Пур хыпар та
Асра тытса
19 Июлӗн 2023, 10:05

АСРА ТЫТСА

Июль уйăхĕн 23-мĕшĕнче Пелепей районĕнчи Этĕл ялĕнче çуралса ÿснĕ хăй пултаруллă поэт, çыравçă Яков Яковлевич Степанов вилнĕренпе çулталăк çитет.

АСРА ТЫТСА
АСРА ТЫТСА

Вăл хăйĕн пурнăçне тăван енĕпе çыхăнтарнă. Тăван ялĕнче агроном, педагог пулса ĕçленĕ. Ал ăсти, техникăпа туслă пулнă, тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе вылянă, хăй çырнă сăвăсем тăрăх кĕвĕсем кĕвĕленĕ. Тăван ялĕпе çыхăннă «Телей пилленисем» ятлă историлле повесть çырса кăларнă. Паян, хаклă вулаканăмăрсем, сире Яков Степановăн сăввисене вуласа ун çинчен ырăпа аса илме сĕнетпĕр.

Вăйă юррисем – чун илемĕ

Çурхи ака пĕтсессĕн
Чăваш ака туй тăвать
Сĕлĕ шăтса тухсассăн
Çамрăк вăййа пухăнать.

Анаткасран, тукасран
Шăваç вăйă картисем.
Ял варринче тĕл пулса
Юрă юрлаç çамрăксем.

Каçхи сасă пит уçă
Инçе, инçе саланать.
Ярмулайсем ăмăртса,
Сас параççĕ вăйăра.

Вăйă саланичченех
Ялта никам çывăрмасть,
Кун пек тĕнче илемне
Илтсе кăмăл тăранмасть.

Шăпчăк, кăштах тăхта-ха,
Итле чăваш юррине.
Кун чуль пурнăç илемне
Эс илтеймĕн тĕнчере.
Çил те вĕрме чарăнать,
Йывăç çулçи шăпланать,
Кайăк çунат хускатмасть,
Çăлкуçĕ те сас памасть.

Вăйă кĕвви-юррисем
Çитеç чĕре варрине.
Çакă çутă тĕнчене
Шăпах тыткăна илеç.

Иртен-каян, çулçÿрен,
Юрă кĕввине илтсен
Тĕлĕннине пытармасть,
Ăна нихçан манаймасть.

Илтес пулсан вилнисем
Мĕнле тÿссе выртмалла?
Çĕр айĕнчен сиксе тăрса,
Вăй картине тăмалла.

Çапла чăваш ялсенче
Питрав кунĕ çитиччен
Вăй выляççĕ çамрăксем
Канашлаççĕ туй çинчен.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: