă та мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен унта тăрăшнă. Кăçал вăл 90 çулхи юбилейне паллă тунă.
Гайнуллин Габдулла агай 1941 çулта Суккул ялĕнчи Кызыл Маяк колхозăн сурăх ферминче фронта кайнă ашшĕ вырăнне ĕçлеме пуçланă. Ун чухне вăл 14 çулта пулнă. Вăл – «Тыл ĕçченĕ».
Губайдуллина Мархаба аппа та «Тыл ĕçченĕ». Вун пилĕк çулта чухне тантăшĕсемпе пĕрле вăрман касса йывăç хатĕрленĕ. Кунне бригадăри пĕр çын пуçне виçĕ кубла метр йывăç хатĕрлемелле пулнă. Вăл – чи аслисенчен пĕри. Çывăх вăхăтра 97 çул тултарать.
Шамсия аппа Галлямова – хăй пурнăçне библиотека ĕçне халалланă «Ĕç ветеранĕ».
Вĕсем шкулта вĕренме тÿр килменшĕн те, ачалăхсăр тăрса юлнăшăн та, ĕмĕчĕсем пурнăçланманшăн та ÿкĕнмеççĕ. Суккул ялĕнчи Лидия Васильевна Романова, Елена Николаевна Головина, Галия Халфиевна Гайнуллина сумлă ватăсем те Елизавета Добрина пекех шухăшлаççĕ.
Вĕсем хăйсене паттăрсем тесе шутламаççĕ. Ыттисемпе пĕр танах, пĕрлĕхлĕ ĕçшĕн тăрăшнă теççĕ. Вăрçă вăхăтĕнче сывă юлма çынсен ырăлăхĕ, пĕр-пĕрне хисеплени пулăшнă.
Галметдин СУЛТАНОВ.
Ермеккей районĕ, Суккул ялĕ.

Вĕсен çурăмĕ хыçĕнче – вăрçă лăсканă ачалăх...
Вĕсен çурăмĕ хыçĕнче – вăрçă лăсканă ачалăх...
Вĕсен çурăмĕ хыçĕнче – вăрçă лăсканă ачалăх...
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: