Пур хыпар та
Аслă ăру
18 Сентябрӗн 2025, 09:00

Культура анинче ĕçлекенсене ăнăçу сунатăп

Юлашки вăхăтра ПР чăвашсен Канашĕн ертÿçисем час-часах улшăна пуçларĕç. 7-8 çын пуçтарăнаççĕ те çĕнĕ ертÿçĕ суйлаççĕ. Юлашки ертÿçе суйлама пуçтарăннă ушкăнра эпĕ те пултăм. Мана чĕнмен, эпĕ çак кун Ĕпхĕве ĕçпе килнĕччĕ. Хыпар илтсен эпĕ те пухăва кайрăм. Канашлăва 13 çынна чĕннĕ, анчах пурте килмен. Лару вĕçленичченех унта тăма май пулмарĕ манăн.

Культура анинче ĕçлекенсене ăнăçу сунатăп
Культура анинче ĕçлекенсене ăнăçу сунатăп

«Урал сасси» хаçатран çĕнĕ ертÿçе кама суйланине пĕлтĕм. Николай Иркунович Иванов ăçта, кам пулса ĕçленине тĕплĕн вуласа тухрăм та хам шухăша хаçата çырса пĕлтерме шутларăм. ПР чăвашсен Канашĕн пайташĕсем хушшинче килĕшÿсĕрлĕх пырать. Çын ĕçлеме пултараять-и, çук-и, анчах ертÿçĕ пулма тăрăшать. Эпĕ ку çырура Ирина Витальенва Сухарева епле ĕçлени пирки çырса пĕлтересшĕн. Ирина Витальевна Канашăн планĕсемпе паллаштаратчĕ. 2024 çулта вăл Кармаскалăра халиччен пулман «Кĕр сăри» ирттерчĕ. «Кĕр сăрине» пушă алăпа килмерĕç. Хăнасем ташă-юрă номерĕсемсĕр пуçне чăваш халăх ĕçме-çими, шăрттан, хуплу, техĕмлĕ сăра тата ытти те нумай япала илсе килнĕччĕ.
Çавăн пек хатĕрленсе килнисем пушă алăпа таврăнмарĕç. Сăра тата апат пĕçерсе килнисем аллисене укçа-тенкĕ тытса ташласа юрлакансем пысăк парнесемпе таврăнчĕç.
2024 çулта Толбазăра чăвашсен IV пысăк Уявĕ иртрĕ. Уява Мускавран, Пенза, Липецк хулисенчен чăвашсен пултарулăх ушкăнĕсем йышлăн килнĕччĕ. Нумай коллектив пулнăран уявăн концерчĕ каçхи ултă сехетченех пычĕ. Пĕр коллектив та хăйĕн пултарулăхне кăтартмасăр каймарĕ. Килекенсем нумайăн пулсан та уяв парнисем пурне те çитрĕç. Хăнасем йышлăн пуçтарăнни чĕнме, йыхравлама пĕлнинчен килет. Вĕсене пурне те уява килме 1-2 уйăх малтан чĕннĕ.
2025 çулхи февраль уйăхĕнче Ĕпхÿри Канашăн пысăк ларăвĕнче (пур районтан та делегатсем пурччĕ, анчах юлашки ларăва пуçтарăннă Ĕпхÿри çынсенчен нумайăшĕ çукчĕ) Ирина Сухарева хăйĕн отчетĕнче нумай ĕç кăтартрĕ. Сăмах калакансем унăн ĕçне ырларĕç.
Ирина Витальевна пултарулăх каçĕсем те ирттеретчĕ. Ун пек каçсем пире питĕ кирлĕ. Вăл çыннăн пултарулăхне уçса пама, аталантарма пулăшать. Культура çуртĕнче ĕçлекенсем çакăн пек çынсен пултарулăхĕсене курса хăйсен те тăрăшмалла.
Юрĕ, çĕнĕ Канашăн ертÿçине ырлăх-сывлăх сунса пысăк хавхаланупа ĕçлеме, чăвашсен фольклорне тата ташши-юррине аталантарма сунатăп.
Николай ВАСИЛЬЕВ,
«Мерчен» ансамбль ертÿçи, Авăркас районĕ,
Толбазă ялĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас