Унта хутшăнакансене районта пурăнакан хастар асанне-кукамайсем çинчен кĕскен каласа пама сĕннĕ. Пĕрисем тутлă икерчĕ пĕçереççĕ, иккĕмĕшсем ыркăмăллăх мастерскойĕсенче вăй хураççĕ, виççĕмĕшсем йĕпсемпе çыхма ăста, тăваттăмĕшсем скандинави уттипе интересленеççĕ…
Фотоконкурса ярса панă сăн ÿкерчĕксенчен пĕринче – Чуюнчă-Николаевка ялĕнче пурăнакан 97 çулхи Ольга Иванова. Ольга Егоровна çулĕсене пăхмасăр çут тĕнчепе киленет, пурнăçа юратать.
Акă мĕн çырнă ун пирки мăнукĕ Диана Иванова: «Асанне – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ. Кăçалхи май уйăхĕнче çывăх çыннăмăр 97 çул тултарчĕ. Вăл Чуюнчă-Николаевка ялĕнчи чи аслă çынсенчен пĕри шутланать. Асаннен мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем чылай. Апла пулин те килĕнче пĕчченех пурăнать. Анчах пиртен кашнийĕ ăна яланах килсе пулăшма тăрăшать. Ольга Егоровна питĕ ĕçчен çын, килти пур ĕçе те хăй тума мехел çитерет. «Ĕç çын пурнăçне вăрăмлатать», – тесе калать асанне.
Эпир килнĕ çĕре унăн яланах тутлă апат хатĕр. Кĕпе-йĕме вара алăпа çума тăрăшать. Картишне те йĕркере тытать, таса та илемлĕ. Сывлăхĕ май панă чух телевизорпа кăтартакан ирхи гимнастикăна тăвать. Эпир асаннене питĕ юрататпăр, унпа мăнаçланатпăр. Вăл пирĕншĕн хăюлăхпа вăй-хал тĕслĕхĕ пулса тăрать. Ольга Егоровна 97 çулта пулсан та унра хастарлăх çамрăксенчен нумайрах».
Ĕçре хастар кинемейĕн, вăрçă ветеранĕн сăн ÿкерчĕкĕ вулакансен чĕрине кĕрсе ларнă. Уншăн 972 çын сасă панă. Çапла майпа Диана Иванова тăратнă сăн ÿкерчĕк мала тухнă.
Ирида НОВИКОВА.
Давлекан районĕ.