Урал сасси
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Асра тытса
30 Августӑн 2022, 11:24

Паттăр ывăлĕн пуçарăвĕ пурнăçа кĕчĕ

Август уйăхĕн 25-мĕшĕнче Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройĕ Николай Спиридонович Павлов çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Тăнăçлă та телейлĕ пуласлăхшăн ирсĕр фашистсемпе пурнăçне хĕрхенмесĕр кĕрешнĕ паттăр умĕнче эпир ĕмĕр-ĕмĕр пуç таймалла. Çак тивĕçе асра тытса Нарспи çăлкуçĕ çывăхĕнче, Николай Спиридонович пурăннă вырăнта, чаплă лару-тăрура унăн бюстне тата асăну паркне уçрĕç.

Паттăр ывăлĕн пуçарăвĕ пурнăçа кĕчĕ
Паттăр ывăлĕн пуçарăвĕ пурнăçа кĕчĕ

Мероприятине нихçанхинчен те халăх йышлă пухăнчĕ. Церемонин чаплă хăнисен шутĕнче Пелепей район администраци пуçлăхĕ Азат Сахабиев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Динар Гильмутдинов, Пушкăртстан Республикинчи çар комиссарĕн çумĕ Рамиль Хайретдинов полковник, Пушкăртстан Республикинчи спорт министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Сергей Алопин, ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн сывлăх сыхлав, социаллă политика тата ветерансен ĕçĕпе ĕçлекен комитетăн председателĕ Салават Харасов депутат, вăрçă паттăрĕн ывăлĕ Анатолий Павлов отставкăри полковник мăшăрĕпе, ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕсем Лия Хафизовапа Марат Шафиков, Пелепей районĕнчи депутатсен Канашĕн председателĕ Сергей Лущиц, «Пограничник» журналăн тĕп редакторĕ Александр Мясников полковник, Пелепей районĕнчи çарпа патриотизм воспитанийĕ паракан обществăлла организацисен представителĕсем пулчĕç.
Бюста лартассипе, ашшĕн паттăрлăхĕ çинчен каласа паракан панорама уçассипе, йывăçсем лартса аллея никĕслессипе, ăна карта тытса çавăрассипе çыхăннă ĕçсене пĕтĕмĕшле паттăрăн ывăлĕ Анатолий Павлов хăйĕнпе пĕр шухăшлă çынсемпе йĕркелесе пынă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Федор Мадуров паллă скульптор хатĕрлеме пуçланă, анчах вăхăтсăр пунăçран уйрăлса кайнипе туса пĕтереймен (ăшшĕн ĕçне ывăлĕ Дмитрий Федорович малалла тăснă – авт.) бюста Азат Альвертовичпа Динар Загитович, Анатолий Николаевичпа «Юнарми» çарпа патриот общество юхăмĕн воспитанници Карина Павлова уçма тивĕçрĕç.
Паттăр ентешĕн палăкĕ умĕнче тухса калаçакансем те чылайăн пулчĕç. Азат Сахабиев паянхи пулăм чуна пырса тивекеннисенчен, çав вăхăтрах пуласлăхшăн пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче Пелепей тăрăхĕнче 32 асăну комплексĕ, Н.С. Павловăн бюсчĕ хулари тĕп асăну комплексĕнче пуррине те асăнса хăварчĕ. Хăй вăхăтĕнче запасри икĕ полковник (Анатолий Павловпа Борис Гордеев пирки сăмах пырать – авт.) çак пуçарупа пынă куна та аса илчĕ.
– Мирлĕ пурнăçшăн, çутă тÿпешĕн кĕрешнĕ паттăрсен ячĕсене пĕлмеллине, вĕсене асра тытмаллине, вĕсенчен тĕслĕх илмеллине яланах шута илсе пурăнмалла. Н.С. Павлов бюсчĕ сыввисене пирĕн халăх çĕнтерÿçĕ пулнине, çитĕнекен ăрăва вăрçă çулĕсенчи асаплă вăхăта аса илтерсе тăрĕ, чунра патриотизм туйăмĕ вăратĕ. Çакăн евĕр комплекссем хăпартни эпир хамăр историне пĕлнине çирĕплетет. Апла пулин пирĕн халăхăн пуласлăхĕ пур, - терĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ Динар Гильмутдинов.
Салават Фатаххович паянхи пулăм Слакпуç ялĕшĕн кăна мар, районпа республикăшăн та пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.
– Паян вăрçă ветеранне, Совет Союзĕн Геройне чыслатпăр, унăн çуралнă кунне паллă тăватпăр. Çак истори мĕнрен пуçланнине лайăх астăватăп. Ырă пуçарăва пурнăçа кĕртнĕшĕн тав тăватăп. Паянхи мероприяти ачасенче патриотла кăмăл-туйăм вăратмаллисенчен пĕри пулса тăрать, – терĕ халăх тарçи.
ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ, коммунистсен партийĕн членĕ Юнир Кутлугужин çакăн йышши мероприятие хутшăнма тÿр килнишĕн савăннине пытармарĕ. Пĕр ĕмĕрхи юбилей кунне бюст уçăлни уяв чысне тата та çÿлерех çĕкленине çирĕплетрĕ. Çак палăк унчченхи тата хальхи (Украинăри ятарлă çар операцийĕ) паттăрсене аса илтерессе шаннине пĕлтерчĕ. Унтан Юнир Галимьянович кăçал Социализмла Совет Республикисен Союзне 100 çул çитнине халалласа РФ коммунистсен партийĕн Тĕп комитечĕ ятĕнчен Анатолий Николаевича асăну медалĕ тата алла çыхмалли сехет парса чысларĕ.
Савăнăçлă уявăн официаллă пайне Совет Союзĕн Геройĕн ывăлĕ, Анатолий Николаевич тав сăмахĕпе вĕçлерĕ.
– Паян манăн ĕмĕт – палăк уçасси – пурнăçа кĕчĕ, – хумханса каларĕ отставкăри полковник. – 2005-мĕш çултанпа эпĕ çакăн çинчен ĕмĕтленнĕ. Паян эпĕ кĕтнĕ, тем пекех кĕтнĕ кун. Мероприятие килме кăмăл тунă çынсене, йĕркелÿçĕсене пысăк тав калатăп. Уйрăмах район пуçлăхне, Азат Альвертовича, çĕр лаптăкĕ уйăрса панăшăн. Шăпах кунта çамрăк ăрăва çарпа патриотизм воспитанийĕ парас енĕпе ĕçлеме пултартăм. Эпĕ пĕтĕм чунтан тăрăшрăм. Ĕçĕн кăтартăвне эсир, ял-йышсем, хак пама пултаратăр. Асăннă комплекс малалла аталанмалла. Шел, кăçал музей-пирамидăна уçассипе çыхăннă ĕçсене вĕçлесе пулмарĕ. Вăл пĕтĕмĕшле хупă пулмалла. Мĕнле йывăр пулсан та, патшалăх кăштах пулăшсан, пуçланă ĕçе вĕçне çитерме сăмах паратăп. Хама пулăшакансене, тăван ялпа района, чун-чĕререн тепĕр хут тав тăватăп.

Çак сăмахсем хыççăн хăнасем пулас паркра кăвак чăрăшсем лартрĕç.
Мероприятин иккĕмĕш пайĕ вырăнти культура çуртĕнче иртрĕ. Кунта та çар тумĕ тăхăннă хăнасем, чăваш тумĕллĕ хĕрарăмсемпе арçынсем чылайăнччĕ. Пĕрисем сцена çине тухма çапла тумланнă пулсан, теприсем – уява чăвашлăх сĕмĕ кĕртес тĕллевпе. Концерт программинчи кашни номер чаплă хăнасен ăшă сăмахĕсемпе ылмашса пычĕ. Сцена çине çÿлерех асăннă сумлă хăнасемсĕр пуçне ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ Антон Матренин, ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, тăватă хутчен тĕнче чемпионĕ, Европа чемпионĕ, XXII Олимп вăййисен бронза призерĕ, тĕнче Кубокĕн çĕнтерÿçи, «Халăхсен туслăхĕ» орденăн кавалерĕ Сергей Корнилаев, Мускаври Петр Великий ячĕллĕ çар академийĕн преподавателĕ, «Сыны Отечества» офицерсен обществин председателĕн пĕрремĕш çумĕ Иван Николаев çар наукисен докторĕ, «Асра тытчăр» проект авторĕ Борис Гордеев отставкăри полковник тухрĕç. Кашниех вĕсенчен çак куна паллă датăсен шутне кĕртни, çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани парасси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Çавăн пекех хăнасем Анатолий Николаевича унăн çуралнă кунĕпе (ашшĕпе ывăлĕ пĕр кунра çуралнă – авт.) саламларĕç, чун-чĕререн тухакан ырă сăмахсем каларĕç. Унсăр пуçне Пелепей район администраци пуçлăхĕ Азат Сахабиев мероприятие йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн Слакпуçĕнчи Ветерансен канашĕн председательне Вера Павлована, Слакпуç ял Канаш пуçлăхне Дмитрий Андреева, «Слак» ООО директорне Сергей Афанасьева (вăл техникăпа тивĕçтернĕ, салтак пăтти пĕçерме укçа-тенкĕ уйăрнă) тата Анатолий Павлова Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Çавăн пекех Пелепей районĕнчи Ветерансен канашĕн (председателĕ - Александр Буйлов) Тав çырăвне районти чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи Владимир Яковлев тивĕçрĕ.
Концерт программи пуян та тулли пулчĕ. Куракансене Слакпуçĕнчи «Силпи», Пелепей хулинчи «Илем» тата ачасен ташă ушкăнĕсемпе уйрăм юрăçсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Аякран килнĕ хăнасен юррисем – Ульяновск хулинчи «Сăрнай» фольклор ансамблĕ, Авăркас районĕнчи «Тăван кĕвĕсем» («Родные напевы»), Мускавран килсе çитнĕ Алена Силпи юрăç – залра ларакансене тÿрех тыткăнларĕç. Çапла икĕ сехете пыракан концерт ял халăхне ырă кăмăл парнелесе хăварчĕ.
Палăкпа асăну паркĕ уçни, чăрăшсем лартни пĕрремăш тапхăр кăна теççĕ. Малашне ку тавралăха тата та хăтлăлатасшăн. Мĕн ĕмĕтленни, шутлани пурнăçа кĕтĕрччĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.

Паттăр ывăлĕн пуçарăвĕ пурнăçа кĕчĕ
Паттăр ывăлĕн пуçарăвĕ пурнăçа кĕчĕ
Паттăр ывăлĕн пуçарăвĕ пурнăçа кĕчĕ
Паттăр ывăлĕн пуçарăвĕ пурнăçа кĕчĕ
Паттăр ывăлĕн пуçарăвĕ пурнăçа кĕчĕ
Паттăр ывăлĕн пуçарăвĕ пурнăçа кĕчĕ
Паттăр ывăлĕн пуçарăвĕ пурнăçа кĕчĕ
Паттăр ывăлĕн пуçарăвĕ пурнăçа кĕчĕ
Паттăр ывăлĕн пуçарăвĕ пурнăçа кĕчĕ
Паттăр ывăлĕн пуçарăвĕ пурнăçа кĕчĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: