Пур хыпар та
Асра тытса
30 Октябрӗн 2019, 16:26

«Урал-батыр» эпос авторне халалласа – Ялтăр Мучин асăну стенчĕ

Павел Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн музейĕ тепĕр стендпа пуянланчĕ. Ăна çак шкулта ĕçленĕ, пушă вăхăтра «Урал-батыр» пушкăрт халăх эпосне чăвашлана куçарса уйрăм кĕнеке кăларнă Николай Дмитриева (Ялтăр Мучи) халалланă.

- Мана ку произведени питĕ килĕшрĕ. Çавăнпа ăна чăваш халăхĕ патне çитерме тăрăшрăм, - тетчĕ Николай Васильевич. - Хам шутланă тăрăх, вăл чăвашсемпе хурăнташлă халăхăн кăмăл-туйăмне, шухăшне, хăйне евĕрлĕхне ăнланма пулăшать.
Кунта нимех те калаймăн: поэт-педагог пысăк та çăмăл мар ĕç туса ирттернĕ. Паянхи тата пулас Раççей цивилизацине аталантарма шăпах нацисен хушшинчи ăнлану тата туслă çыхăну кирлĕ. Ку - пĕрремĕшĕ. Иккĕмĕш сăлтавĕ те пур: паллă пушкăрт ăсчахĕсем «Урал-батыр» эпоса Пĕтĕм тĕнчери ЮНЕСКО еткерĕн реестрне кĕртме шутланă. Анчах ун пек тума эпос тĕрлĕ халăх тĕнчипе янăрамалла пулнă.
Николай Васильевич П.М. Миронов шкулĕнче 2004-2011 çулсенче тăрăшнă. Ăна коллективăн чунĕ теме те пулать. Сывлăхĕ хавшанипе шкултан кайма шутласан вĕрентекенсем пĕр шухăшлă пулса ăна «Хисеплĕ учитель» ята пачĕç. Каярах унăн сывлăхĕ питех те начар пулнине пĕлтĕмĕр. Апла пулин те вăл мероприятие килчĕ. Ăçтан кăна вăй-хал тупнă-ши?
Ветеран 2011 çулхи октябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкул ачисем кашни çулах Пĕтĕм тĕнчери «Урал-батыр» эпоса илемлĕ вулакансен конкурсне хутшăнаççĕ. Ăна тăван чĕлхепе илемлĕ шăрантарса лауреатсем пулса тăраççĕ. Апла пулсан эпир çакна çирĕплетсех калама пултаратпăр: вĕрентекенĕн ĕçĕ сая кайман. Унăн куçарăвĕпе тăван чĕлхене юратакан çĕнĕ ăру пĕлсе те вырăнлă усă курать.
Иван ТАРАСОВ.
Ĕпхÿ хули.
Читайте нас: