Пур хыпар та
Асра тытса
12 Нарӑсӑн 2020, 13:12

Унăн кăвайчĕ паянхи кун та ялкăшать

Январь уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пирӗн хаклӑ ентешӗмӗрӗн, Николай Леонтьев ҫыравҫӑн, ПР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ҫуралнӑ кунӗ. Ҫак кун ăна халалласа Çтерлӗри 6№ библиотекӑра асăну каçĕ иртрĕ.

Н.Л. Леонтьев Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, шӑпа вара ӑна Пушкӑртстана, Ҫтерлӗ хулине илсе ҫитернӗ. Николай Леонтьевич тӑван чӗлхене аталантарассишӗн вӑй-халне шеллемесӗр ӗҫленӗ. Паянхи кун республика шайӗнче тухса тӑракан пӗртен-пӗр «Урал сасси» хаҫата, «Шуратӑл» литпӗрлешӗве пуҫарса яракансенчен пӗри. Паянхи кун яш-кӗрĕм Ҫтерлӗ хулинче чӑваш чӗлхипе аслӑ пӗлӳ илет, вӑхӑтӗнче кашни кӗҫнерни кун «Туссем» ташӑ каҫӗ иртетчӗ. Ӑна ертсе пыраканӗ «Сарпи» профессионаллӑ ансамблӗн солистки,Пушкӑрт Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Елена Федорова пулнă. Нумай ырӑ сӑмахсем каларӗ юрӑҫӑ пирӗн хисеплӗ ентешӗмӗр ҫинчен.
Н. Леонтьев тунӑ ӗҫсем нумай. Ҫакӑн пек пархатарлӑ ӗҫсем туса хӑварнӑшӑн эпир ӑна ырӑпа асӑнатпӑр.
Мероприяти вăхăтĕнче сумлă çынна асăнса «Шуратӑл» литпӗрлешӗвӗн яваплӑ секретарӗ Геннадий Челпир, пӗрремӗш чӑваш культура пӗрлӗхӗн ертӳҫи Геннадий Дмитриев, Валентина Зорина вулавăш ĕçченĕ ҫыравҫӑпа ҫыхӑннӑ, тӗл пулнӑ самантсем ҫинче чарăнса тăчӗҫ. Пушкӑртстанри чӑвашсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Федор Кузьмин аякра пулсан та телефонпа хӑйӗн аса илӗвӗсемпе паллаштарчӗ.
Аса илӳ каҫне «Сарпи» профессиллӗ тата «Тавах» халӑх ансамблӗсем хутшăнчӗҫ. Вĕсем Николай Леонтьев ҫырнӑ чуна пырса тивекен, Ирина Сухарева кӗвӗленӗ «Ҫӑлтӑр тӑкӑнать» юрра шăрантарчĕç. Залра ларакансем «Сарпи» ансамбль солисткисемпе пĕрле юрларӗҫ. Ольга Иванова ертсе пыракан халӑх ансамблӗ те юрӑсем парнелерӗ. «Шурӑ ҫӳҫлӗ салтак» юрра куҫҫуль кӑлармасӑр итлеме май пулмарӗ. Авторӑн сӑввисене илемлӗ чӗлхепе Е.Федорова, Г.Челпир, В.Васильева, В.Зорина вуларӗҫ.
Мероприяти чуна ӑшӑтакан туйӑмпа иртрĕ, чӑвашлӑхшӑн тумалли нумай-нумай ӗҫсем ҫинчен аса илтерчĕ. Январь уйӑхӗнче ҫуралнӑ чӑваш автономи пайташӗсене, Ҫтерлӗ хулинчи ЧНКА ертӳҫине Оксана Бабикована, «Сарпи» профессиллӗ ансамблӗн солисткине Анна Данилована тата 6№ библиотека ертӳҫине Валентина Зоринана паллӑ кунсемпе саламласа ырлӑх-сывлӑх, пурнӑҫра ăнăçу, юрату сунчĕç.
Асӑну каҫӗ чей ӗҫнипе вӗҫленчӗ. Кашни илсе килнӗ апат-ҫимӗҫсӗр пуҫне тата «Тӗлпулу» кафере (учредителӗ Юрий Петров) пӗҫернĕ апатсемпе сăйларĕç. Кӑмӑла каякан тутлӑ сăйсемпе чей ӗҫсе асӑнтӑмӑр ырӑ ҫынна.
Н. Л. Леонтьев чӗртнӗ чӑвашлӑх кӑвайчӗ паянхи кун та ялкӑшать. Унӑн ҫутӑ сӑнарӗ пирӗншӗн тӗслӗх пулса малашне те тӑван чӗлхене аталантарма вӑй-хӑват парса тӑрасса шанас килет.
Людмила МАРКИНА. Çтерлĕ хули.
Читайте нас: