Асăннă çавра çула халалласа Чăваш кĕнеке издательствинче Иван Яковлевăн «Аслă çул çинче» асаилĕвĕ пичетленсе тухрĕ. Вырăсларан чăвашла ăна Владимир Степанов куçарнă‚ ÿнерçи - Светлана Бритвина. Тиражĕ - 1000 экземпляр. Вăл Иван Яковлев асаилĕвĕсен иккĕмĕш кĕнеки шутланать. Пĕрремĕшĕ - «Çитĕннĕ вăхăт» - 2010 çулта пичетленнĕ‚ ăна Г.Ф. Юмарт куçарнă.
«Аслă çул çинче» аса илÿсенче Иван Яковлев университетра вĕреннĕ тапхăр пирки‚ Николай Ильминскийпе паллашни‚ Николай Иванович Чĕмпĕрти чăваш шкулне уçнă чух епле пулăшни çинчен каласа парать.
«Куçару ĕçĕ» сыпăкра Яковлев çак ĕçе пуçăнас шухăш епле çурални тата çак ĕçри йывăрлăхсене асăнать. «Чăвашсене христианлăхпа культура тĕлĕшĕнчен çутта кăларма кĕнекесем куçармалла текен шухăш Чĕмпĕр гимназийĕнче вĕреннĕ чухне çуралнăччĕ. Чăвашла куçарма хăтланса та пăхрăм‚ анчах ним путли те тухмарĕ. Нимĕçлерен вырăсла‚ вырăсларан латинла куçарма самай çăмăлрахчĕ. Чăвашла куçарасси мĕн тери йывăр иккенне ăнланса илтĕм вара», - тет вăл. Ильминский ăна питĕ ытарлă хурав парать. Мĕнпе танлаштарнă-ха вăл куçару ĕçне? Çакна çÿлерех асăннă сыпăкра пĕлме пулать.
Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ пирки те тĕплĕ каланă кĕнекере. Çак шкулта Яковлев палăртнă тăрăх‚ «хăнасене хапăл туни‚ çынна пулăшма хатĕрри‚ çывăх çынсене хÿтĕлени тĕп вырăнта пулмалла». Чăнах та‚ аслă вĕрентекенĕмĕр тăрăшнипе çав шухăшсене пĕтĕмпех тĕпе хунă унта‚ чылай пултаруллă яш-кĕрĕм вĕренсе тухнă унтан. Çапах та çав чаплă шкултан та синкерлĕ ĕç-пуç пăрăнса иртмен‚ пулăшакансемпе пĕрле ура хураканĕсем те тупăннă иккен.
Тепĕр сыпăкра çамрăк вулакансем Ульяновсен çемйипе паллашаççĕ. Иван Яковлевич вĕсемпе Чĕмпĕрте туслă пурăннă. Кунта вĕрентекенĕмĕр Ульяновсен ачисен шăпи мĕнлерех йĕркеленнине каласа парать.
Кашни çын ĕмĕтпе çунатлă. Мĕнлерех ĕмĕтсемпе пурăннă-ха Иван Яковлевич? «Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн пултаруллă ачисене Англири Кембридж тата Оксфорд университечĕсене вĕренме ярасшăнччĕ эпĕ». Çак ĕмĕт те‚ тепĕр палăртса хунă пысăк проект та‚ шел пулин те‚ пурнăçа кĕреймен. Çакăн пирки тĕплĕнрех «Манăн ĕмĕтсем» сыпăкра вулама пулать.
Паянхи кун «Аслă çул çине» кĕнекене Чăваш кĕнеке издательствин Шупашкарти лавккисенче туянма пулать.
Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.