Пур хыпар та
Аслă ăру
11 Октябрӗн 2025, 17:00

Кашниех чемпион пулма пултараймасть, анчах чупма пултарать

Сентябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Ĕпхÿ хулинче ХІ Пĕтĕм тĕнчери марафон иртрĕ. Унта Раççейĕн 52 регионĕнчен тата 38 çĕршывран 10 125 çын хутшăнчĕ.

Кашниех чемпион пулма пултараймасть, анчах чупма пултарать
Кашниех чемпион пулма пултараймасть, анчах чупма пултарать

Пысăк ăмăртура Федоровка тăрăхĕнчи Урал ялĕнчи спортсменсем хăйсене тивĕçлĕ кăтартрĕç. Ефрем Рыбаков тата унăн Светлана хĕрĕ, Светлана Акритова тата Геннадий Дементьев (çак йĕркесен авторĕ) хаваспах спорт уявне хутшăнчĕç. Хутшăнчĕç кăна мар, çитĕнÿсем те турĕç.

Çапла Ефрем Рыбаков 60-65 çулсенчи ÿсĕмре 42,2 çухрăма хыçа хăварса иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Маттур, Ефрем Яковлевич! Спортсмен виççĕмĕш хут асăннă марафонта хăй чăтăмлăхĕпе çирĕплĕхне тĕрĕслет. Пĕрремĕш хутĕнче, 2023 çулта, çавăн пекех пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарнăччĕ. Пĕлтĕр ÿт-пÿ температури çĕкленнĕ пулсан та марафона чупса иртрĕ. Çурçĕр уттин хăнăхăвĕсем кăçал ăна çăмăл мар тĕрĕслевсене чăтса ирттерме пулăшрĕç. Ефрем Яковлевича Светлана хĕрĕ кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пысăк пулăшу пачĕ. Вăл çурмамарафон иртнĕ хыççăн марафонецсен çумне хутшăнчĕ, ашшĕпе пĕрле тата 10 çухрăм чупрĕ. Чăн-чăн тренер тата ывăлĕ Константин сĕнÿсем пачĕ, вăхăта сăнаса тăчĕ. Унăн мăшăрĕ Наталья, тухтăр пулнă май, Федоровка тăрăхĕн командине медицина пулăшăвĕ пама хатĕрччĕ.

Эпĕ хамăн ÿсĕмрисен хушшинче 10 çухрăмлă дистанцие хыçа хăварса саккăрмĕш вырăн йышăнтăм, Светлана Рыбакова çурмамарафонта 23-мĕш чупса килчĕ, Светлана Акритова массăллă чупăва хутшăнса финиша çитрĕ. Пĕтĕм командăна çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн пысăк тав.

Геннадий ДЕМЕНТЬЕВ, «Уралти çурçĕр утçисем» клубăн ертÿçи. 

Федоровка районĕ, Урал ялĕ.

Кашниех чемпион пулма пултараймасть, анчах чупма пултарать
Кашниех чемпион пулма пултараймасть, анчах чупма пултарать
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас