Пур хыпар та
Асра тытса
5 Июлӗн 2023, 10:05

Кĕсле ту çине хăпарсан

Июль уйăхĕн 7-мĕшĕ – чăваш халăх поэчĕ Яков Гаврилович Ухсай вилнĕ кун. Кăçал вăл пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнăранпа 37 çул çитет. Поэт пирĕнпе юнашар çук пулин те унăн сăввисемпе поэмисем, сăвăлла романĕсем ĕмĕрех асра. Вĕсене эпир вулатпăр, пăхмасăр калатпăр. Паян сире Ухсай Яккăвĕн кĕçĕн Елена хĕрĕ çырнă асаилÿпе паллашма сĕнетпĕр. Елена Яковлевна ашшĕне мĕншĕн ту çине пытарни çинчен каласа парать.

Кĕсле ту çине хăпарсан
Кĕсле ту çине хăпарсан

Атте хăйне хăй çут тĕнчене килнĕ Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç ялĕнчи Кĕсле ту çине пытарма халалласа хăварнă.
Виличчен кăшт маларах вăл Лельăна (Я.Г. Ухсайăн аслă хĕрĕ) çапла каланă:
– Эпĕ вилсессĕн мана машинăн хыçалти ларкăчĕ çине хур та шăппăн çеç Пушкăртстана илсе кай. Унтах пытар.
– Мĕнле илсе çитеретĕп-ха сана? Эсĕ питĕ йывăр-çке.
– Вилес умĕн эпĕ йăлт типсе хăратăп, питĕ çăмăл пулатăп.
– Кĕсле ту çине епле пытарăп-ха сана? Мана никам та ĕненмĕ. Хăв аллупа халал çыр.
Çапла атте хăй аллипе: «Мана Слакпуçне, Кĕсле ту çине пытарăр», – тесе çырнă.
«Шăппăн» пытарасси пулмарĕ. Чăваш Ен правительствинче аттене Пушкăртстана илсе каяссине питĕ хирĕç пулчĕç, çине тăрсах Чăваш Енре пытарма ыйтрĕç. Наци пуянлăхĕ Чăваш Енре пулмалла тесе çирĕплетрĕç.
Çак сăлтавпа пирĕн пата пĕтĕм правительство делегацийĕ килчĕ. Пурте хура костюмсемпе, пысăк пÿлĕмре ларури пек «п» саспалли евĕр лараççĕ, аппапа иксĕмĕре ÿкĕте кĕртме хăтланаççĕ.
Анчах Леля çирĕп тăчĕ.
– Лена, эсĕ те пулин аçун, наци генийĕн вил тăприйĕ Чăваш Енре пулмаллипе килĕш, – тархаслаççĕ вĕсем мана.
– Çапла та-ха, анчах аттен халалĕ пур вĕт, унăн ирĕкне пăсма юрамасть.
– Апла «Аттене Слакпуçĕнче пытарма хистетпĕр» тесе çырăр.
Çапла эпĕ «вилнĕ çыннăн ирĕкне пурнăçласа» тесе хут çыртăм.
Пытару умĕнхи йывăр лару-тăрури уйрăм эпизодсем аса килеççĕ.
Аристарх Дмитриевпа Герман Желтухин килчĕç, атте патĕнче тăрмашрĕç. Вĕсем юриех хула хĕррине кайса утă тултарнă минтер илсе килчĕç, ăна аттен пуçĕ айне хучĕç.
«Яков Гаврилович утă шăршине юрататчĕ. Ăна кăмăллă пултăр. – Вĕсенчен тахăшĕ пиншакĕ кĕсйине сигарет чикрĕ, унтан хушса хучĕ: – Лере кăларса илме меллĕ пулмасть», – сигарет пачкине уçрĕ те каялла пиншак кĕсйине чиксе хучĕ.
Сывпуллашу К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртрĕ.
Асрах-ха пирĕн пата Семен Матвеевич Ислюков пычĕ те ман ачасене: «Кукаçăра вулăр. Ун пек поэт урăх пулман, пулмасть те», – терĕ.
Чăваш Ен правительстви Ухсай Яккăвне Чăваш Енрен Пушкăртстана юлашки çула ăсатса яма ятарлă самолет панăччĕ. Самолет Чăваш Енĕн тĕп хули çийĕн виçĕ хутчен вĕçсе çаврăнчĕ те Ĕпхÿ еннелле çул тытрĕ.
Унта пире Пушкăртстан делегацийĕ кĕтсе илчĕ. Вĕсенчен ман асра Тагир Исмагилович Ахунзянов тăрса юлнă. Атте ун çинчен мана час-часах каласа паратчĕ: обком секретарĕ, пултаруллă çыравçă, артист пек пултаруллă, «Нарспи» поэмăна пĕтĕмпех пăхмасăр пĕлекен çын.
Хĕвел анаспа Пелепей хулине çитрĕмĕр. Делегацийĕн пĕр пайĕ хăна çуртĕнче тăрса юлчĕ, ыттисем Кĕсле ту ăçта вырнаçнине пĕлес, тепĕр кунхи сывпуллашу самантне хатĕрленес тесе Слакпуçне кайрĕç.
Слакпуçне тĕттĕмленсен çитрĕмĕр, анчах никам та çывăрмастчĕ. Ял вĕлле хурчĕ пек сĕрлетчĕ. Çынсем аттене ту çине пытарассине хирĕçчĕ. Вĕсем «Ку мĕн авалтан пыракан йăлана хирĕç кайни пулать» тесе шавлатчĕç.
Тĕрĕссипе, вĕсем мăн асаттесен халалĕсене манса кайнă. Тăва хисеплесси пирĕн мăн асаттесем-чăвашсем пурăннă Алтайранах пуçланнă. (Чăваш чĕлхине наука тĕлĕшĕнчен тĕпчени ученăйсене сĕм авалхи вăхăта илсе çитерет. Хальхи вăхăтра библире чăваш сăмахĕсем те тĕл пулни, вĕсем вара сахал мар, паллă.) Мăн асттесем хăйсен авалхи Тăван çĕршывне юратнă, тусем çине мăнаçланса пăхнă. Унăн сăваплă тăррисем çинче уявсемпе чÿксем ирттернĕ.
Куракансем каласа панă тăрăх, Кĕсле ту тăрринче те вăйă картисем йĕркеленĕ, шăхлич, кĕсле каланă. Çак уявсене пуçарса яраканĕ çамрăк Якку пулнă. Ман шутпа, хăйне Кĕсле ту тăррине пытарма хушса атте авалхи йăласене хисепленине пĕлтерет. Унăн пĕтĕм пултарулăхĕ вара çакна çирĕплетет.
Сăмах хускатнă хыççăн ватă çынсем пурнăç хĕвĕшĕвĕнче авалхи йăласене пĕлменни е манса кайни, ял тавра выртакан тусенчен Кĕсле ту хăшĕ иккенне тĕп-тĕрĕс палăртайманни паллă пулчĕ. «Тен, унăн ячĕ ахаль çеç, поэзи символĕ пек пулма пултарать», – терĕç вĕсем.
Çĕрле пĕтĕм делегаци ялти ватă çынсемпе пĕрле çак вырăна шыраса çÿрерĕмĕр. Никам та вăл ăçта вырнаçнине пĕлмест.
Тĕлĕнмелле илемлĕ вырăн тупсан, аттене унта пытарма шутларăмăр. Çакăнта, Слакпуç ялĕ çывăхĕнчи Кĕсле ту тăрринче, атте ĕмĕрлĕхе канлĕх тупрĕ.
Пĕтĕмĕшле ретрен ярăнса тухакан сĕвек ту, унта хурăнсем ÿсеççĕ, вырăнĕ-вырăнĕпе шурă чулсем курăнаççĕ. Сăвăсем тăрăх пăхсан, хавхалану туйăмĕ ярса илнĕ поэт вĕсем çине ларса канма юратнă.
Тĕлĕнмелле кăмăл-туйăм çуралать çак ту çинче. Çĕр çинчен хăпса та алăсене сарса уçăлакан ирĕклĕхпе çĕршывăн пур еннелле те чупакан çулĕсем тăрăх вĕçсе иртес килет. Тĕнче уçлăхĕнче эсĕ пĕччен пек туйăнать, сана пур енчен те кĕвĕ-юрă ярса илнĕ.
Аялта, ту айĕнче, шыв шăнкăртатса юхни илтĕнет, шоссе хĕрринчи линисенчи пралуксем кĕрлеççĕ, васкавлă поездсем шавлаççĕ. Çил пур сасса та пĕр çĕре пуçтарать те хурăн тураттисем хушшинче çухалса кайса калаçу пуçлать – шу-шу-шу! Хăй юратăвĕ çинчен пĕлтерет тейĕн.
Çулçăсем ăшĕнче кайăксем чĕвĕлтетеççĕ, çÿлте, сарă донник ăшĕнче хуртсем сĕрлеççĕ, курăк ăшĕнче шăрчăксем чăрăлтатаççĕ. Çак сассем пĕр хора пĕрлешсе нумай саспа янăраççĕ. Сывлăшĕ те кунта юрлать тата янăрать, чиркÿри пек чунсене тасатса çÿлелле-çÿлелле хăпарать пек.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: