Авăркас районĕнче пысăках мар Утаркÿл паççулкки пур. Ăна пуçараканĕ Семен Иванович Васильев шутланать. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 1943 çулта Украина çĕрĕ çинче пуç хунă. Ман сăмахăм вара унăн мăнукĕ Валентина Андреевна Данилова пирки пулĕ.
1969 çулхи июль уйăхĕн 15-мĕшĕнче ĕçчен те тăрăшуллă Васильевсен çемйинче виççĕмĕш хĕр пулса Валентина çуралать. Мĕн пĕчĕкрен хĕр ача çут çанталăка сăнама, юратма, чĕр чунсене хĕрхенме хăнăхса ÿсет.
1-5 классенче Валя Ташлăкÿл шкулĕнче ăс пухать. Тен тăван тавралăх илемне туйма, ăнланма пĕлнĕрен унăн чунĕ музыка енне туртăнать. Пилĕк класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн ашшĕпе амăшне ÿкĕте кĕртсе, вĕсене лайăх вĕренме сăмах парса Ĕпхÿ хулинчи музыка интернат-шкулне вĕренме кĕрет. Вальăн малашнехи пурнăçĕ Çтерлĕ хулипе çыхăнать. Ĕпхÿри музыка шкулне пĕтерсен Çтерлĕри пединститутра пуçламăш классен вĕрентекенĕн дипломне алла илет. Кунтах хĕр хăйĕн пулас мăшăрĕпе, Федор Евгеньевич Даниловпа (физкультура техникумĕн студенчĕпе) паллашать. Çтерлĕ хулинчи 21-мĕш номерлĕ шкулта пуçламăш класс учителĕ пулса ĕçе вырнаçать. Валентинăпа Федор 1989 çулта çемье çавăраççĕ. Çирĕп те туслă çемьере малтан Изабелла хĕрĕ, унтан Дмитрий ывăлĕ çуралаççĕ.
Тăван халăх, тăван ял историйĕпе интересленнĕ тата ял пуçаруçин мăнукĕ пулнă Валентина 1999 çулта Утаркÿлĕн 75 çулхи юбилейне те йĕркеленĕ. Ашшĕн, Андрей Семеновичăн, аса илĕвĕ тăрăх Валя кĕске вăхăтра тăван ялĕн, хăйсен йăхĕн историйĕсене сăвăласа çырать, юбилейра вуласа парать. Тата 2004 çулта Çимĕкре йĕркеленĕ «Шурă каçсене» («Белые ночи») кам аса илмĕ-ха? Чăваш чунлă хĕр тăван халăх йăли-йĕркине ыттисем патне те илсе çитересшĕн пулнă.
Валентина чăваш халăх уявĕсене питĕ юратнă, йăла-йĕркесемпе кăсăкланнă. Чăваш туйĕсенче хушпу тăхăнса, йĕркесене пăхăнса туй ертсе пынă, хăйĕн уçă сассипе юрă пуçланă.
– Унăн янăравлă сасси халĕ те хăлхара, йăл кулли куç умĕнче, – каласа параççĕ тăванĕсем.
Валя çулĕпе аслă пулмасан та унран ватти те, вĕтти те, çамрăкки те канашпа пулăшу ыйтма пултарнă. Вăл çамрăк пулсан та пурнăçа ăнланса пурăннă. «Тăвана суйламаççĕ, тăванпа пурăнма пĕлмелле» тенĕ вăл. Çавăнпа та пулĕ ăна усал сунакансем пулман. Вăл хăй çынна нихăçан та ăмсанман, уçă кăмăллăскер яланах пурне те пулăшма хатĕр пулнă. Пăрчăкан пек правур пулнă май пĕр вырăнта лара-тăра пĕлмен, аллинче яланах ĕç вĕренĕ.
Килĕнче те Валентина Андреевнан тирпейпе илем хуçаланнă. Таса та тирпейлĕ пулнă, кашни япала хăй вырăнĕнче выртнă.
Шел пулин те, Валя çинчен паян иртнĕ вăхăтра калама тивет. Ăна йывăр чир яланлăхах пиртен уйăрса илсе кайнă.
Халĕ Изабелла хĕрĕ амăшĕ пек пулма тăрăшать. Кил-çурта таса та тирпейлĕ тытать. Дмитрий шăллĕпе иккĕшĕ те амăшĕн чĕлхине – чăваш чĕлхине вĕреннĕ. Амăшĕн кун-çулĕ кĕске пулсан та ачисене тăван чĕлхене юратма, йăла-йĕркесене ăша хывма хăнăхтарса ĕлкĕрнĕ.
Федор Евгеньевич савнă мăшăрне асран кăлармасть. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен вил тăпри çине чечексем килсе хурать.
– Ачасене валли çурт лартрăм, Валя умĕнчи пĕр парăма татрăм. Мăшăрăм ячĕпе чиркÿ лартсан аван пулĕччĕ, – тет Федор Данилов.
Федор Евгеньевич Авăркас районĕнчи Таштамак ялĕнче Çветтуй Валентина ячĕпе чиркÿ никĕсне хывнă. Çапла çĕр çинче ырă ят хăварнă çынсем ырă ĕç тума хистеççĕ.
Валя çуркуннене питĕ юрататнă, пахчара чечексем ÿстерме кăмăлланă. Кашни пулăмпа савăнма пĕлнĕ. Çырма юхни те килĕшнĕ ăна. Пĕчĕк ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ. Лешсем вара ăна хăйсен вăрттăнлăхĕсене каласа панă. Канма та, ĕçлеме те пултарнă Валентина. Вăл пурнăçа питĕ юратнă. Мăшăрĕпе тату пурăннă, пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланнă. Вĕсен çемйинче яланах юратупа ăнлану хуçаланнă.
Валентина чăвашла та, вырăсла та сăвăсем çырнă. Хăйĕн хайлавĕсенче вăл ашшĕ-амăшне пурнăç парнеленĕшĕн, ÿстернĕшĕн, çын пулма пулăшнăшăн тав тунă, чăваш пулса çуралнишĕн мăнаçланма хистенĕ, çывăх çыннине çутă та вăйлă туйăмĕсене уçса панă.
Федор Евгеньевич мăшăрĕн ал çырăвĕсене альбом туса йĕркеленĕ. Ăна ачисемпе пĕрле чи хаклă япала пек упраççĕ. Ал çырăвĕсем Вальăн кăмăл-туйăмне, сывă чух каласа ĕлкĕреймен шухăшĕсене пирĕн пата çитереççĕ. Ашшĕ, Андрей Семенович: «34 çула çитиччен çеç пурăнса та темиçе çын тăвайман ĕçе турĕ» тени те тĕрĕсех.
Канлĕ çывăр, Валентина. Паян санăн сăввусене вуласан çынсен чунĕнче чăвашлăх туйăмĕ çуралчĕ пулсан эсĕ пуçарнă ĕçĕн малашлăхĕ пулатех.
Инга АЛЕКСЕЕВА .
Авăркас районĕ, Утаркÿл ялĕ.
Редакцирен. Валентина Данилован сăввине çывăх вăхăтра хаçатра пичетлеме палăртатпăр.