Çак тăлăх ÿснĕ ача пуçĕнче 15 çул тултарсанах тăван халăха мĕнле усă тăвас-ши, патша саманинче чăваш культурине епле упраса хăварас-ши текен пархатарлă шухăшсем çуралнă. «Мĕншĕн ытти халăхсен хăйсен çырулăхĕ пур, чăвашсен вара çук…» – тесе тертленет Кăнна-Кушкинчен Чĕмпĕре вĕренме килнĕ чăваш ачи. Çак шухăшсем унăн пĕтĕм пурнăçĕн тĕллевĕ, пĕлтерĕшĕ пулса тăраççĕ.
Çапла вара вăл хăйĕн планĕсене пурнăçа кĕртме тытăнать. Малтан чăвашсен çĕнĕ алфавитне йĕркелет, унтан пĕрремĕш букварь кăларать, çĕнĕ çырулăх никĕслет, вырăсларан чăвашла нумай кĕнеке куçарать. Гимназире вĕренекенскер палăртнă шухăшне пурнăçа кĕртес тесе 1868 çулта хăй укçипе (ăна вăл пуян çынсен ачисене уроксем парса ĕçлесе илнĕ) харпăр шкулĕнче чăваш ачисене вĕрентме пуçлать, вĕсене учитель пулма хатĕрлет. Кайран ырă кăмăллă Н.Я. Шатров купса тата меценат пулăшнипе Сĕве шывĕ хĕрринче чул çурт туянса Чĕмпĕр чăваш шкулне уçать. Вăхăт иртнĕçемĕн çак шкул Атăл тăрăхĕнче вырăс мар наци ачисене пĕлÿ паракан пысăк вĕренÿ заведенийĕ пулса тăрать. Ăна Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи халăх шкулĕсен инспекторĕ И.Н. Ульянов пулăшнипе Халăх çут ĕç министерстви 1871 çулта хăй çунатти айне илет. Пĕрремĕш вĕрентÿçĕ пулма В.А. Калашникова шанаççĕ. И.Я. Яковлев шкулта ĕçлеме укçашăн мар, ачасен пĕлĕвне ÿстерессишĕн чунне пама хатĕр çынсене çеç йышăннă. Хăй интересĕшĕн çеç çунакансенчен вăл пĕр шелсĕр хăтăлнă.
1875 çулта шкул учительсен семинарийĕ шайне хăпарать. Унта чăваш ялĕсенчи чиркÿ приххучĕсем валли чăвашла пĕлекен священниксем хатĕрлеççĕ. Шкула тĕрлĕ ÿсĕмри тĕне кĕнĕ тата кĕмен чăваш ачисене, çаплах вырăссене тата тĕне кĕнĕ тутарсене илнĕ. Вĕсем унта 11 çултан пуçласа вун саккăра çитиччен пулнă.
1878 çулта ку шкулта хĕрарăмсем те вĕренме тытăннă. 1879 çулта вара учительсен пĕрремĕш ушкăнĕ вĕренсе тухса чăваш ялĕсене ĕçлеме кайнă. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче каярах тĕрлĕ халăх ачисем пĕлÿ илнĕ, казах ачисем вĕренни те паллă.
Асăннă чăваш шкулĕн тытăмне арçынсен учительсен шкулĕ, хĕрарăмсен педагогика курсĕсем, арçынсен тата хĕрарăмсен пуçламăш шкулĕсем кĕнĕ.
Шкул дирекцийĕ 1893 çулта Чĕмпĕр хулин кăнтăр енче 300 гектар çĕр тата ял хуçалăх фермине илнĕ. Çаплах унта утар, сад, пахча, пулă ĕрчетекен кÿлĕ вырнаçнă, унта вĕренекенсем çеç ĕçленĕ. Пахча çимĕç усрама нÿхрепсем, кĕлетсем те пулнă. Çакăнтах мунча та ларнă. Шкул территорийĕнчи производство мастерскойĕнче вĕренекенсем çĕнĕрен уçăлакан шкулсем валли партăсем, класс доскисем, чÿрече хашакĕсем, сĕтел-пукансем туса хатĕрленĕ. Ачасем теорие вĕреннипе пĕрлех ял хуçалăх ĕçне пурнăçлама та хăнăхнă, ятарлă специальность илнĕ.
Шкулта вĕрсе каламалли тата хĕлĕхлĕ инструментсен, симфони оркестрĕсем ĕçленĕ, хутăш тата хĕрарăмсен хорĕсем юрланă. Ултă çул пĕлÿ илнĕ тапхăрта кашни ачан мĕнле-тĕр музыка инструменчĕпе калама, юрлама, ташлама, ача-пăча хорĕ йĕркелесе ăна ертсе пыма вĕренмелле пулнă.
Вĕренекенсем ку заведенирен пуçламăш шкулта ĕçлеме ирĕк паракан вăтам педагогика пĕлĕвĕпе тухнă. Çаплах Чĕмпĕр чăваш шкулĕ учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институт рольне те хăй çине илнĕ. 1917 çулччен ку шкултан пĕр пин ытла ача вĕренсе тухнă. Кайран ун тытăмĕ тĕрлĕрен улшăннă, 1956 çулта вара, шел, Чĕмпĕр чăваш шкулне хупаççĕ. Халăх çут ĕç министрĕн Канашĕн членĕ Н.А. Бобровников сăмахĕпе, патша Раççейĕнче çакăн пек пуян та анлă пĕлÿ паракан педагогика заведенийĕ пулман. СССР çут ĕç наркомĕ А.В. Луначарский вара И.Я. Яковлев уçнă Чĕмпĕр чăваш шкулне «пĕтĕм чăваш культурин çăлкуçĕ» тесе хакланă.
«Халăхшăн пурăнакан çын вилсен те вĕсен асĕнче ĕмĕрлĕхех юлĕ, ăна чăннипех телейлĕ теме пулать. Халăха юратакан çын çут хĕвел айĕнчен нихăçан та çухалса каймасть. Курайманлăхпа пурăнакан нихăçан та тĕттĕмрен тухаймĕ, çулĕ те унăн çутă мар. Хăвăрăн вĕрентекенĕрсен сĕнĕвĕсене тĕпе хурса пурăнăр, пĕр сăмахне те ан манăр, вĕсем сирĕн чунăрсене усалтан хăтарĕç», – тенĕ хăй вăхăтĕнче И.Я. Яковлев. Çамрăксене вара эп Иван Яковлевич Яковлевăн 1921 çулта çырса хăварнă Халалне вуласа тухма сĕннĕ пулăттăм. Вăл ялан алă айĕнче пулмалла. Унта пурнăç ăс-хакăлĕ, пирĕн малашнехи çул.
Николай ЛАРИОНОВ-
Йĕлмел çыравçă.
Ульяновск хули.