Пур хыпар та
Аслă ăру
1 Октябрӗн , 15:35

Юлия Михеева, Пелепей хули.

– Кашни ир вăрансанах хам, çывăх çынсем, тăвансем сывă пулнишĕн Турра, çут çанталăка тав тăватăп. Тавралăхпа киленетĕп, нумай çуран çÿретĕп. Çулла пахча çимĕç, чечексем ÿстеретĕп. Çыхма, çĕлеме, тĕрлеме та вăхăт тупатăп.

Юлия Михеева, Пелепей хули.
Юлия Михеева, Пелепей хули.

Алăпа тунă япаласене çывăх çынсене парнелетĕп. Мунча пур чир-чĕрсенчен те сиплеме пултарнине ĕненетĕп. Çавăнпа та хам çыхнă милĕксемпе хĕрÿ мунчара çапăнма кăмăллатăп. Халăх медицинин рецепчĕсемпе усă куратăп, вырăнта ÿсекен курăк чейĕсем туса ĕçме юрататăп. Ирхине гимнастика тăватăп, библиотекăна çÿретĕп. Каçпа, ĕçрен пушансан, пледпа чĕркенсе романсем вулатăп. Чи кирли – пурнăçри пулăмсене лăпкăрах йышăнма пĕлни, хăвăнпа ху килĕшÿре пулни.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: