Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Аслă ăру
1 Октябрӗн , 10:35

Валентина Федорова, Ермеккей районĕ.

– Эпĕ ĕмĕр тăршшĕ медицина сферинче ĕçлерĕм, пенсие тухсан мăшăрпа Çурçĕртен тăван яла куçса килтĕмĕр, çурт лартрăмăр. Ĕçленĕ чух та, халĕ те районти, республикăри спорт мероприятийĕсене хутшăнатăп.

Валентина Федорова, Ермеккей районĕ.
Валентина Федорова, Ермеккей районĕ.

Хамăн тăван киле юрататăп, вăл хитререх пултăр тесе чечексем ÿстеретĕп. Халĕ тивĕçлĕ канура пулнă май ял пурнăçĕпе киленсе пурăнатăп, çулла кăмпана, çырлана çÿретĕп, хĕлле валли варени, салат, компотсем хупатăп. Автомашина çÿрететĕп, сусăр упăшкана пăхатăп. Хĕлле тĕрĕ тĕрлетĕп, алмаз мозайкинчен картинăсем пуçтаратăп. Вырăнти «Мерчен» ансамбле юрлама çÿретĕп, ушкăнпа район, республика шайĕнчи мероприятисене хутшăнатпăр. Тунсăхласа ларма, ватăлма вăхăт пачах та çук.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: