Пур хыпар та
Асра тытса
16 Августӑн 2022, 11:47

Чăваш улăпĕ космоса вĕçнине – 60 çул

1962 çул, август уйăхĕн 11-15-мĕш кунĕсем, тĕнчери мĕн пур чăвашсемшĕн калама çук пысăк та мăнаçлă Уяв пулса тăнă. Хăюллă чăваш Паттăрĕ – Андриян Григорьевич Николаев çак кунсенче космоса вĕçсе унта виçĕ талăк пулнă. Çакă вăл вăхăтра тĕнчери рекорд шайĕпе чи пысăк çитĕнÿ пулнă.

Чăваш улăпĕ космоса вĕçнине – 60 çул
Чăваш улăпĕ космоса вĕçнине – 60 çул

Чăваш кăйкăрĕ Совет Союзĕнче 3-мĕш, тĕнчере вара 5-мĕш космонавт ятне илнĕ. Вăл нимрен те хăраса тăман – тĕнчере пĕрремĕш хут, çыхăнса ларнă вырăнтан вĕçерĕнсе космос карапĕнче ирĕккĕн (невесомоçре) вĕçсе çÿренĕ. Тата вăл тĕнчере чи малтан космос карапне хăюллăн автоматика режимĕнчен хăй аллине куçарса вĕçнĕ. Паттăрлăх енчен çакна та манмалла мар ĕнтĕ - Юрий Гагарин космоса ăнăçлă вĕçиччен çавăнта темиçе космонавт пуçне хунă тесе Андриан Николаев каярах каланă тесе çыраççĕ.
Космосран таврăнсан тепĕр уйăхран, сентябрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче, чаплă космонавт тăван тăрăхне çитнĕ, вăл Шупашкарăн халăхпа тулнă урамĕсемпе кабриолетпа иртнĕ. Ăна, унпа мăнаçланса, хисеплесе, пиншер чăваш питĕ пысăк савăнăçпа, чечексемпе кĕтсе илнĕ. Çак манăçми тĕлпулу çинчен Шуршăл музейĕнче кинохроника курма май пур.
Паттăр чăваш, 1963-1968 çулсенче совет космонавчĕсен отрячĕн командирĕ пулнă. Тĕп конструктор С.П. Королев ăна «Лунная программа» отрядне 1962 çулах кĕртнĕ, çавăнпах ĕнтĕ вăл 4 талăка яхăн космосра вĕçнĕ – çакăн чухлĕ вăхăт Уйăх çине кайса килме кирлĕ пулнă.
С.П. Королев вилсен, Америка астронавчĕсем 1969 çулта Уйăх çинче темиçе хут пулнă хыççăн Совет Союзĕнче «Лунная программа» ăнăçлă хатĕрленеймен пирки пăрахăçа тухнă.
1970 çулта хастар чăваша «Союз-9» карапăн командирĕ туса иккĕмĕш хут космоса 18 талăка янă. Хальхинче те вăл космосра пулнă вăхăт тĕнче рекорчĕ шутланнă. Çав космосри питĕ сывлăха хавшатнă рекорд хыççăн Андриян пĕр уйăх тăршшĕ отчетсем çырнă, диссертаци хатĕрлесе техника наукисен кандидат степенне илнĕ.
Çак пысăк çитĕнÿсемшĕн ăна 2-мĕш хут Совет Союзĕн Геройĕ ята панă, çавăншăн вăл генерал-майор званине (1970 ç.) илсе космонавтсене хатĕрлекен Центрăн ертÿçин 1-мĕш çумĕ пулма тивĕçнĕ. 1981 çулта ăна СССР Патшалăх премине парса чысланă.
Вăл виçĕ кĕнеке авторĕ. Нумай çул РСФСР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă, 1994 çулта ăна РФ Патшалăх Думинче ĕçлеме сĕннĕ.
Унăн 1964 çулта хĕрĕ – Елена Андрияновна (халĕ Терешкова) çуралнă. Андриянăн икĕ мăнукĕ пур: Алексей Игоревич Майоров (1995 ç.) тата Андрей Андреевич Родионов (2004 ç.).
Андриян Григорьевич Николаев 2004 çулта Шупашкарта, 5-мĕш инфаркт хыççăн вилнĕ. Тивĕçлĕ канура та вăл Тăван çĕре манман, чăвашлăхшăн тăрăшнă. Вилнĕ кун та вăл Шупашкарти ăмăртусен Тĕп судьи пулнă. Ăна тăван ялĕнче, Шуршăлта, пытарнă. 1972 çултах унта унăн ячĕпе Асăну комплексĕ (музей) уçнă.
Ярухха Витти.
Çтерлĕ хули.

Чăваш улăпĕ космоса вĕçнине – 60 çул
Чăваш улăпĕ космоса вĕçнине – 60 çул
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: