Пур хыпар та
Асра тытса
11 Майӑн 2023, 11:30

Константин Иванов куçаруçă

Кăçалхи апрель уйăхĕнче М.Ю. Лермонтовăн «Песня про царя Ивана Васильевича, молодого опричника и удалого купца Калашникова» поэмин икĕ хут юбилейĕ пулчĕ: вырăсла пичетленсе тухнăранпа – 185 çул, чăвашла куçарăвне йĕркеленĕренпе 115 çул çитрĕ.

Константин Иванов куçаруçă
Константин Иванов куçаруçă

«Санра чăвашăн
Иксĕлми таланчĕ».
(Г.Ефимов «Чăваш халăх поэчĕ»)
1907-1908 çулсем – К.В. Иванов пултарулăхĕнчи чи хĕрÿ тапхăр. 1908 çулхи апрель уйăхĕнче Чĕмпĕрте М.Ю. Лермонтов хайлавĕсене чăвашла куçарнă кĕнеке пичетленсе тухнă. Унта М.Ю. Лермонтовăн «Иван ĕмпÿпе çамрăк сыхлавçă тата сатур Калашник хуçа çинчен хунă юрă» та (çапла куçарнă поэма ятне К.Иванов) кĕнĕ. Çак кĕнекере ку поэмăсăр пуçне вырăс çыравçин К.Иванов куçарнă ытти сăввисем те пичетленнĕ: «Пирĕшти», «Парăс», «Хумсемпе çынсем», «Чул ту»… Пурте чăвашла та çăмăллăн вуланаççĕ, илемлĕн янăраççĕ.
Пичетленсе тухсанах И.Я. Яковлев кĕнекене Н.И. Ашмарина ярса парать, хăй шухăшне пĕлтерме тархасласа ыйтать.
М.Ю. Лермонтовăн поэми 1838 çулта пичетленсе тухнă. Вырăс литературин паллă тĕпчевçи (критикĕ) В.Г. Белинский поэмăна пысăк хак панă, ăна нимле чĕлхене те куçарса пулмасть тенĕ: «Его поэма не может быть переведена ни на какой язык, ибо калорит ее весь в русском-народном языке». (В.Г. Белинский, Избранное, 1954 год). Анчах, халĕ эпир хамăр вырăслипе чăвашлине танлаштарса пăхар-ха.
Ох ты гой еси, царь Иван Васильевич!
Про тебя нашу песню сложили мы,
Про твово любимого опричника
Да про смелого купца, про Калашникова.
Эй, аслă патша, эй, Иван ĕмпÿ!
Сан çинчен эпир юрă хутăмăр,
Ху юратнă чуру сыхлавçу çинчен
Тата паттăр хуçа Калашник çинчен.
Чăннипех те, В.Белинский каланă пек «Переводчик прозы – раб, переводчик поэмы соперник!» пулса тухать.
А.В. Луначарский те М.Ю. Лермонтов поэмине пысăк хак панă: «Это произведение стоит на равной высоте с лучшими произведениями Пушкина…». Ку сăмахсем (Белинскин те, Луначарскин те) пирĕн поэта К.В. Иванова хак паниех.
Акă, мĕнле аса илет ку куçару пирки пĕрле вĕреннĕ, ĕçленĕ Н.В. Шупуççынни: «Куçарни питĕ чаплă пулчĕ, вырăслинчен те кая мар». Н.С. Сергеев çапла хак парать: «Шухăш пуянлăхĕпе тата янравлăхĕпе çак куçару оригиналпа пĕр шайра тăрать».
Иван Яковлевич Яковлев К.Ивановăн куçарас ĕçри пултарулăхне лайăх пĕлнĕ. Вăл ăна Библие куçарас ĕçе те явăçтарнă. Акă, И.Я. Яковлевăн «Манăн пурнăç» кĕнекинчи асаилÿсем: «Эпĕ Псалтире чăвашла куçартăм. Ăна темиçе хут та урăхлатса çĕнетрĕм… Юлашки хутĕнче Иванов пулăшнипе лайăхрах редакцилесе кăлартăм. Вăл вырăс чĕлхине питĕ лайăх пĕлетчĕ. Лермонтов поэзийĕн пĕлтерĕшне ăнланма пулăшас тесе, эпĕ ăна Белинский çырнисемпе паллаштартăм».
К.В. Ивановăн шăллĕ Квинтилиан аса илĕвĕнчен: «Вырăсларан чăвашла куçарма пит ăстаччĕ. Ку ĕçе вăл виличченех пăрахмарĕ. Куçарса, хăй çырса чăваш чĕлхине илемлентерме тăрăшрĕ».
Çав вăхăтрах (1907-1908 çç.) Лермонтов хайлавĕсемсĕр пуçне вăл А.В. Кольцов, Н.А. Некрасов, Н.Б. Огарев, А.Н. Майков сăввисене чăвашла куçарнă.
Эс – пĕтĕм çут çанталăк панă
Асамлă вăй, тĕлĕнтерÿ.
(Г.Айхи «Константин Иванов»)
Римма ПЕТРОВА.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: